Agabazar // 3291.61.1705
2019.03.26 21:04 | |
Dfcbkbq // 4290.27.7015
2019.03.26 21:35 | |
Авалхи тĕрлĕ йăх-ăруран пĕтĕçнĕ,чăмăртаннă халăхăн, авалхи чĕлхине пиншер çул хушши упраса, çав чĕлхепе калаçакан халăхăн миçе ят пулнă ши ĕмĕрсен тăршшĕпе? Мĕн чухлĕ ăрăва пĕрлештернĕ çав чĕлхе пĕр халăх пулма паянхи кунччен?
Ячĕ те çав халăхăн авалхи пулнă ĕнтĕ. Эпир хамăр халăх тенĕ- хамăр -ХАМ ĂРУ -"граждане" - ЧĂВАШ (civis) -цивис - население,люди своей страны, свое общество. . Халăха пĕрлештерекен ят( соционим) , юнашар халăхсем пире тĕрлĕ ятпа та чĕнме пултарнă Патшалаха ПĂЛХАР (пăлха ăру) - конгломерат племён тенĕ | |
Dfcbkbq // 4290.27.7015
2019.03.26 22:40 | |
Агабазар, если тебе сто лет, то имеешь право называть меня сынком, но ерничать столетнему на сайте не комильфо | |
Agabazar // 3291.61.1705
2019.03.26 23:30 | |
Эппин, кăтарт-ха çав "сынок" текеннине. Ăçта вăл?
Е çапах та, лĕпĕртетсе лариччен, хăвна тĕплĕн ăнлантарса панишĕн тайăлса тав тума шутлăн? Калăпăр, ак çапла: "Тавтапуç, Акапасар, пирĕн пек "айвансене" ÿркенмесĕр ăнлантарса панишĕн! Ĕрехмет! Пин çул пурăнмалла пултăр!". Ара, эп ăнлантарса памасса та пултарнă вĕт! Е, Акапасара тав сăмахĕ каласан, хуçăлса ÿкесрен хăратна? Ан хăра, ан вăтан Акапасар сăмахне тăнласа пымашкăн! Сиен пулмĕ, усси вара пулатех! | |
Аçтахар Плотников // 1677.69.8149
2019.03.27 10:41 | |
«Йӑваш» — ку пушшех те йӑнӑш пуль ман шутпа. Тем тесен те, «тьӑваш» (малтанхи орфографипе ҫапла ҫырӑнать мар-и?) еннелле пӑхмалла. Халӑх ячӗ халь мӗнле илтӗннине мар, ӗлӗк мӗнле пулнине пӑхмалла. Хальхи «ч» тем тесен те, малтанхи мар. Чи малтан ҫавӑнтан пуҫламалла. Ман шухӑшпа тата — нимле халӑх та хӑйне «ҫӑва»-па ҫыхӑнтармӗ. | |
Agabazar // 8484.7.2080
2019.03.27 15:37 | |
Мĕне пĕлтернĕ 16-мĕш (вунулттамĕш) ĕмĕрте "çăва" тени? Мĕнле пĕлтерĕшсем пулнă ун чухне çав сăмахăн çавăн чухне?
Паянхи кун пирки мар вĕт пырать кунта сăмах. | |
Agabazar // 8484.7.2080
2019.03.27 15:38 | |
Фасмер каланине те аса илĕпĕр. род. п. -а – название тюрк. народа, потомков волжск. булгар; чувашин, чувашанин – то же (Мельников). Название чува́ши встречается с ХVI в. в русск. источниках; см. Магницкий, Изв. Каз. Общ. ист. 21, No 2, цит. по Этногр. Обозр. 67, 132. Из чув. tš́ǝ̂vaš "чуваш", которое связано с тур., азерб. jаvаš "мирный, спокойный", уйг. jаbаš; см. Корш, ИОРЯС 8, 4, 22; Рясянен, Тsсh. LW. 89; FUF 29, 200; Рашоньи, Semin. Kondakov. 8, 293. Согласно Немету (Symb. Rozwadowski 2, 221), непосредственным источником этого чув. слова является тат. džуvаš "мирный, радушный", кирг. džuvaš, juvaš. Из чув. заимств. мар. я., у. suas, у. süаs "татарин" (Рясянен, там же; Вихман, JSFOu 30, No 6, 18; Ахмаров, Изв. Каз. Общ. ист. 19, 156 и сл.; см. FUF Anz. 8, 22). От этого этнонима образовано чува́ша "неопрятный человек", тверск., псковск., чуа́шка – то же, вологодск. (Даль). Подзывание свиней чува́ш-чуваш, возм., навеяно созвучиями типа чух-чух, чуш-чуш (Даль).
Çапла, питĕ чаплăн каланă кунта! Мĕне кирлĕ çăва е çăваç тенисем? Итле Фасмер куккуна! Итле Фасмер куккуна! Хе-хе-хе! | |
Agabazar // 8484.7.2080
2019.03.27 15:50 | |
Ман шухӑшпа тата — нимле халӑх та хӑйне «ҫӑва»-па ҫыхӑнтармӗ.Анчах та авă, Çĕрпÿ районĕнчи Çĕтĕк Çăваç ялĕн çыннисем ытлаванах "çыхăнтараççĕ". Вăл шутра, Владимир Болгарский тата ыттисем ĕнентернĕ тăрăх кунашкал çыхантарасси паянхи кун та пырать. Чăн та, 1927-мĕш çултан пуçласа яла Анчăккасси теме пуçланă. Официаллă майпа. Кулленхи пурнăçра вара çаплах Çĕтĕк Çăваç теççĕ. 1927-мĕш çулхи улшăну "Çăваç" тенипе пачах та çыхăнман. Вăл сăмах никама та хăратман. Хăратаканни унта "Çĕтĕк" тени çеç пулнă. Сталин саманин çынни çĕтĕк пулма пултараймасть — вăт çакнашкал месседж. Çавăн пекех çăв чăваш тени те ЧĂНАХАХ пулнă вĕт! (Ашмарин вăхăтĕнче). Никам та пит "хăраса" тăман унашкал сăмахсенчен. | |
Атнер // 2345.2.2593
2019.03.27 21:38 | |
Алмантайпа Йувенальева вулӑр.Тарӑн тӗпчевсем тунӑ.Пуян материалсемпе ҫирӗплетнӗ чӑваш сувартан пулса кайнӑ пирки.Паянхи кун кун пирки темле шкул ачи те такӑнмасӑр каласа парать.Мӗне кирлӗ пире темле Ибн Хатлан е Хасмер кукка. | |
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE // 2291.81.1801
2019.03.28 11:38 | |
..."Позднее сами чуваши стали называть себя в татарской озвучке – чуваши. То есть экзоэтноним стал эндоэтнонимом (в этом нет ничего удивительного, так и казанские татары приняли экзоэтноним татары от русских, и он стал их эндоэтнонимом)."... Родоначальник — князь Яуш (Явăш) (тат. Чуваш бик Әлсуфый улы). Явăш-Чăваш пĕр пелтерĕшлĕ сăмах пулнă.., вăл тутар хушшинче те анлă сарăлнă самах пулса.., çавăнпа та нумай тутара та ĕлĕк "чюваша" тесе чĕннĕ... Хальте Явăшпа çыхăннă çĕршер топоним тăрса юлнă.., ĕлек-авал Явăш топоним тата нумайтарах пулнă.., вуншар ялсем хăйсен ячĕнчи Явăш сăмаха çухатнă.., е ятне вуççех улăштарнă...
<br> |
Иккĕрен ытла мар. Иккĕ! Пÿрнесене хуçлатса пырăр: пĕрре, иккĕ! Вçо, урăх çук! Пĕтрĕ!
Виççĕ те мар, тăваттă та мар — иккĕ!
Ку çăваç текенни — нимле çĕнĕ япала та мар. Çăв- тени çине таянасси тахçанах пырать. Анчах та çăв- тени нумай пĕлтерĕшлĕ сăмах та, çавна май хăшпĕр сÿтсеявусем пулкаланă.
Тепĕр верси пекки — Фасмер сăмахсарĕнче.
Урăх версисем çук. Пĕрре те!
Вăт танлаштарса пăхăр: пĕр версийĕнче "йăваш" тенипе çыхăнтараççĕ, тепринче — çăв- тенипе.
Сирĕн шутпа, çав икккĕшĕнчен хăшĕ юрăхлăрах пек туйăнать? Шет "йăваш" текенни аванрах пек?