Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и? |
Agabazar // 2993.12.3526
2019.03.01 22:33 | |
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 02:19 | |
Agabazar эс ӑнланмарӑн, пулӗ, Николай (Аҫтахар) Плотников ҫырнине (хам та малтан йӗркеллӗ вуламарӑм). Ҫырать:
"Тимӗр Акташӑн уҫӑ ҫырӑвне пула ӗҫ вырӑнне пушатма тивнинче" (ҫакнта тӗп ыйту). Хам Акташ ҫырӑвне те вуламанчӗ. "Интрига" текенни - ҫакӑнта, иккен. Урӑхла каласан (эп ӑнланнӑ тӑрӑх), Аҫтахар-Плотников - Мускав тулаш политикинчен питӗ айӑкра тӑракан ҫын -хӑйӗн Сайт ирӗклӗхне хӳтӗлет. Аҫтахар каласшӑн пек: тархасшӑн, Акташа хирӗҫ ҫырма та пултаратӑр, вырнаҫтаратӑп.Ҫырас темерӗҫ -ҫырас вырӑнне ӗҫрен кӑларса яма хатӗр (тен, кӑларса та ячӗҫ, хӑйӗнпе калаҫман). Аҫтахар сайт хисепне сутас темерӗ... Ҫавӑн пек ӑнлантӑм (хӑй уҫӑмлӑ ҫырмарӗ, ҫав). | |
Agabazar // 4120.95.5268
2019.03.02 07:13 | |
Эп каланинче мораль мĕнре-ха?
Вăт эпир патша саманинчех çивчĕ материалсем кăларма пултарнă тесе вăл е ку автора мухтатпăр. Чăннипе вара авторсене мар, чăн малтанах Николай Иванович Ашмарина мухтамалла, тав тумалла. Мĕншĕн тесен вăл ирĕк панă. Унăн алли витĕр тухнă. Ашмарин вырăнĕнче шутсăр хаяр çын ларнă пулсан, ним те тухаяс çукчĕ. Маларахри саманасенчи чăвашла пичетленнисен цензорĕсем те паллă. Сăмахран, çавсенчен пĕри — Виктор Петрович Вишневский (1804-1885-мĕш çулсенче пурăннă). Халь манăн çакнашкал сĕнÿ — Николай Плотникова çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси. Ĕлĕкхи вырăнран та лайăхраххине. Калăпăр, çав вырăн вăл пурăнакан тĕлтен ытлашши аякра ан пултăр. | |
Базиль Кириллов // 1098.06.9305
2019.03.02 09:55 | |
Хӑш кантуртан ӑна хӑваланӑ, приказа кам алӑ пуснӑ, ҫав ҫын влаҫ патинче тӑрать-и - темшӗн калама "вӑтаннӑ". Тен, Упасси е урӑх кам та пулин пӗлет? | |
Agabazar // 1459.51.4644
2019.03.02 11:50 | |
Базиль Кириллов,
хăш кантуртан тата кам хăваланине "тупса палăртма" питĕ çăмăл. Çав япаларан пуçласа, — кăмака патĕнчен ташлама пуçланă пек, — малалла сÿпĕлтетсе кайма татах та çăмăлрах. Унран çамăл япала та çук тĕнчере! Историрен пит аван пĕлетпĕр леш "перегибы на местах", "головокружение от успехов" тенисем мĕне пĕлтернине. Базиль Кириллов, луччĕ, çав еннелле пăрса яриччен, Николай Плотников валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ шырама пуçла, тархасшăн. Майсем пур пулсан ĕнтĕ. Аçтахар çакăн пек ыйту лартнă: пултарать-ши Тимĕр Акташ Путин пирки тÿре пулса калаçма? Мĕншĕн-ха пултараймасть? Вăл çеç мар, кашниех пултарать. Ара суйлав вăхăтĕнче хамăр мĕн тăватпăр? Çав япаланах мар-и? Пĕрисем Путина мухтаççĕ (кăсем ытларах), теприсем хурлаççĕ (кăсем сахалрах). Кайран пурте сасăлав урнисем патне пыраççĕ. Никама та чармаççĕ. | |
Dfcbkbq // 4150.83.1987
2019.03.02 13:28 | |
" Никама та чармаççĕ"....
Анчах! кама патшана лартмалла,санран ыйтмаççĕ -голосуй, не голосуй -всё равно получишь ... Ăçта вăл "свобода слова" пирĕн çĕршывра? Cenzere -оценивать, хак пани, хаклани. Хам шухăша эпĕ хамах хаклатап, ман шухăша хуратса тухни, -мана кÿрентерни,мана хисеплеменни. Манăн шухăшпа килĕшместĕн пулсан, контраргумент çыр, анчах шăлса такма ан васка | |
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.03.02 13:39 | |
Базиль Кириллов: "
Хӑш кантуртан ӑна хӑваланӑ,... Тен, Упасси е урӑх кам та пулин пӗлет? Гуманитари институтӗнче ӗҫленӗ, словарьсен пайӗнче + пысӑк ӗҫ туса пынӑ электронлӑ словарьсем кӑларассипӗ + институт сайтне пуҫарса янӑ. Чӑваш наукӑшӑн - пысӑк ҫухату. |
Акă патша саманинче чăвашла пичет продукцийĕ тухса тăнă. Вăл шутра — "Хыпар" хаçат (1906-1907). Редактор алă пусса кăларнă. Анчах редакторсăр пуçне тата тепĕр çын — цензор. Вăл çынна шăпах çав сăмахпа каланă, урăх нимле сăмахпа та мар.
Кам-ха пулнă çав çын? Эсир ăна пурте пит аван пĕлетĕр: Николай Иванович Ашмарин.
Ашмарин алă пусмасăр чăвашла нимле пичет продукцийĕ те тухма пултарайман.
Николай Иванович çавăн пекех тутарла пичет продукци тĕлĕшпе те цензор пулнă.
Цензура совет саманинче те пулман мар. Анчах та ăна цензура мар, "обллит" тенĕ. (Мускав шайĕнче — "главлит") Патшалăх тата çар вăрттăнлăхĕсене сыхлаканнисем пек шутланнă (чăннипе вара, паллах, ăна кăна мар "сыхланă")
Площадка — лаптăк.