Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, — хӑйӗн ҫырӑвне пуҫланӑ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ П. Николаев, — сакӑр вунна ҫывхарса пыратӑп. Ҫавна май тухсах ҫӳрейместӗп. Шупашкарта пулманни те темиҫе ҫул. Кӳршӗ хӗрарӑмӗнчен тӗп хулара ҫӗнӗ юхан шыв порчӗ тунине илтрӗм. Хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ моряк пулнӑччӗ те - ку хыпар савӑнтарса ячӗ. Ара, ӗлӗкхи кивелсе ҫитнӗччӗ вӗт. Анчах та мана, чӑваша, порт кантурӗ ҫине "Шупашкар" тесе ҫырса хуман тени тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ кӑна мар, шӗкӗр хулана караппа килекен хӑнасем те тӗлӗнеҫҫӗ-тӗр. Кӳршӗ карчӑкне ӗненмерӗм. Сирӗнтен ыйтса пӗлес терем. Чӑнах та чӑвашла ҫырса ҫапман-ши вара? — ҫапла вӗҫлет Йӗпреҫре пурӑнакан ветеран. Ӑна вара ҫапла хуравланӑ: — Хисеплӗ Петр Васильевич! Чи малтанах сире тата та нумай ҫул пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Юхан шыв порчӗн ҫурчӗ ҫинче, чӑнах та, чӑвашла ҫырни ҫук. Сӑн ӳкерчӗкре (хаҫатра сӑнӳкерчӗкӗ пур), куратӑр ӗнтӗ, вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ. "Шупашкар юхан шыв порчӗ" АУО генеральнӑй директоре В.Шайкин каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӑхӑт ҫитменнипе ҫыхӑннӑ. Порта Республика кунӗ тӗлне уҫма ӗлкӗрес тесе. "Шупашкар" тесе ҫырни те пулать, саккас панӑ", — пӗлтернӗ пирӗн ӗҫтеше Ванифатий Васильевич. Чӗрене ҫывӑх сӑмах хӑйӗн вырӑнне йышӑнсан, Петр Васильевич, сире тӳрех ҫырса пӗлтерӗпӗр. Мӗншӗн ҫырса? "Хыпартах" ҫапса кӑларӑпӑр. Шел те, юхан шыв порчӗн ҫурчӗ ҫине халӗ те чӑвашла ҫырса хуман. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.11.14 08:35 | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2007.11.14 09:35 | |
![]() |
АВ епле тунă иккен вĕсем! Юрать-ха капла та пулин тунă. Анчах кун пек çырни хĕлле курăнмĕ. Тата илсеччĕ-ха "аяла çырнă" тесе мăкăртатакансене — ура айне (ун тăрăх утса çӳремелле пек) туни вĕсене килĕшмест.
Ман шутпа, проекта хатĕрленĕ чухне вĕсем "Шупашкар" тесе çырасси пирки шутламан та. Кайран çеç, "халăх ыйтнипе", шутласа кăларнă. |
Ajdush // 3926.36.8887
2007.11.14 20:27 | |
Ку япала Чăваш çĕршывĕнче тăван чĕлхене тислĕк вырăнне хунине çеç пĕлтерет. Манкуртсем халĕ Чăваш çĕршывне чăн-чăн вырăс тăвашшăн. | |
Анонимла // 2051.65.3138
2007.11.15 09:48 | |
Хусанра юхан шыв порчĕн çурчĕ çинче акăлчанла çырни çук...
http://gallery.chuvash.org/v/users/ ... __/20071115.JPG.html | |
Анонимла // 2758.91.0656
2007.11.25 16:19 | |
Шупашкарçĕрçинче еванса выртат. | |
Тимĕрке Митяй // 6828-0326
2007.11.26 08:33 | |
еванса -ку мĕнле сăмахĕ: йăваланса,ывăнса...?
| |
Аçтахар Плотников // 3083.76.8391
2007.11.26 12:44 | |
![]() |
йыванса /йăваланса/ |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Эпĕ кăçал куртăм порт кантурĕ умăнче(курăк çинче) Шупашкар çырнă (: .