Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Суту-илӳре сутаканӗ е илекенӗ аслӑрах?

Аçтахар Плотников07.02.2019 17:099492 хут пӑхнӑ

Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать.

Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет. Эп вара ҫак меслетпе тӳлени маншӑн меллӗрех пулни пирки каларӑм. Сентре хыҫӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫавах мӑкӑртатма пӑрахмарӗ — калӑн, эп ун таварне туянса ӑна темле сиен турӑм.

Ҫак пӗчӗкскер пӑтӑрмахла япала мана шухӑша ячӗ. Мӗншӗн-ха пирӗн сутӑҫсем хӑйсене питӗ мӑнна хураҫҫӗ? Енчен те анӑҫра туянакан яланах тӗрӗс (выр. Покупатель всегда прав) тесе калаҫҫӗ пулсан пирӗн сутӑҫсене ҫакӑ темшӗн пырса тивмест. Ҫук, пирӗн лавккасенче те туянакансене юрама тӑрӑшакансем чылаях. Нумай пулмасть пушмак сутакан пасар кӗтӗм те кашни сутуҫӑ ман пата чупса пыма тӑрӑшрӗ, эп чӑвашла калаҫнӑран чӑвашла пӗлменнисем те (ара калаҫнинченех туйӑнать те) чӑвашлах хуравлама хӑтланчӗҫ. Мӗн тӑвӑн? Сивӗччӗ ун чухне, туянакан мансӑр пуҫне ҫуккипе пӗрехччӗ. Вӗсен вара сутмалла… Анӑҫри пирки те — кашни туянакана юрама хӑтланни пирки — татсах калаймастӑп. Кӑна ҫынсем пӗлтерни тӑрӑх кӑна калаятӑп та…

Ҫавах та туянакансене ним вырӑнне те хуманни, сутӑҫсем хӑйсене туянакансенчен аслӑрах туйни мӗншӗн тӗл пулать-ха? Ман шутпа сӑлтавӗ совет саманинчи япаласем дефицита тухнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Ун чухне тӗрлӗ сутӑҫсем ырӑ курнӑ темелле — пӗтӗм ҫителӗксӗр япала вӗсем урлӑ тухнӑ, туянаканӑн вара вӑл япаласем пулман. Ҫапла май сутӑҫсем туянакансенчен аслӑрах пулнӑ. Паянхи ҫав сутӑҫсен йӑли те шӑп ҫав саманапа ҫыхӑннӑ тесе шутлатӑп. Эп асӑрханӑ тӑрӑх та хӑйсене аслӑрах тесе тытакан сутӑҫсем те ытларах енӗпе 40-рен иртнӗскерсем.

Эсир мӗн шутлатӑр? Хӑш-пӗр сутӑҫ хӑйсене туянаканран аслӑрах пек тытни мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ку ҫав сутӑҫсен айванлӑхӗ е ҫав-ҫавах дефицит тапхӑрӗн витӗмӗ?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Сутӑҫсем хӑйсене асла хуни мӗнпе ҫыхӑннӑ?

Ман шутпа кашни сутӑҫ туянакана асла хурать
Маншӑн ҫав-ҫавах
Вӑл сутӑҫсем айван ҫеҫ, пасар саманине ӑнланмаҫҫӗ
Вӑл сутӑҫсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗпе хавшак
Дефицит вӑхӑтӗнчен юлнӑ йӑла
Ку ыйту ҫине татсах хуравлаймастӑп

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2019.02.09 13:03
Ĕлĕкхи йăла кунта сахалтарах пулĕ. Ытларах паянхи пĕтĕмĕшле культура çавăн пек. Телевизорпа та паян культура мар чысра, "хамство" хуçаланать. Асăрханă тăрăх хăвăрт кăна пуйса кайнисен те пуçĕсем çаврăнса кайкалаççĕ. Çынпа çын пек калаçма пăрахаççĕ. Частник хăй сутать пулсан ун пекки хăвăрт илекенсене çухатать. Йĕркеллĕ сутăçсем йĕркесĕррисене пĕчеккĕн -пĕчĕккĕн хĕссе хураççех,çавăн пек вăл, пасар.
Agabazar // 1024.75.2553
2019.02.09 14:47
Agabazar
Вара çав "хамство" текеннине чăвашла калама шет çав тери йывăр пулчĕ?

Пульниццара кам аслăраххи пирки калаçăр тата: пациент е тухтăр?
2019.02.11 20:04
Акапасар, пульниццара та пациент асли пулма тивĕç. Чылай çĕрте тухтăрсем айккинчен аванах туянаççĕ укçа текеннине, кун пирки хам тăрăх каласа çирĕплетме пултаратăп.Сутуçăçсем ытларах чухне хăшĕ иртнĕ ĕмĕртенпе ĕçлет, çавсен хушшинче ку йăла ытларах.
А помнишь Глашу: дура- дурой,
а теперь же эта дура
глава коммерческой структуры,
çак йышширех йĕркесемччĕ Асмолов юрринче. Культурăлла çын çав-çавах юлчĕ. Паянхи самана та сăмса каçартма вĕрентет, укçаллисене чыс та хисеп. Пĕр лавккана арăмпа çитрĕм те, консультант, сирĕн валли кунта çетел-пукан çук, тесе хучĕ. Чыссăрлăх паянхи кун хисепре.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем