Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрий Яковлев: Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук

Юрий Яковлев06.01.2019 12:5314503 хут пӑхнӑ

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».

-- -- -- -- --

«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»

(Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 377.)

.

«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук.

Киремете эп шалтан пӗлетӗп-туятӑп пек. Киремет пирки хывнӑ юрӑ мана тивӗҫтерчӗ. Шӑп ҫавӑн пек юрламалла пек туйӑнать мана ку юрра. Хӗрупраҫӑн юрламалла пек. Мӑнаҫлӑ ансатлӑх пур сӑввинче те, кӗввинче те. Сӑнарлӑхӗ те пуҫтарӑнуллӑ – символла пӗлтерӗшлӗ. Мартин Хайдеггер калашле, трансценденталлӑ рефлекси вӑратать.

Камран кӑна ыйтмарӑм – сӑвви-юррине кам ҫырнине те, кам юрланине никам та пӗлмест. Тен, авторӗсем сас парӗҫ. Ҫӗре ҫити тайма пуҫ вӗсене. Киремет контекстне палӑртма, ӗҫлеттерсе яма эпӗ А.Г. Дугинӑн Дельфӑсенче (Аполлонӑн таса вырӑнӗнче, Дионисӑн вил тӑприйӗ ҫинче) вуланӑ лекци сыпӑкне тата «Хыпар» хаҫатра Киремет пирки хам пуҫтарса кӑларнӑ текстсен пуххисене паратӑп.

 

Ӗлӗкрен мӑнаҫлӑ паттӑр

Чӑвашсен пур Киремет.

Кайӑк пек вӗҫме ҫунатсӑр

Вӑл пултарнӑ, шеремет.

 

Ай-хай, ял айкки

Киреметӗн тӑвайкки.

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

 

Пӗлӗтре вӗҫет хур кайӑк,

Таврара уй-хир вӑрман.

Киремет хӑварнӑ халӑх

Манӑҫран нихҫан тухман.

 

Ай-хай, ял айкки

Киреметӗн тӑвайкки.

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

 

Ҫӑлкуҫсем нумай пулсан та,

Киреметӗн чи сипли.

Халапсем чылай пулсан та

Киреметӗн сӑвапли.

 

Ай-хай, ял айкки

Киреметӗн тӑвайкки.

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

 

«Турӑсем таврӑнма кирлӗрен те кирли пирки калаҫнӑ чух ыйтӑва, чӑннипе, урӑхла лартмалла. Ҫӗнӗ турӑсем нихҫан та таврӑнмаҫҫӗ. Ҫӗнӗ турӑсем пирӗн пата нихҫан та-нихҫан та килмеҫҫӗ – эпир хамӑр вӗсем патне кайиччен. Эпир хамӑр вӗсем хӑйсене палӑртма пултаракан вырӑн пуличчен. Эпир пурӑнакан/тымар янӑ вырӑн/ҫӗр урлӑ эпир хамӑр –хамӑр пуличчен. Вырӑна мӗнле пур ҫавӑн пек пулма, чӑн сӑн-сӑпатне/ тупсӑмне палӑртма эпир хамӑр хистиччен. Эпир хамӑра хамӑр чӑнтан/чӑннипе хамӑр пулма хистиччен. Акӑ ҫавӑн чухне кӑна эпир авалран та авалхи, пӗртен пӗр, ӗмӗртен ӗмӗрхи ҫав вырӑна хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫӗнӗ турӑсем таврӑнма – кирлӗ авалран авалхи, пӗртен пӗр этем пурнӑҫӗ. (…) Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Турӑсем таврӑнасси вӑл – пирӗн хамӑрӑн шалти ӗҫ. Пирӗн тӗллев – хамӑр пата таврӑнасси. Вырӑна хамӑр валли тавӑрасси, ҫапла вара нихҫан та ниҫта та кайман турӑсем патне таврӑнасси. Вӗсем – кунта тата халь».

-- -- -- -- --

«На самом деле, когда мы говорим о необходимости возврата богов, мы должны по-другому ставить вопрос. Боги не вернутся никогда. Новые боги не придут к нам никогда вообще – пока мы сами не пойдем к ним. Пока мы сами не станем тем местом, в которых они могут проявить себя. Пока мы сами не будем самим собой через то место, к которому мы принадлежим. Пока мы сами не заставим место быть тем, что оно есть. Не заставим самих себя быть теми, кто есть в последнем счете. И лишь тогда мы подготовим тоже самое древнее, единственное, вечное место. Древнее, единственное то же самое человеческое бытие к возвращению новых богов. (…) Все зависит от нас. Возвращение богов – это внутреннее действие нас самих. И наша задача – вернуться к себе. Вернуть себе место, а значит вернуться к богам, которые на самом деле никогда никуда не уходили. Они – здесь и сейчас»

(Дугин А.Г. Возвращение богов. Дельфийская лекция. 20 апреля 2013 г.).

 

Эпир пурте – Киремет умӗнче

Хыпар, 1992, авӑн, 2

 

Киремет вӑл – Таса Вырӑн. Вӑл пирӗн пин-пин ҫул пынӑ йӑла. Кашни урамӑн, кашни ялӑн, кашни хутлӑхӑн хӑйӗн Таса Вырӑнӗсем пулнӑ. Тӑшмансем пире таптанӑ, мантарма тӑрӑшнӑ, анчах та эпир ӑна манман.

Чун ыратнӑ чухне, хуйӑхӑ пуссан е ҫутҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн калаҫас килсен ҫак Таса Вырӑна килсе пурнӑҫ ҫинчен, тӑвансем ҫинчен шухӑшлама ан вӑтанӑр.

Виталий Станьял.

 

Хурнуй уйӗнчи хура хурамаран ача чухне хӑраттӑм, вӑтанаттӑм,

Ярмӑрккӑна-мӗне чупнӑ чух чунӑмпа чӗтресе пӗччен йывӑҫран пӑрӑнаттӑм.

Вӑл мӑнаҫлӑн темскер калаҫатчӗ, Хӗвеле те ҫӗре кӗл тӑватчӗ,

Инкеке систерен ҫӑхансем ун тавра явӑнмастчӗҫ. Пӑрӑнатчӗҫ.

Сӑртри хир патши таврари ялсене хӑй енне пӑхтаратчӗ,

Урапа ҫӳрекен ҫул-йӗрсем унӑн тӗпӗ тавра явӑнса таврари ялсенче вӗҫленетчӗҫ.

Нихӑҫан ӳкес мар пек тӑратчӗ яштак та патвар.,

Асъялсем, ямпахсем, ҫӑваҫсем, пӑрсайсем миҫе ӗмӗр ун уммӗн ҫӳренӗ,

Мӗн чухлӗ ӑру тихисем, Урасар ҫаранне таптаса, ун тавра выляса, амӑшӗн ҫиллине час манасшӑн кӗҫеннӗ?

Тикӗсех те пулман пуль кунҫул шӑписем, мӗн чухлӗ йӗмен пуль Йӳҫкасси маткисем?

Тӗнчери вӑрҫӑсен тӑхланне мӗн чухлӗ ӗҫмен пуль Хурнуй каччисем?

Ваҫҫасем, ванясем, петӗрсем, михалсем, павӑлсем – хӑйсен урипе ҫӳрес кунсене пире пачӗҫ.

Чунӗсем ҫеҫ ҫак йывӑҫ тавра паянхи кунчченех ҫаврӑнайрӗҫ.

Ҫав кунҫул нушине хӑй ҫине тиесе хурама хуралса хӑрса ларчӗ,

Пӗр сукмакӗ вӑл ман, кунта кашни ҫу таврӑнатӑп.

Пӗчӗк мар эпӗ тек, пурпӗрех, Хурама, эп санран вӑтанатӑп, хӑратӑп.

Иосиф Дмитриев.

 

Киремет умӗнче тӑратӑп…

Ҫӗр ҫумӗнчи кӑкран пуҫлать те куҫ ерипен йывӑҫ вулли тӑрӑх шӑвать, хуралса ларнӑ туратсем ҫинче пӗр авӑк чарӑнсан, тӑррине ҫитет – шурӑ пӗлӗтсем хушшипе кӑвак тӳпенелле тилмӗрсе пӑхать…

Чӑваш халӑхӗ сӑваплӑ йывӑҫ урлӑ Турӑпа калаҫнӑ.

Мана кӗл тума вӗрентмен: вӑрманӗ те, Киремечӗ те маншӑн чӗмсӗр…

Чӑваш халӑхӗ Киреметре хӑйӗн шӑпине курнӑ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ пулсан та, ҫӳлелле туртӑннине курса, унран ҫутҫанталӑкпа, Турӑпа килӗштерсе пурӑнма вӗреннӗ.

Эп ҫӗртен татӑлнӑ, Турӑпа пӗр чӗлхе тупайман…

Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…

Юрий Яковлев.

 

Киремет – кӗрешӳ вӑйне кӑмӑллакансен турри

Хыпар, 1995, ҫӗртме, 28

 

«Киреметсем – чӑн-чӑн наци геройӗсем, тӗлӗнмелле паттӑр ҫынсем, ҫавӑнпа киремет ячӗсенче тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ паттӑрсен юмахӗсенче халӑхӑн манӑҫа тухнӑ истори паллисене курмалла», – тенӗ Н.И. Ашмарин.

Паян эпир темшӗн – хӑюсӑр, йӑваш, мӗскӗн, «Хӗвеллӗ ыран енне кӗпер чӗнтӗрлеме» (Ҫеҫпӗл М.) чӗнекен вӑйӑн чӗре ҫумӗнчи сассине илтми пулнӑ… Анчах тӗнче усаллӑн каварланать, кӑварланать… Вут-инкек чӑваш пуҫӗ ҫине те тӑкӑнма пултарать. Ҫавӑнпа пирӗн хӑлхасӑр такасем пулма пӑрахмалла – халӑхшӑн, ҫӗршывшӑн кӗрешӗве тӑма вӗренмелле, хатӗрленмелле… Унсӑрӑн пурсӑмӑр та ҫич ютӑн чӳк хуранне лекӗпӗр, ют турра парне пулӑпӑр…

Юрий Яковлев.

 

«Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ киремет аса килсе карӗ. Сӳхепи вӑрмана кӗчӗ те, пӗр йывӑҫ умне чӗркуҫленсе, кӗлтӑва пуҫларӗ.

Паккай: «Вилес пать ман, — тесе уланӑ, анчах кунта мар, аякри ялта, аслӑ киремет панче».

Ҫеҫпӗл Мишши. Вӑрман ачисем.

 

«Сурӑм вӑрманӗнче пӗчӗкҫӗ уҫланкӑ пек уҫӑ кукӑр пур. Кунта, ҫулталӑк ҫинчен калакан тупмалли юмах пек, ларать пӗр лаштра юман. Вуник туратлӑ, тураттисем ҫинче йӑвасем, йӑвисенче – ҫӑмартасем… Ҫав юмантан ҫакнӑ, тет, Пугачевӑн пӗр утаманне…

Чӳк юманӗ ку ҫавӑнтанпа… Йӗри-тавра темиҫе хӑлаҫ. Сурӑм киремечӗ, теҫҫӗ ӑна.

Яшсем салтака кайнӑ чух ун тавра пырса ҫаврӑнаҫҫӗ: тӑван 6ҫӗршыва, каялла тӗрӗс-тӗкел, телейлӗ таврӑнма хӑват парать, тет, вӑл…».

Юрий Скворцов. Сӑваплӑ вут.

 

Акӑ выртать тӗттӗм кӳл. Хура кӳл хӗрри чӑпарлӑ, кӳл ҫыранӗ тӑрринче, кӑлкан-курӑк таврашӗнче, пур тӗреклӗ кукӑр юпа. Ҫакӑ вырӑн – таса вырӑн. Этем иртет ҫакӑнтан – ура пуснине сисмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн васкаса, ҫӗлӗк пулать хул хушшинче. Ватӑ ӑссем каланӑ: усал-йӗрӗх, асапсем таса юпаран хӑранӑ, кашкӑр-упи, тӗнче мӑшкалҫи арҫури, тӗксӗм шыври, айван упӑти – пурте чупнӑ ҫухрӑмран ҫак тасана хисеп туса… Ӗлӗк пулнӑ чӑвашсем – улӑп-паттӑр тӑванӗсем. Вырӑс, тутар, калмӑк-каркӑс, ытти ҫич ют халӑхсене пусмӑрлама памасӑр, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, ҫар-ҫарӗпе, вилӗме хисеп тумасӑр, тӗрекеленсе-хавхаланса ҫапӑҫнӑ пирӗн мӑн асаттесем. Хӗҫ-пӑшал хуҫӑлнӑ, ҫил-тӑвӑлти хӑмӑш пек, этем хумханнӑ-тӑкӑннӑ пӑр ҫапнӑ тырӑ пек, тӑкӑннӑ-юхнӑ этем юнӗ ҫурхи шывран кая мар. Кӑвак лаша утланса, ҫар пуҫлӑхӗ Тӑвӑш хуҫа ҫар умӗнче хӗрӳ чӗрепе, хаяр саспа кӑшкӑрса ҫар йӗркине тытса пынӑ. Унччен пулман – унӑн ҫамрӑк кӑкӑрне тӑшман тӗлленӗ ҫӗмрен сӑнни тирӗннӗ. Пӗр чӗнмесӗр, йӑнӑшмасӑр тӗшӗрӗлсе ӳкнӗ ут ҫинчен. «Эп вилетӗп, чӑваш халӑхӗ паттӑр пултӑр, парӑнмасӑр никама ҫапӑҫтӑр ман пек виличчен», – ҫапла пулнӑ ун юлашки сӑмахӗсем. Ун юратнӑ, этем ӑслӑ кӑвак лаши хуҫа суранне ҫуласа, чун хавалӗпе хаяррӑн, пуҫне тӑратса кӗҫенсе, хӑй хуйхине, хӑй хурлӑхне пӗтӗм таврана систернӗ… Ҫак вырӑнта маттур хуҫа шӑммисем, унпа пӗрле унӑн савнӑ ут юлашкисем… Ҫичӗ ҫӗр ҫул иртрӗ, тӑхӑр ялпа тӑхӑр ҫул урлӑ лаша пусса чӳк туса Тӑвӑш хуҫана хисеп тӑваҫҫӗ чӑвашсем».

Мӗтри Юман. Шевле вылять.

 

«Епле чӑваш хура халӑхӗ юнпа тар тӑкса пурӑннӑ, ҫавӑн чухлех вӑл хӑй ирӗкӗшӗн тармакланса кӗрешнӗ. Тӗп авал та, каярахпа та ҫав кӗрешӗвӗн пуҫӗнче пусмӑрлӑ хресчен халӑхӗ, чӑваш хура халӑхӗ тӑнӑ. Тӗп авал чӑвашсем мӗн чухлӗ, епле майпа кӗрешни ҫинчен пире истори сахал калать, ҫапах историрен паллӑ: 13-мӗш ӗмӗртех чӑвашсене тутарсем пусмӑрласанах вӗсем питӗ вӑйлӑ пӑлхавӑр тапратса пӗр вӑхӑтра хансен влаҫне ӳкерсе пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн тавӑрса тутар ҫарӗ чӑвашсене ялӗ-ялӗпе вӗлерсе пӗтернӗ. Вырӑссем Хусана илес тенӗ умӗн Ар чӑвашӗсем хан патне хӗҫ-пӑшалпа пырса ӑна вырӑссемпе килӗшме хушнӑ. Ҫапла истори пире чӑвашсен аллинче хӗҫ-пӑшал вылянине, вӗсем авал юн тӑкса хӑйсен ӗҫӗшӗн тӑма пултарнине пӗлтерет. Ҫавнах чӑвашсем нумай хут вырӑс ҫарӗпе тытӑнсах вӑрҫса кӗрешни те пӗлтерет. Ҫак саманара чӑваш чурисемпе, пусмӑрлӑ хресченсемпе пӗрлешерех чӑваш улпучӗсем, тӗрлӗ ҫӗр хуҫисем те кӗрешнӗ, анчах тӳрех паллӑ – вӗсем халӑх ирӗкӗшӗн мар, хӑйсене тӑван халӑха хӑйсем ҫеҫ туласа пурӑнма иӗк пултӑр тесе кӗрешнӗ. Унтан ҫак саманара чӑваш улпутсен сийӗ те, хресчен те чӑваш йӑхӗ ют халӑх пусмӑрӗ айӗнче ан пултӑр тесе, чӑваш халӑхӗ хӑй ирӗкӗпе пурӑнмалла пултӑр тесе кӗрешнӗ тата ҫак саманара чӑвашсем Пӑлхари саманине асӑнса, ирӗклӗ чӑваш патшалӑхӗ ҫинчен те сӗмленсе кӗрешнӗ пулас».

Мӗтри Юман. Ирӗклӗх ҫулӗ.

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2019.01.09 20:02
Аçтахар Плотников
Туссем-юлташсем. Комментари хуратаканни эпӗ. Никама та комментари ҫырма чармастӑп — чи кирли Комментари ҫырмалли йӗркене пӑхӑнни кӑна кирлӗ. Никама та кӳрентермесӗр тавлашма май пур-ҫке!
Agabazar // 3185.27.6536
2019.01.09 21:36
Agabazar
Dfcbkbq // 4925-0666
2019-01-09 17:10
Ан пăсарса лар, евгений ....чăвашла-и?
"Пахом кунта мар. Пахом вăл — инçе, / Кунти ĕçсене тăвать-тĕр Чакка" ©Çемен Элкер.
2019.01.10 08:18
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Ĕнер Астахар Плотников виçĕ çын çырнисене (агабазара асăннисене) веçех хуратса тăкрĕ.., телефонпа Астахарпа калаçнă хыççăн.., паян электронкăпа ăна лингвистика тĕпчевĕ (официаллă, пичетлĕ хут) - чмошник (агабазара асăннă) сăмаха, ярса патăм... Вăл - чмошник, ни вырăс, ни чăваш чĕлхинче кÿрентерÿ шутланмаç, тĕмиçе экспертиза тата судсем çавăн пек йăшăну тытнă.., çитменнине тата, агабазар хушаматсăр, виртуаллă аноним-тролль кăна... Ку çырăва та хуратичен, каласа хăварасшăн.., тепре ман пата "агабазар-жендозо-евгений лебедев" сĕкĕнсен /пĕрремĕш ун патне çырмас, йĕрĕнтереть/, канаша çитсе чĕлхине кĕскетеп...
Dfcbkbq // 1981.15.3344
2019.01.10 10:57
Тĕрĕс,çырнă,Юрий -Акапасар алхассах кайнă кунта, миçе ырă этеме ку сайтран пистернĕ- кам пĕлет, комментари çыракансем 3-4 ăн анчах юлнă, кун пек япала малалла тăсăлсан,санăн сайт сÿнме пултарать Аçтахар
2019.01.10 12:19
Аçтахар Плотников
Тăванăмсем. Чăваш халăх сайтĕнчен эп никама та хăваламан, хăваламастăп та. Акапасара та, сире те.
Кашкӑртан хӑрасан вӑрмана та каяймӑн теççĕ чăвашсем, Волков бояться в лес не ходить — теççĕ вырăссем. Улăштарса каласан — Акапасартан хăрасан Чăваш халăх сайтне кĕреймĕн. :) Паллах, Акапасарăн та кашкăрланма кирлĕ мар.
Agabazar // 4084.11.4722
2019.01.10 12:50
Agabazar
Киремет Сыхчи, мана сан чăн яту ним тума та кирлĕ мар.

Хуть Туринге те, хуть Иванов те, хуть Трамп те — ку ниме те пĕлтермест.
КИРЕМЕТ СЫХЧИ // 2769.80.4184
2019.01.10 15:24
...Аҫтахар.., кашкӑрӑн чĕрнине те тӑмаҫ вӑл "автан".., хӑшпĕр, инҫе мар тĕлте ун пеккисене "антарнӑ" теҫҫĕ.., ҫавӑнпа пурте йĕрĕнеҫҫĕ.., ҫыхланмаҫҫĕ.., ал та памаҫҫĕ...
Микула // 9259.3.8429
2019.01.11 16:10
Хăвара сайтра юратни сахал. Чăваш халăхĕн сайтне юратмалла. (паянхи ваттисен сăмахĕ)
Agabazar // 1501.08.5357
2019.01.11 19:38
Agabazar
Чи кирли — Путина юратас пулать.
Ой, ой, ой // 3365.2.4938
2019.01.12 20:13
Мĕн пулнă ку Агабазара? "Путина юратас пулать". - тет.

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем