Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Кадыров чӑн сӑмах калать?

Аçтахар Плотников14.12.2018 11:449037 хут пӑхнӑ

Нумай пумасть тӗрлӗ МИХсем Кадыровӑн сӑмаххисене сара пуҫларӗҫ.

«Если бы по (федеральной целевой) программе нам необходимые средства выделили — мы сделали бы больше. И еще больше, если бы нам не мешали»

--

чӑвашла: «Енчен те федераллӑ программӑпа пире укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ пулсан эпир ытларах тунӑ пулӑттӑмӑр. Тата ытларах — енчен те чӑрмантарман пулсан»

— тенӗ хайхи Чечен Республикин Кӑлави Рамзан Кадыров.

Мускаври тата ытти федераллӑ хаҫатсемпе сайтсем, паллах, ку сӑмахсене йӗкӗлтесе илес тӗлӗшпе сара пуҫларӗҫ — вӗсен шухӑшӗпе кӑнтӑрти республикӑна укҫи-тенки сахал мар каять, лешсене вара ҫавах ҫителӗксӗр. Теприсем вара, уйрӑмах республикӑрисенчисем, Рамзан Ахматович ирӗклӗх сахалли пирки сӑмах хушнине асӑрхарӗҫ, хыпара ҫавӑн тавра йӗркелерӗҫ. Эпир те вӑл шухӑш тавра ташлакаласа пӑхӑпӑр.

Чӑн та, республикӑсене ирӗклӗх ҫитмест. Паянхи кун хӑть республикӑсене ил, хӑть облаҫсемпе крайсене — пурте тенӗ пекех Мускав ҫӑварӗнчен пӑхаҫҫӗ, вӗсем мӗн каласса кӗтеҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — федераллӑ центр пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗрен регионсен хӑйсен ӗҫӗпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть. Мӗн тавӑн? Улатимӗр Путин йӗркеленӗ влаҫ вертикалӗ ӗҫлет мар-и?

Анчах Кадырова та ӳпкелемесӗр хӑварас килмест. Ара ҫав ҫын марччӗ-и-ха, республикӑсене президентсенчен хӑтӑлтараканни? Шӑп вӑл пуҫарнипе вӗт-ха пирӗн Раҫҫей Федерацинче икӗ президент кӑна юлчӗ — пӗри Раҫҫейӗн, тепри — Тутарстанӑн (тӗрлӗ пӗрлӗхсен президенчӗсене шута илмӗпӗр). Ҫавнашкал утӑм ирӗклӗхе хӗсесси пирки шухӑшламан-ши вӑл ун чухне? Е ҫав тери Путинӑн шанчӑклӑ салтакӗ пулас килнӗ?

Кун пирки ваттисен сӑмахӗ пур — мӗн акатӑн ҫав шӑтать. Апла-тӑк Рамзан Кадыровӑн ӳпкелешме халь нимӗнле сӑлтав та пулма пултараймасть. Хӑй йӗркелеме хутшӑннӑ йӗркепех шӑппӑн ҫеҫ ӗҫлемелле. Ирӗклӗх ыйтиччен вара президентсене пӗтерме хутшӑннӑ ӗҫ пирки пуҫа тытмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вулакан // 7406.4.9845
2018.12.15 19:56
Кадыров синчен интернетра вулар: Яшин Илья. Угроза национальной безопасности. Независимый экспертный доклад. Москва.2016.
Agabazar // 2605.48.4451
2018.12.15 20:43
Agabazar
1941-45-мĕш çулсенчи вăрçă пĕтнĕренпе миçе çул? 70 çул ытла вĕт! Çавăн чухлĕ çул иртнĕ пулсан та, çулсерен куççуль юхтарма пăрахман-ха эпир çав вăрçă тĕлĕшпе.

Чечняра вара вăрçă (урăх вăрçă ĕнтĕ) йĕркеллĕн вĕçленсе те пĕтмен пек туйăнать. Кашни килтенех — вăрçăра вилнĕ çынсем пур. Хашĕн ашшĕ вилнĕ, теприн пиччĕшĕ, теприн шăллĕ, аппăшĕ, амăшĕ, ачи-пăчи,.....Çакнашкал çĕклемпе пурăнма мĕн тери йывăррине ăнланма пултаратăр-и эсир, шереметсем? Э?
Вулакан // 2203.41.6588
2018.12.16 15:50
Сак сын РФ тата чике леш енче одиозная личность шутланать. Унан портрет лартса
тулевле реклама (PR)-и?
Вулакан // 2203.41.6588
2018.12.16 16:13
Кам Анна Политкоаскаяна тата Борис Немцова персе велерме хушу пана? Кама ку кирличче? Весем Кадырована сивеч критиклерес...
Меньшен полит. реклама?
Вулакан // 2203.41.6588
2018.12.16 16:33
Сак сын Михаил Касьянова - Рф правительствин пуслах пулна, Парнас партии пуслах портретне прицел рамкине интернетра лартна. Юнавласа. Ун хыссан интернетра Кадырова отставкана яма нумай
сын ала пусна.
Agabazar // 2442.53.1843
2018.12.16 19:41
Agabazar
Вулакан юлташ, эсĕр пит лайăх ăнкарса çырмастăр пек туйăнать.

Эсĕр пĕр япалана манатăр: Чечняра чĕрĕк ĕмĕр хушши çав тери хăватлă вăрçă пулнă. Тахçан авал мар, хальтерех çеç.

Çак япалана манни никама та чыс кÿме пултараймасть.
Вулакан // 1265.32.2537
2018.12.17 10:10
Варса синчен пелетпер. Манман.
Вулакан8 // 1265.32.2537
2018.12.17 10:15
Анатолий Кипеч сак тискер варса синчен юра та сырначче: "Чечняри чаваш каччи".
Вулакан // 3693.37.9695
2018.12.17 14:57
Чаваш варса хирес юра. (Чувашская антивоенная песня)
2018.12.18 14:04
Акапасар, вăрçине вара кам хускатнă?
Идёт война несуществующих врагов,
Горят в церквях по убиенным свечи.
Молитесь и быть можеет дураков,
В стране безродной станет чуть поменьше.
Ку юрă йĕркисем çав вăрçă çинчен. Тата танлаштарсан, 1918-1921 çулхи граждан вăрçипе, çав йышшиех паттăрсем. Анчах та Воронеж хулинче çуралса ÿснĕ Дудаев хушаматлă лётчике герой звание памаççĕ. Юрататпăр пуш сăмах çаптарма: пур-и, çук-и, сасă кăна пултăр

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем