Agabazar // 2726.81.7010
2018.12.02 21:43 | |
Мĕн эпитафийĕ? Халлĕхе хăçан çуралнипе хăçан вилнине те чăвашла çыраймастпăр! | |
Арлан // 1340.74.3725
2018.12.04 16:04 | |
Митта, Метин, Димитриев,Никитин тата ытти паллă çынсен палăкĕсем çинче чăвашла сăвăсем çырнă. Шутсăр аван. Бичуринăн китайла. Ухсайăн тата ытти поэтсен вырăсла.Пире амупăтилле çырĕçĕ... | |
Agabazar // 3820.46.5012
2018.12.05 18:50 | |
Кунта Бичурина асăнмасан та юратчĕ пулĕ. Унăн палăкне лартнă çынсем чăвашсем мар.
И.Я.Яковлев вилтăприйĕ çинчи палăкра — вырăсла сăмахсем. Яков Ухсай пирки калас пулсан, палăк Кĕслету çинче. Анчах та вилтаприйĕ унăн чăннипе унта мар. Айлăмра. Çÿлте мар, аялта. Хама тивекенни тĕлĕшпе те каласа хăвармалла. Атте вилсен хампа пĕртăванисене (йăмăксене, шăллăмсене) шаккаса каласа хăвартăм, палăк çине чăвашла çыртарăр тесе. Анчах та лешсем мана темшĕн итлемерĕç. Вырăсла çырав хатĕрленĕ. | |
Лапрашки // 1273.25.2295
2018.12.07 19:53 | |
Ҫеҫпӗлӗн Остерти памятникӗ ҫинчи пек ҫырмалла та (унӑн
виҫ чӗлхепе), кашни саспаллишӗн тӳлемелле- ҫке. Ҫав укҫине тупма пулӗччӗ, тӑн ҫитменни пӗтерет чӑваша = пуяннисене уйрӑмах! | |
Agabazar // 2910.38.0385
2018.12.08 00:01 | |
Мĕншĕн "виç чĕлхепе"? Çыр пĕр чĕлхепе — чăвашла! Кам сана чарма пултарать апла тума?
Ма хăран? | |
Шаклиш // 3633.32.6351
2018.12.14 10:52 | |
Малашне - крематори. Хăрамалли çук.Чĕлхесем кирлĕ мар. | |
Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.14 16:50 | |
Кирлĕ-и, кирлĕ мар-и, анчах çыруллă палăксем лартас йăла пур. Чĕрĕ çынсем çавна пырса вулаççĕ. | |
Шаклиш // 3633.32.6351
2018.12.14 19:34 | |
Шупашкарта чăваш паттăрĕсен аллеи те çук. Мĕн палăкĕсен йăли çинчен тата чĕрĕлле вуласси пирки каламалла? Кĕтерне патша майрана, Хаяр Ивана, Варнава пупа чăвашла çырсан кăна! | |
Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.15 02:00 | |
Богдан Хмельницкий урамĕнчи масара кĕрсе тухман-им? Урамĕпе иртсе пынă чухнех курма пулать вĕт. Унта юлашки хут пулни чылай пулать.
Чăвашла çырнисем унта та пит курăнсах каймаççĕ. Пурте тенĕ пекех вырăсла та вырăсла. | |
Вылпасар // 2360.93.3978
2018.12.15 16:10 | |
Пăтраннă çынсене тăна кĕртесшĕн эсĕ, Акапасар. Вилсен ăс кĕрес çук. |