Иванов Виктор Павлович // 3539.03.6211
2018.10.16 18:38 | |
Вот так и получается, палки друг другу в колеса ставит мы мастера! Я два года бегал в Салавате, чтобы открыть чувашскую воскресную школу, знал распорядок дня всех столоначальников города, извел гору бумаги, но собраннный пакет документов исчезал в недрах администрации. Виновата система, наше отношение, у нас до сих пор нет единства в рядах. Создали кучу организаций ( Общество чувашской культуры, ЧНКА, ассоциация чуваш самозванный Канаш чувашей во главе с Мурманской. Кто -нибудь из них радеет за чувашскую культуру? НЕ ДОЖДЕТЕСЬ! Все эти тарханы кучкуются в Уфе, ближе к кормушке. Значит надо создавать действительно народное и болеющее за наш народ объединение чувашей, а всех остальных просто послать на... | |
Agabazar // 4272.78.7367
2018.10.16 21:56 | |
Ку çын пĕрне-пĕри чăрмантармалла мар тет, кустăрма ăшне патак хурса чармалла мар тет.
Çав вăхăтрах чăваш ушкăнĕсене пурне те кăклама чĕнсе калать. Кунашкал япалана шизофрени тетчĕç пулмалла. (Николай Максимовăн "Сон шизофореника" роман пур). | |
Аскольд Де Герсо // 3004.82.4141
2018.10.16 22:09 | |
Акапасар, вăл тĕрĕсне çырать, пурте укçа-тенкĕ патне çывхарас теççĕ. Культура вара чăвашсен çеç мар, вырăссен те тĕпсакайĕнчен те аяларах анса ларчĕ. | |
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.10.24 04:14 | |
Аван-и, сывă-и хисеплĕ "харкашуçăсем"? Игнатьевăн куççуль витĕр çырнă статьине те пăрахăçа кăларса утрăр ĕнтĕ...
Мĕншĕн -ши кухатер пĕр-пĕрне юратмастăр-ши, тăвансем?! Суук -Чишми пирки манăн та тахçанах "пиçсе çитнĕ" шухăшăм пур. Çавăнпа, эпĕ те çакна каласшăн: çÿлерех асăннă ялта кунашкал Центр уçма хăтланни - тĕрĕс мар теесшĕн эпĕ. Мĕншĕн тесен, капла тăвасах пулсан, чăвашсен хĕнпе тĕвĕленсе - аталанса пыракан чăвашлăх туйăмĕ сÿрĕлет пек, Слакпуçĕнчен , Константин Ивановран -классикăмăртан самаях вăйлăн "çăлса уйăрас" текенсем чами çÿк "тăрăшнипе"... Игнатьев юлташ та çавсен хушшинчи палăрчĕ. Чăваш гимназийĕ пирки, чăваш чĕлхи пирки çырнă сăмахĕсем - кирлĕ сăмахсем. Уншăн тава тивĕçлĕ чăваш вăл. Юлашкинчен: васкар мар-ха Суук Чишмасем "уçма". Уçăлнă çăлкуçсене питĕрес марччĕ пирĕн. Упрасчĕ вĕсене | |
Agabazar // 4190.12.9086
2018.10.27 17:13 | |
Чăвашăн "ытлашши" Центр çук.
Чăвашăн "ытлашши" Центр çук. Суук-Чишмара (Ахăртнех Сивĕ Çăлкуç темелле) Центр пурри Слакпуçĕнче çавнашкал Центр уçмалла мар тенине пĕлтермест. Тыт та уç Слапуçĕнче Чăваш Центрĕ! Тыт та уç Слапуçĕнче Чăваш Центрĕ! Тыт та уç Слапуçĕнче Чăваш Центрĕ! Тыт та уç Слапуçĕнче Чăваш Центрĕ! | |
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.02 02:54 | |
Хисеплĕ Акапасар юлташ, пур çын калаçнине те ним вырăнне хумасăр "персе" хуран вĕт ĕнтĕ эсĕ. Пурне те "шăна вырăнне хурса" хăвалан. Римский Корсаков çырнă "Золотй Петушок" операшăн ăна, авторне, консерваторинчен те тухса кайма тÿркилнĕ хăй вăхăтĕнче. Патши те мĕнле "тÿстĕр" çав автанĕ кăшкăрашнине: "Ку-ка-ре-ку! Царствуй лЁжа на боку" - тенине?!
Кунсăр пуçне, тепĕр персонажĕ вара шăп та шап сана ăшанă пек туйăнать: вăл "Полкан - воевода", пур калаçура та йыт пек "вĕрсе" калаçнăран çав ята тивĕçнĕрен ĕнтĕ, либретинчи ăнлантарăвенчен илсен. Ытлашши ан "вĕр"-ха, "воевода" пек туйса хăвна. Хуравна пар. Вĕрмесĕр. | |
Agabazar // 7958.1.7198
2018.11.02 18:34 | |
А эс, Ырă Çын, пире ăнлантарса пар, мĕн пур кунта шутсăр кăткăсси?
Мĕншĕн Кармаскала районĕнчи Сивĕ Шыв ялне шутсăр юратмастăр? Унти чăвашсем сирĕн умра хăш енĕпе айăпа кĕнĕ? Ма-ке эсир унти чăваш Центрне пĕтерсе хурасшăн? Сивĕ Шыв ялĕнчи чăваш Центрне пĕтерсе хуни чăвашсемшĕн хăш енчен усăллă? Вăт эпĕ çак япалана ниепле те ăнланса илейместĕп! Çапса пăрахсан та! Тăн çитмест манăн ниепле те çав япалана тавçăрса илме. Пулăш! | |
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.04 01:50 | |
Тав сана хуравушăн. Тĕплĕн çеç шухăшланă хыççăн çырас тенĕччĕ те, анчах халех калăп ентĕ. Сивĕ Çăла питĕрес шухăш çукчĕ манăн. Çÿлерех каланă йĕркесенче Слакпуçне çÿле хурса
калас тенĕччĕ. Мĕншĕнни - паллă, ытлашши сăмахсăрах. Сивĕ Çăл мĕнпе палăрнă ял вăл чăвашсемшĕн? Астăвасса, пысăк пĕлтерĕшлĕ ятсем аса килмеççĕ. Тепринчен, "утияла пуç çинчен ура вĕçне туртни" анчах. Уфаран начальствосем хăвăртрах пырса çиттĕрччĕ тесе çăпла пулса кайрĕ çак ыйту Шушпанов(ыр вырăнта вырттăр çак чăваш) ОЧК председателĕ чухне. Ытти СУК ЧИШМА енчи чăвашсем те "тăрăшнипе". Вăхăтĕнче тавçăрса илеймеçĕр юлтăмăр малаллине. ....халь вара,шута илер миçе тенкĕ сая кайнине! Усăсăрах...Николай Васильевич та Дон Кихота çаврăнчĕ. Эккей темелли кăна юлчĕ. Шел! | |
Agabazar // 3687.45.4366
2018.11.10 23:12 | |
Çав Суук-Чишма пирки çырнă статьяна (чăвашла Википеди) лайăхлатаймăр-ши? — https://cv.wikipedia.org/wiki/Суук-Чишма
Слакпуç пирки çырнă статья хальхи вăхăтра йĕркеллех. Унта, вăл страницăна, пырса пăхма та намăс мар. — https://cv.wikipedia.org/wiki/Слакпуç | |
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.15 03:06 | |
Ку Суук Чишма пирки çав Николай Васильевичах систерни авнтарах мар-ши тесе каласшăн эпĕ. "Вĕрекен шывра вĕренĕ пекех"- тĕр ĕнтĕ унăн чунĕ çак ыйту-проблемара. Аçтан тупать-ши тÿсĕмлĕхне пĕр вĕçĕмсĕр астутарса тăмашкăн халăх йышне те, яваплă çынсене те?!
Викпединчи ыйтусене тĕплĕн уçса пама вăл пултармалла пек. Ырлах сунатăп. |