Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӗлхе каяш мар, вӑл пуянлӑх

Аçтахар Плотников24.07.2018 12:156902 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле.

Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла. Паянхи пурнӑҫра кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине тракторист профессийӗнче мар, аслӑ пӗлӳллӗ курасшӑн. Ҫакна пурнӑҫа кӗртес тесе вара хӑйсен вӑхӑтне те пурнӑҫне те шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗллевӗ аслӑ пӗлӳ пулсан, ачана тӳрех вырӑсла ӳстерсен ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пек туйӑнать вӗсемшӗн. Шел те, 1970-90-мӗш ҫулсемччен чӑвашла вӗреннӗскерсемех ним йывӑрлӑхсӑр пысӑк вырӑна, чапа тухма пултарни «лайӑх пурнӑҫалла тӗмсӗлекен чӑвашшӑн» хӑйсен тӑван чӗлхине сыхласа хӑварса аталантарма сӑлтавламасть ҫав...

Вӗренсе тухса ҫын пулнӑ хыҫҫӑн та чӑваш чӗлхи кирлӗлӗхӗ вӗсене ытлах курӑнмасть. Мӗн теҫҫӗ-ха вӗсем? Чӑваш чӗлхи имӗш Канаша ҫитиччен кӑна кирлӗ. Инҫе каяс пулсан вара унта йӑлт вырӑс чӗлхи хуҫаланать. Питӗ инҫе каяс шухӑшлисем валли — акӑлчан чӗлхи. Канаш тетпӗр-ха та, анчах Канаша ҫитиччен те вӗт-ха паян чӑваш чӗлхи валли вырӑн юлмарӗ. Саккун тӑрӑх хутсене республикӑра чӑвашла ҫырма май пур пулин те кун пирки сайра хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Документацие чӑвашла тытса пыракан Чӑвашра пур-ши, ҫук-ши? Кӑтартмӑшсене те пулин чӑвашла ҫыртарас тесе халтан каятӑн та, ӑҫта унта хутсене чӑвашла хатӗрлесе пыртарасси?

Компьютерӗ, смартфонӗ, телевизорӗ — нихӑш ҫак япала та паянхи кун чӑвашла пӗлмест. Ҫук, чӑваш чӗлхине вӗрентме пулать-ха, анчах ятарласа тунипе кӑна. Лаввкаран илсе килнинче чӑваш чӗлхи ҫук. Чӑваш чӗлхи сарӑмне хӑвӑн лартмалла. Ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑнма хӑнӑхнисене вара кунашкал хушма ӗҫ ним тума та кирлӗ мар — вырӑсли пуртан вӗсем вӑл чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ. Шел те, пирӗн республика влаҫӗ ҫак ыйту ҫине пач та пӑхмасть, асӑрхамасть те ӑна.

Пӗтӗмлетсе каласан чӑваш чӗлхипе практикӑллӑ усӑ курма паянхи пурнӑҫра питӗ хӗн. Ку енӗпе нимӗнле йывӑрлӑх та пулман пулсанах чӑваш чӗлхин хӑрушлӑхӗ ҫав териех ҫивӗч тӑмӗччӗ ӗнтӗ. Кирлине туйса халӑх хӑйех хӑйӗн ачине вӗрентӗччӗ, ыттисем те пӗлме тӑрӑшӗччӗҫ. Тӗслӗх пек инҫе кайма та кирлӗ мар. Хуралта ӗҫлекен Юра Яковлев шухӑшлавҫӑ мана нумай пулмасть пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ. Иккен ҫурт хӑпартнӑ вырӑнта ӗҫлекен пӗр вырӑс прорабӗ чӑвашла вӗреннӗ. Икӗ уйӑх хушшинчех вӗрентӗм тесе калать тет. Чӑваш чӗлхи ӑна мӗн тума кирлӗ пулнӑ тетӗр-и? Кут хыҫӗнче чӑвашсем мӗн калаҫнине пӗлес килнипе вӗреннӗ вӑл.

Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхӗ пирки калаҫнӑ май бизнеса та айккинче хӑвармалла мар. Унта вара ҫӑмӑллӑхсем ялан шыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗр чӗлхе пулсан бизнесшӑн самай ҫӑмӑлрах текен шухӑш унта анлӑ сарӑлнӑ. Калӑпӑр, енчен те тӗрлӗ хута икӗ чӗлхепе е пӗр чӗлхепе ҫырмалла пулсан, паллах, бизнес иккӗмӗшне суйласа илет. Анчах бизнес хӑй те саккунсене пӑхӑнса тӑрать. Ак, «Акконд», канихвет хучӗсем ҫине ним йывӑрлӑхсӑр (ҫӑмӑлах мар пулӗ-ха та, анчах эпир, ахаль ҫынсем вӗсене курмастпӑр) казахла ҫырма май тупать. Чӑвашра кӑларать пулин те, чӑваш чӗлхипе ҫырса хума нимӗнле те май ҫитереймест. Мӗншӗн? Казахла ҫырмасӑр вӑл хӑйӗн таварне инҫетри Казахстанра сутаймасть. Саккунӗ унашкалли пур. Чӑвашла ҫырма вара нимӗнле саккун та хистемест…

Кирлӗ мар та кирлӗ мар теҫҫӗ-ха та, анчах ҫав таранах пирӗн чӗлхе каяш вырӑнӗнче-ши? Ман шутпа ҫук. Йӗркеллӗ ҫын (ӑсӗ пур пулсан) нимӗнле япалана та кирлӗ мар тесе кӑларса ывӑтмасть. Чӑваш калать — пурӑна пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлӗ пулӗ тет. Ӑслӑ каланӑ. Шел те паянхи чӑвашсем аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ пулин те ӑсӗ ӗлӗкхи чӑвашсен таран ҫитмест. Хӑйсен тӑван чӗлхине кирлӗ мар тесе пӗр шелсӗр кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Ку енчен эпир, хальхи чӑвашсем, малтанхиллех «тӗттӗм», «ҫутлӑха тухман».

Паллах, пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи — нимӗнле те каяш мар. Каяш мар вӑл, пуянлӑх. Каяш тенӗрен... Ӑслӑ ҫын каяшран та усӑ курма пултарать. Ак пирӗн ял ҫумӗнче «Юрма» агрохолдинг пур (маларах «Лапсарская» тата «Дружба» чӑх-чӗп хапрӑкӗсемччӗ). Вӗсен каяшӗ юнашар ялсене пи-и-итӗ йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Кӑнтӑртан ҫил вӗрнӗ чухне унти шӑршӑ Шупашкара та ҫитет, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем ҫав каяшран тахҫанах укҫа тума вӗренсе ҫитнӗ. Паха удобрени тӑваҫҫӗ, ӑна сутса укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. «Юрмӑн» ҫав каяша бетонланӑ лаптӑка пухас вырӑнне тахҫанах савут туса лартмалла ӗнтӗ. Вара шӑрши те пӗтӗччӗ, укҫи-тенки те пулӗччӗ (ку статьяна маларах ҫырма пуҫласаччӗ — паянхи куна илес пулсан «Юрма» ку тӗлӗшпе ӗҫлет теҫҫӗ, каяшран удобрени кӑларма хатӗрленеҫҫӗ имӗш).

Чӑваш чӗлхи пирки калас пулсан, ӑна пӗтерес вырӑнне пирӗн унпа укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме вӗренмелле. Чӗлхене каяш пек мар, пуянлӑх пек курма пӗлсе ҫитес пулать. Ахаль ҫынсен те, бизнесрисен те, патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансен те. Укҫа туса илмелли майсем вара туллиех. Пуҫпа шутлама кӑна пӗлмелле. Калӑпӑр, чӑвашла илемлӗ хайлавсем ҫырса кӗнекесем кӑларма пулать. Кӗнеке сутсан вара укҫа тухать. Мӗн? Тӳрех хирӗҫ каламалли пур-им? Вырӑсла, акӑлчанла, китайла та корейла та кӗнекесем сутӑнаҫҫӗ пулсан пирӗн чӗлхеллӗ кӗнекесем сутӑнмӗҫ тени пуш сӑмах кӑна. Шел те, паянхи пирӗн ҫыравҫӑсем интереслӗ кӗнеке ҫырма вӗренсе ҫитереймерӗҫ. Ӗлӗкхилле ҫырнисене вара, чӑн та, кам вулатӑр? Паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен хайлавсем кирлӗ. Тӗпчес пулать, сӑнас пулать. Тишкернӗ хыҫҫӑн семинар пухса калаҫса илес пулать. Тепӗр май каласан, чӑвашла кӗнеке вуламаҫҫӗ тенӗ чухне чӗлхи мар айӑплӑ — тивӗҫлӗ ҫыракансем ҫукки. Вӗсене ӳстерес пулать. Сӑмах май, чӗлхепе усӑ курса укҫа тумалли — ак сире тепӗр вырӑн. Кунта ӗнтӗ, шкул та, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗсем те (ытти халӑхсем тӳлевлӗ курс йӗркелесе ҫырма вӗрентеҫҫӗ пулсан пирӗн ма вӑл ӗҫлемелле мар?) ӗҫ вырӑнӗсем тума пултараҫҫӗ. Анчах пирӗн патшалӑх, Мускава куҫран пӑхма хӑнӑхнӑскер, шкулти ӗҫ вырӑнӗсене те ним шелсӗр пӗтерме ҫеҫ хастар.

Маларах бизнес пирки сӑмах хускатрӑмӑр, унта пирӗн тӑван чӗлхе тӗрлӗ сӑлтавсене пула хӑйӗн вырӑнне тупаймасть терӗмӗр. Анчах кунта та хирӗҫлеме сӑмах пур. Тӗрӗссипе бизнесра чӑваш чӗлхи валли вырӑн купипех. Никам йышӑнман ниша темелле ӑна. Пуҫа хыҫкаласа илме кӑна пӗлмелле. Чӑвашла укҫа конверчӗсем, открыткӑсем, пурнӑҫра кирлӗ ытти таварсем — кӑлар та кӑлар. Калӑпӑр, брусчатка кӑларса пӑх-ха — конкурентсем сан мӑй таран пулӗҫ. Чӑвашла япала кӑларнӑ чухне вара — никам та ҫуккипе пӗрех. Туянмаҫҫӗ тетӗр-и? Тӗпчес-сӑнас пулать те — халӑха кирлине тупма пулатех. Малтанлӑха, паллах, укҫи-тенкине ывҫи-ывҫипех пуҫтараймӑн, анчах чӑн-чан бизнес ҫыннишӗн темӗнле тупӑш та (пӗчӗк пулин те!) тупӑшах вӑл.

Майӗсене малалла темӗн чухлӗ тӑсса кайма пулать. Пӗтӗмлетсе каласан, хамӑрӑн та, патшалӑхӑн та чӗлхе ҫине «каяш» пек пӑхма пӑрахас пулать. Чӗлхепе ӗҫлеме хӑнӑхмалла, унпа усӑ курма.

 

2018,07,24–08,03.

 

Комментари:

Михаил ВолковСун // 8431.2.5348
2018-08-04 00:14
лТӑван чӗлхе - ача ӑстӑнӗн никӗсӗ. Унӑн пуҫ миминчех чӗлхеллӗ пулас,ӑна йышӑнас прогамма (пултару) пур.Вартахвӑл
илтет, тухсанах кӑшкӑрса яма пултарать. Йывӑр ҫын лӑпкӑ, вӗчӗрхенӳсӗр, шӑв-шавсӑр пурӑнсан ачан нерв системи ҫирӗпрех пулать теҫҫӗ. Варти ача ҫепӗҫ калаҫу, хитре юрӑ-кӗвӗ
илттӗр. Анне чӗлхи шкулӗ ҫапла пуҫлантӑр. Пепкен сӑпка тапхӑрӗ пирки тепрехинче, су пулсан.
Тимĕр Акташ // 3199.70.7123
2018-08-04 01:13
Астахарпа килешмеллех. "Акконд" кондитерла фабрикин канфетсемпе печеньепе, вафлисене теркемеллисене чаваш ятсене темшен пичетлемест. Валерий Иванов фабрикин директоре те, элле, чаваш сынни? (Халлехе вал "Акконд-молоко" фабрикин директоре тессе.(?) Сак сет-тапарча каларакан фабрики Тавай районенче вырнасна. Тавай районе - чаваш районе мар-и? Тата урах сет фабрики - Етернери. Вал "турах" чавашла пер япала кана калармасть-и? Етерне - чаваш район мар-и? Весен фирмалла ятсем: "Наша корова", "От красули", тата ытти вырасла ятсене теркемеллисенче пичетлессе. Чаваш ятсене памаллачче!
Agabazar // 3177.66.7564
2018-08-04 09:53
Agabazar
Мĕн, ку чăх-чĕп хапрăкĕ, халь кăна шăрш кăларма пуçланă-шим? Унччен, "Лапсарская" тата "Дружба" чухне, шăрш кăларман-им?

Мĕн, ку чăх-чĕп хапрăкĕ, халь кăна шăрш кăларма пуçланă-шим? Унччен, "Лапсарская" тата "Дружба" чухне, шăрш кăларман-им?
2018-08-04 18:04
Аçтахар Плотников
«Мĕн, ку чăх-чĕп хапрăкĕ, халь кăна шăрш кăларма пуçланă-шим? Унччен, "Лапсарская" тата "Дружба" чухне, шăрш кăларман-им?»
1) малтан ун чухлӗ чӑх пулман (калӑпӑр халь вӗсен унта 6 резервуар. Вӗсем калама ҫук хӑвӑрт тулаҫҫӗ. Малтанхипе танлаштарас пулсан, ун чухне пӗрре кӑначчӗ, пӗр 10 хут хӑвӑртрах. Малтанхи икӗ-виҫӗ ҫулта тулатчӗ пулсан халь кӑсем улттӑшӗ — ҫулталӑк хушшинче);
2) бройлерсем питӗ шӑршлӑ теҫҫӗ, ахаль чӑх пулсан ун пек шӑршӑ пулмӗччӗ...
3) чӑхсене хӑвӑрт ӳстерес тесе тем те параҫҫӗ вӗсем, ҫавӑнпах пуль шӑрши ҫав тери тӳсӗмсӗр...
2018-08-05 07:43
Чăвашла мар, чылай фирма хăйсен ячĕсене те акăлчан чĕлхипе çыраççĕ, ара, çĕнĕлле пулса тухать-çке. Авалхи саманара "Братья Красницкие" е "Малыгин со товарищи", "Дулево" тĕнчипе янăраса тăнă, вырăс халăхĕ вăтанман. Паян вара америка е япун усламçисем умĕнче вăтанса кĕлмĕçле çÿреççĕ пирĕн усламçă текенсем, тĕрĕспе халăх ĕнси çинче пуйнă хурахсем.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org