2. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан калавсен маларах ытти ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулмалла мар тата ниҫта та пичетленменнисем пулмалла.
3. Калав теми – ирӗклӗ.
4. Ӑмӑртӑва пӗр авторӑн икӗ хайлавран ытла тӑратма юрамасть. Калав 1.000 (пӗр пин) сӑмахран пӗчӗкрех тата 10.000 (вунӑ пин) сӑмахран пысӑкрах пулмалла мар.
5. Калавсене ӑмӑртӑва ятарлӑ хушма ятпа (е шифрпа) ҫеҫ палӑртса тӑратмалла. Авторӗ камне маларах пӗлме пулӑшакан хуть те мӗнле паллӑ тупӑнсанах, калава ӑмӑртуран сиреҫҫӗ.
6. Ҫыравҫӑн хӑйӗн паспорчӗн (е харкамлӑха палӑртакан ытти ӗҫлӗ хутӑн) ӗмӗлкине, тулли адреслӑ тата ҫыханмалли телефон номӗрӗллӗ хута, биографине тата хӑйӗн пӗр сӑн ӳкерчӗкне пӗчӗк кипкене хурса, ӑна калавсемпе пӗрле пысӑк кипкене чиксе ярса памалла.
7. Калава компьютерпа 12-мӗш шрифтпа пичетлесе 6 экземпляр ярса памалла, ҫумӗнче флешкӑ ҫине Word форматпа ҫыртарнӑ электронлӑ вариант хурса ямалла.
Калава ҫавӑн пекех ҫӳлерех кӑтартнӑ e-mail-па та ярса пама юрать, ун пек чухне авторӑн ӗҫлӗ хутсене пӗрех почтӑпа ярса памалла.
8. Калавсене авторне тавӑрса памаҫҫӗ тата вӑл автор хакӗ (прави) пирки ыйту хускатаймасть.
2018 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗ - ӑмӑртӑвӑн тӗнче шайӗнчи тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслав. Чыслав Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара пулать.
Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттерме тӳре ушкӑнӗ туса хунӑ:
1. Илле – ҫыравҫӑ, калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 3-мӗш тата 4-мӗш ӑмӑртӑвӗсен чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи, 3-мӗш ӑмӑртӑвӑн тӗнче тапхӑрӗнче хавхалантару парнине тивӗҫнӗскер, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (тӳре ушкӑнӗн ертӳҫи).
2. Николай Осипов – И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин вӗрентекенӗ, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор.
3. Ирина Кириллова – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑхӑн ертсе пыракан ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
4. Вера Никифорова - Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑхӑн аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑхӗсен кандидачӗ.
Тӳре ушкӑнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, анчах парнесене тивӗҫмен ҫыравҫӑсен ятне халӑха уҫҫӑн хыпарлассине пӑрахӑҫлать, вӗсен хайлавӗсене пичетлес ыйту сиксе тухсан, ыйтӑва енсем ҫураҫса татса параҫҫӗ.
Вырăнти тÿре- филологсен хакламалли критерине тĕплĕнрех пĕлесчĕ. Хутте мĕн çинчен тени тĕрĕсех мар пулĕ ? Чăвашăн уйрăмлăхне палăртасси малта пулмалла. Тепĕр ыйту. Туркăлла куçарма кам пĕлет? Расценкăсем мĕнлерех ? Мала тухаканăн тен куçарма окçа çитеймĕ.
Ку статьяна вуламасăр хăварнăччĕ. Конкурссем хуть хăшне ил, хăй майлă, паянхи кун мĕншĕн "Голос" конку рс пирки сас пырать? Тĕрĕспе конкурсра çĕнтерме çук. Тата çитменне çакă конкурса хутшăнма хут çинче çырмалла, электронлă майпа. Эпĕ мĕн, пĕрер пĕрер вăрттăн çăхав хатĕрлетĕп-и? Вулас текен валли "Ридеро" интернет-издательствăра "Юратап эп сана" текен кĕнеке те тухрĕ. Мана çакă мулĕпе çителĕклĕ