Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Микула: Маяксем ӑҫталла ҫутатаҫҫӗ ? Тӑван чӗлхене пӗрле е уйрӑммӑн вӗренмелле ?

Микула31.05.2018 05:431674 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнмелле тапхӑрта пурӑнатпӑр эпир.

Пурнӑҫ хӑвӑрт кӑна улшӑнса пырать... Ҫурхи е кӗрхи ҫанталӑк пекех. Ыран тӗнчере мӗн пулса иртессине те паян кун пӗлсе тӑма ҫук. Ҫыннисем те вӑхӑт шунӑ май улшӑнсах пыраҫҫӗ пулмалла ? Ӗнер кӑна ӗненнӗ ,шаннӑ ҫынсемех, ыран мӗн туса кӑтартассине те тавҫӑрма ҫук пулса кайрӗ. Эй самани,эй вӑхӑтсем тесе пӗрмаях тӗлӗнсе каланине илткелеме пулать халӑхра.

Тахӑшӗ каланӑччӗ ,чӑваш халӑхӗ "тӑлӑх халӑх, хӳтте кӗрекен ҫук" тесе. Ку сӑмахсем тӗрӗсмарлӑха кура тухнӑ пулӗ ? Халӑхӗ пирӗн, чӑннипе, нимле майпа та "тӑлӑх" пулман. Чӑвашӑн тӑванӗсем тӗнчипе яланах туллиех пулнӑ. Тӑлӑх пек кӑтартасси вӑл ятарласа пыракан "культура программи" кӑна пулнӑ. Паян кун ҫав хӗссе лартнӑ "калӑпран" тухассах пулать. Чӑваш культури ,чӑваш халӑх истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма хӑнӑхас пулать. Пулӑмсем хыҫҫӑн утас йӑлана пӑрахӑҫламалла,пулӑмсене хамӑрӑн тумалла та малта утмалла.

Анчахрах ,СР парти хаҫатӗнче №9 Владимир Тяпкин панӑ интервью тухнӑччӗ. Шухӑшӗ кӗскен ҫавӑн пек- "чӑваш чӗлхине вӑйпа вӗрентмелле мар". Аван каланӑ,вӑйлӑ каланӑ тейӗпӗр,уйрӑмах Путин сӑмахӗсемпе танлаштарнӑ хыҫҫӑн . Алӑ ҫупсах йӑшӑнмалла пек ,анчах та васкар мар савӑнма.

 

Чӑннипе пирӗн умра мӗн пулса иртет ? "Эпир темле пулсан та хирӗҫлеместпӗр" тенӗ йӑла ҫирӗпленсе пырать. Мӗн пулса тухрӗ? Чӑваш чӗлхи шкулсенче пуринчен те "уйрӑм" пулса тӑчӗ. Ытти предметсене ашшӗ-амӑшӗсенчен ыйтмасӑрах ,"вӑйпах" вӗрентеҫҫӗ пулсан,чӑваш чӗлхи "уйрӑм" пулса тӑрать. Уйрӑм статуслӑ предмет "хош вӗрен,хош ан вӗрен". Чӑваш чӗлхи вӗрентӳ программинчен те вӗрентӳ стандартӗнчен те "ирӗклӗ "пулса тӑчӗ ? Мӗн ырри пур кунта ? Мӗн ырри пур тӑван чӗлхе сан патшалӑхӑн вӗрентӳ стандартӗнче пулманнинче? "Вӑйпа вӗрентмелле мар" тесе каланин хыҫӗнче мӗн тӑнине курасчӗ малтан . "Тӗрӗс сӑмахсем" хыҫӗнче ҫав тери пысӑх ултав пытанса тӑрать. Курас пулать ,ӑнланас пулать ҫавна.

Чӗлхене аталантарассине патшалӑх халӑхсем ҫине "тиентересшӗн" пулсан алӑсем усса лармалли вӑхӑт мар паян. Инициатива тенине хамӑр алӑрсене илмелли вӑхӑт . "Чӑваш чӗлхине малтан килте вӗрентмелле" тенӗ сӑмахсем ҫине те анлӑрах пӑхмалла. Тӑван чӗлхе вӑл виҫҫӗн-тӑваттӑн калаҫса пурӑнмалли меслет пулмалла мар. " Килте вӗрентмелле" тесе калани вӑл пысӑк ултав "добровольно-ирӗкпе" тенӗ пекех.

Чӑннипе паянхи девиз ҫавӑн пек пулмалла,урӑхла мар. "Тӑван чӗлхене пӗрле вӗренмелле,тӑван чӗлхепе пӗрле калаҫмалле -ҫемьере,ача сачӗнче,шкулта,урамра ,пур ҫӗртре те".

 

Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача пахчисем пулмалла. Ҫӗмьере чӑвашла калаҫма пуҫласси тата ачасене ача пахчисенче чӑвашла ӳстересси "пӗрле,харӑс " пулмалла. Чӑваш чӗльхи хӑрах урапа утаймӗ. "Килте вӗрентмелле" тени вӑл мӑшкӑласа "пӗр урапа кӑна утӑр" тени пулать,тӑван чӗлхепе

калаҫса ӳстермелли ача пахчисем тепӗр ури пулмалла. Ҫавӑн пек "пӗрле -ача пахчи,ҫемье- утсан" кӑна малалла кайӑпӑр.

 

Пулмаҫ тесе ан калӑр. Хусанта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача пахчисем туллиех. Ҫавӑнпах ӗнте чӗлхе аталантарас ыйту та пирӗнчен самай лайӑхрах. Пулмаҫ тесе кахал е хӑйӗн ӗҫне тивӗҫсӗрри кӑна калама пултарӗ. Пӗлместӗр,анчах та тӑвас шухӑш пулсан,Хусан опытне шута илес пулать. Кайса вӗренӗр,курӑр ҫынсем мӗнле аван ӗҫленине.

 

"Килте чӑвашла калаҫма вӗренӗр малтан " тесе калакансен сӑмахӗсене шута ан хурӑр. Педагогика науки тӑрӑх "килте кӑна" чӗлхешӗн ҫителӗксӗр . "Пӗрле кӑнӑ,пур ҫӗртре те" тенине мала тӑратас пулать. Ҫемьепе ача пахчисем пӗрле утма пуҫламалла.

Ҫапла пултӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем