Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Микула: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Микула17.05.2018 06:1328008 хут пӑхнӑ

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

 

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Dfcbkbq // 2359.70.8331
2018.05.24 12:56
Тĕрĕс çыран Евразиец - сÿпĕлтетеççĕ, тата мĕн шутласа тупĕç, пуç мимми арманĕ кутăн çавăрттарать пулать вĕсен.
Agabazar // 1303.25.4957
2018.05.24 15:39
Agabazar
Ашмаринран та ăслăрах пуласшăн та, темĕн, пулсах каймасть çав. Çармăссем тутарсене "суас" тенине Ашмарин вăхăтĕнче пĕлнĕ, "Çăваç" текен ял пуррине пĕлнĕ, фонетика енĕпе анализ тума пĕлнĕ.

Тата мĕнле "информаци" кирлĕ сире, картлă пăшалсем?
Микула // 9259.3.8429
2018.05.25 04:29
Пулмаç ĕнте сирĕнтен Акапасар аргументла тирксси. Пулмаç. Пушкин ахаль мар каланă ,"пирĕн,чăвашсен ,критика çук,ытларах патакпа " тесе. Çавăнпа та чăваш сăмахăн пĕльтерĕшне ,ятарласа кĕске шухăшла туса ÿстернĕ "ăсчахсем" тупса палăртаймĕç. Вĕсен ун пек "функуци "çук,пулман та. Вĕсем уçă карьерта мар пĕчĕк ачасем валли тунă "песочницăра" яланах чаваланнă. Критиксен ытларах Ашмарин çине таянни те паян кун çителĕксĕр. Ашмаринран ăслă пуласшăн тени те ку ача пирĕнтентен ăслă пуласшăн тенипе пĕрех. Монополистсен шухăшĕ. Шупăрсене хывса илмелле , пурте "князь "пуласшăн тенĕ юрăранах. Паян кун çавăн пек "кĕске шухăшлă" чăваш чăваша пĕтерсе пырать. Вăлах вăйпах чăваша та çăпата ашĕнчех тытма тăрăшать. Кĕвĕçу,курайманлăх сарать халăхра. Çавăн пек тăвасси вĕсен тĕп функцийĕ пулсан вĕсен аллипе çырнă истори те пире кирлĕ мар. Чăваша пĕтермелли шухăш вĕсен ĕçĕсенче яланах малта. Историксем нимле майпа та çăваç-летовщик е язычник тенине йăшăнма пултараймаççĕ. Чаплă историк Дмитриев та ун пек шухăша йăшăнман. Пире те хушман. Акапасар и компания филологсен "çăваç-летовщик" е "суваризм" тени ятарласа йăнăш çулпа чуптарни кăна. Чăваша ытти тĕнчерен уйрăм тума кирлĕ мар.
Микула // 9259.3.8429
2018.05.25 05:30
Ÿркенмесен Шупашкар и Чебоксары статьяна та вырнаçтарса парĕç кунта? Паллах Микула Америка уçман,анчах та пур инфоримацине пĕрлештерме хăтланнă.
Agabazar // 4087.10.7622
2018.05.25 05:55
Agabazar
Ну, критиклесе лар эппин: "ик хут иккĕ тăваттă мар, пиллĕк пулать", — тесе

Чаплă историкрен, Ваççилий Димитричран, масартан тăратса ыйт, мĕн тейĕ вăл сан пирки....
Agabazar // 2553.13.0377
2018.05.25 11:33
Agabazar
Микула: Акапасар и компания филологсен "çăваç-летовщик" е "суваризм" тени ятарласа йăнăш çулпа чуптарни кăна.

1)Акапасар пирки "суварист" тени — нĕрсĕр элек.
2)Акапасар нихçан та çăваç-"летовщик" темен. Кун пек калаканĕ — И.Н.Юркин (1863-1943).

Тепĕр тесен, "çăваç" тенине те Акапасар мар шутласа кăларнă. Акапасар вăл — ытти компетентлă çынсем палăртнине каласа параканни çеç.
Микула // 9259.3.8429
2018.05.26 15:50
Ытти "компетентлисен" чĕльхисене ĕлĕкех парторганизаци туптанă пулсан паян куна "поправка" тăвасах пулать. Хушнине каласа пыракан "прессекретарь" пулан ĕнте ? Институт сайчĕн редакторĕ ? Юрасан ,юрасан пĕр юрра юрласан доктор наук пуланах.
Астор скиф // 3358.01.1248
2018.05.26 16:16
И.Н.Юркин интеллекчӗ хальхи пасар ҫыннисенчен самай пысӑк пулнӑ.Чӑн Чӑваш вӑл, чӑнахах та ---летовщик.Чӑвашӑн малтанхи этнонимӗсем ҫак теорине ҫирӗплетеҫҫӗ---СУЗ(жрецы),ҪУМӐР(ШУМЕР-САМАРИТЯНЕ)---люди Благодатного дождя.
Производные по истории цивилизации---Согдийцы,Арианцы,Ба(к)трийцы,Парфяне,Мидийцы,Самаритяне... и СКИФЫ.
И при этом и Царские скифы(по Геродоту)=булгары(Булех ары)...
2018.05.27 07:22
Что там было? Как ты спасся?
Каждый лез и приставал.
Но механик только трясся
И чинарики стрелял...
Высоцкий юрăçăн çакăн пек юрă пур. Кашни хăйĕн теорине тĕрĕс тесе çапăсма хатĕр тытăшса, эсир чăваш историне тĕпчетĕр е мул уйăратăр? Чăваш чĕлхине пĕлес текен, вăл кун пек те пĕлет, пĕлес мар текене ниепле те вĕрентме çук. Енчен те чăваш ачи хăйне вырăс тесе çÿрет, хăшĕ сиртен хатĕр пуçне пама çав ачана чăваша çавăратăп тесе?
Микула // 9259.3.8429
2018.05.27 10:23
Юркин вăхăтĕнче информаци çителĕксĕр пулнă. Темле ăслă пулсан та паянхин çурри те паллă пулман ун чух.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем