Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аскольд Де Герсо: Суту-илӳпе вылямалли центрсем чухӑнсем валли

Аскольд Де Герсо17.04.2018 14:2411264 хут пӑхнӑ

Кемерово хулинче пулса иртнӗ трагедии хыҫҫӑн чылай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, каллех массӑлла информаци хыпарӗсенче унта та кунта пушарсем пулса тухни пирки пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗслевсем пур ҫӗрте те нарушенисем палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?Кунта пӗртте тӗлӗнмелли ҫук, манӑн шухӑшпа. Темӗнле ӑслӑ пулма та кирлӗ мар, ҫакӑ пулӑмсен чӑн сӑлтавне уҫма: кашни тӗрӗслев вали ятарлӑ комисси хатӗрлеҫҫӗ, укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа ӑҫта каять? Паллӑ ӗнтӗ кӗсъесене.

Кемеровори суту-илӳ цетрне илер тӗслӗхрен: унта вырнаҫтарнӑ йышши вылямалли конструкцисем тата вунӑ хулара, хӑшӗнче сӳтнӗ тӗслӗхсем пур? Пулмаҫҫӗ те, вӗсем патӗнче пушар пулман вӗт. Мӗншӗн-ха вӗсен пӑшӑрханмалла ҫукшӑнах. Мӗншӗн ют патшалӑхри автоконцернсем енчен те пӗр-икӗ машинӑра пӗрпекле неисправность пулсан, пур выпуска та кутӑн пухаҫҫӗ? Вӗсемшӗн компании ячӗ тупӑшран хаклӑрах.

Пирӗн тӑван патшалӑхра вара вӑрӑ-хурахсене чӑн-чӑн телей: енчен те ӑҫта-тӑр томограф списать турӗҫ-тӗк, пирӗннисем ҫавна ҫӗнӗ тесе илсе те ҫитереҫҫӗ тӑван ҫӗршыва. Укҫана вара ҫӗнӗ томограф чухлех уйӑраҫҫӗ кӗсъесене тултарса. Ҫынсем сывалас вырӑнне чире каясси куҫкӗрет курӑнса тӑрать, анчах кама ҫакӑ тертлентерет, шухӑша яни пур? Тата вӑл вӗт ахаль ҫынсем валли. Ҫакӑ паянхи пурнӑҫӑн уйрӑмлӑхӗ: тӑван ҫӗршывра икӗ сортлӑ ҫынсем:элита тата ахаль ҫынсем. Мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ-ши ҫавсем , тавҫӑраймастӑп, е тата элита шутланакансем икӗ пуҫлӑ-ши? Иртнӗ ӗмӗрте пӗр ҫӗрте туянса тепӗр ҫӗрте хаклӑрах сутас тенӗ ӗҫе спекуляци тетчӗҫ, паян пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫакӑ. Ку пулать-ши вара усламҫӑ? Усламҫӑ пӗр-пӗр хуҫалӑхра усӑ курак хатӗр ӑсталать манӑн шутпа. Нивушлӗ эпир нимӗн тумашкӑн та юрӑхсӑр, Китай халӑхӗнчен те ҫӑмӑлттайрах та ӑссӑртарах?

Кемеровори СИЦ хуҫи Австралире пурӑнать, паллах унӑн ачи-пӑчи те, мӑнукӗсем те Раҫҫее килмеҫҫӗ ӗнтӗ выляма, ӑссӑр мар вӗт вӗсем. Апла-тӑк, мӗскершӗн кулянтӑр ҫав пуҫтахҫӑ пирӗн халӑхшӑн, мӗншӗн хуйхӑртӑр? Хаҫатсенче пытармашкӑн ҫичӗ мильюн уйӑрнӑ тесе пӗлтернӗччӗ, нивушлӗ ҫын пурнӑҫӗ ҫавхатер те йӳнӗ? Намӑс-симӗс тетӗр-и? Ҫӗтрӗ ҫакӑ пирӗн патшалӑхра, ятарласа ҫӗттерчӗҫ. Паянхи усламҫӑсем чылай чухне ашшӗ-амӑшне те сутма хатӗр, укҫа-тенкӗ енчен калаҫса татӑлсан. Мӗскере манӑҫтарчӗҫ паянхи вырӑнтисем: ҫӗрме пуян та ҫук ҫын ӗҫӗнчен пуйса выртать. Ҫавна манӑҫтармалла мар. Кӑмӑл-сипет ҫуклӑхӗ, духовность выҫлӑхӗ ҫакӑ пӗтӗм пулӑмсен тӗп сӑлтавӗ, ҫын пуҫне тенӗ пек чиркӳсемпе мечӗтсем туса лартнӑ пулсан та. Чун тасалӑхне этемре тӗвӗлемелле, чулта мар. Тата чиновниксем ӑҫта ытларах канмашкӑн кӑмӑллаҫҫӗ? Сочи? Крым? Ара, тархасшӑш, ан култарӑр, вӗсем каннӑ кунсенче те йӗлтӗрпе ярӑнма самолӗт тара тытса Куршевеле вӗҫеҫҫӗ. Хӑшӗсем йыттисене те Лондона ҫити илсе каяҫҫӗ. Вӗсем тахҫанах ют патшалӑхсенче ҫуртсем ҫеҫ мар, санаторисем те туянса пӗтернӗ. Ачисем йыттисене кӗленчи ҫӗр аллӑвиҫӗ пин тенкӗ таякан хӗрлӗ эрехсемпе сӑйлаҫҫӗ, Раҫҫей халӑхне пуш вырӑнпа танлаштараҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пирӗн ҫинчен шутлаччӑр? Эпир вӗсемшӗн урайӗнчи ҫӳп.

СИЦ йӗркелекен зданисем иртнӗ ӗмӗрте производство помещенийӗсем пулнӑ, кун тӑрӑх паллӑ ӗнтӗ, вӗсем суту-илӳ валли пымаҫҫӗ. Нувориша вара качество кирлӗ-и? Ҫук, паллах, унӑн аслӑ вырӑнта тупӑш. Вӑл нихӑсӑн та мӗн чухлӗ ҫыннӑм пурнӑҫне татасси пирки шутламасть, хам темиҫе ҫул стройкӑра тӑрӑшнипе куратӑп ӗнтӗ куна. Сауди Арави патшалӑхӗ хӑйӑр ҫинче вырнаҫса, хӑйӑра стройка валли ют патшалӑхра туянать. Пирӗн мӗнле? Чаврӗҫ – хӑйӑр, юр-р-рать, хама вали-и-мӗн. Хӑҫан та хӑҫан ӑнланса ҫитетпӗр ҫакна, ҫавӑн чухне суту-илӳ центрӗсенче пушар пуласси ҫырлахать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2018.04.18 22:24
Статьяра асăннă ыйтусем халăха тарăхтармаççĕ пулас. Е 1991 çултанпа çакăн йышши пулăмсене хăнăхса çитрĕмĕр-ши, тен?

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем