Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ашмарин Чӗмпӗрте

Agabazar13.04.2018 11:2514323 хут пӑхнӑ

Николай Иванович Ашмарин.

Николай Иванович Ашмарин 1920-1923-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑннӑ, Чӗмпӗр чӑваш халӑх вӗрентӳ институтӗнче ӗҫленӗ, унта чӑваш чӗлхин теорилле курсне (е ҫавнашкал темиҫе курса) илсе пынӑ (студентсене вӗрентнӗ). Ман шутпа, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре палӑртнӑ информаци кашни ҫыншӑнах шутсӑр кӑсӑклӑ пулмалла. Шел пулин те, пире шкулта чӑваш историне пачах та вӗрентмеҫҫӗ е сахал вӗрентеҫҫӗ, ҫавна кура ҫакнашкал информацисем кашни чӑвашӑн оперативлӑ астӑвӑмӗнче ҫирӗпленнӗ теме май ҫук. Ҫапла калани мана хама та пырса тивет.

Курӑр-ха, вӗрентӳ йӗркелӗмӗ институт шайӗнче (вуз!) ӗҫленӗ! Тата унта чӑваш ачисене Ашмарин хӑй вӗрентет!

Николай Иванович Ашмарин Чӗмпӗрте.

Ун чухне Николай Иванович Ашмаринӑн килйышӗ 8 ҫынран тӑнӑ, мӗнпурӗ 6 ача пулнӑ (ҫав ачасенчен пӗри инвалид пулнӑ тенине те илтнӗ). Ҫак пысӑк килйыша Чӑваш тӳре-шари тӑрӑшнипе хулара вырнаҫтарнӑ, хваттерпе тата сӗт паракан ӗнепе тивӗҫтернӗ. Ку ӗнене хула варринче еплерех усракаланӑ-ши — ҫакӑ паллӑ мар.

Ашмаринӑн арӑмӗ тата ачисем ҫав ӗнене куллен Сӗве хӗрринчи ҫарансем ҫинче ҫавӑтса-ҫитерсе ҫӳренӗ пулмалла. (Калӑпӑр, хальхи Мускавра та, — Хӗрлӗ лаптӑкрах мар пулин те, анчах та МКАДран чылай шаларах, — унта та кунта вӗренпе кӑкарса хунӑ качакасене курма пулать теҫҫӗ).

Лекцисен ярӑмӗн ячӗ те интереслӗ: чӑваш чӗлхин теорилле курсӗ (курсӗсем).

Ӑславҫӑн ку ҫулсенче ак ҫакӑн пек ӗҫсем кун ҫути курнӑ:

— Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть I. // Симбирск: Типогр. Полиграфсекции С. Н.Х, 1923. — 273 с.;

— Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть II. (1923);

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн тӗп ҫурчӗ.

Чӗмпӗрти чӑваш практикӑлла вӗрентӳ институчӗ текенни — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн историйӗн уйрӑлми пӗр пайӗ. Шел, вӑл ҫав вӑхӑтри ытти нумай-нумай пулӑм пекех, малалла аталанса каяйман, путланса ларнӑ. Формаллӗ майпа пӑхсан, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ 1956-57-мӗш ҫулсемчченех ӗҫленӗ теме пулать. Анчах та чӑннипе унта чӑвашлӑх шайӗ ҫултан ҫул аялалла анса пынӑ. "Педучилище" майӗпе ҫеҫ ӗҫлени те унӑн чӑн-чӑн шайӗ хавшанине курӑмлӑн кӑтартать. Сумлӑ шая хӑпарайман. Юлашки ҫулсенче вӗренекенсенчен тата вӗрентевҫӗсен пысӑк пайӗ чӑваш мар ҫынсем пулнӑ. Апла пулин те, вӗрентӗше темшӗн хупма йышӑннӑ.

Николай Иванович Ашмарин вӗрентнӗ ҫулсем патне таврӑнар-ха. Ҫав вӑхӑтра (1920-мӗш ҫулта) пичетленнӗ "Ҫӗнӗ сӑмахсем" статйинче Ашмарин ҫапла ҫырнӑ:

Чӗлхен те ҫавӑн пекех илемӗ пур, ӑна ют халӑх чӗлхипе хутӑштарса пӗтерсен вӑл хӑйӗн илемне те ҫухатать, Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн чӑваш чӗлхине урӑх чӗлхерен илнӗ сӑмахпа пӑсас пулмасть, хамӑра мӗн кирлине пурне те хамӑрӑн чӗлхерен шыраса тупас пулать.
("Лик" журнал, 2005, 1№, С. 156).

Кунта хулӑм шрифтпа палӑртнисем — пурте манӑн. Мӗншӗн ҫапла турӑм-ха?

Вӑт пире ҫапла тӑн пама тӑрӑшаҫҫӗ: мухтавлӑ, чаплӑ, хӑватлӑ Ашмарин вырӑс килнӗ те, пире, айван, начар, халсӑр чӑвашсене, ҫӗклесе янӑ имӗш. Чӑннипе вара асӑннӑ статьяран пачах урӑххи тапса тӑрать: Николай Иванович хӑйне чӑваш халӑхӗнчен уйӑрман, вӑл хайне чӑваш ҫынни пек, чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пек туйса тӑнӑ.

Асӑннӑ статья хӑй те чӑвашла. Вырӑсла мар. Унта мӗн ҫырнин пӗр фрагментне оригинал чӗлхипе илсе кӑтартрӑмӑр.

Статья "Атӑл юрри" журналта пичетленсе тухнӑ пулмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Памук // 1978.4.8184
2018.04.18 12:34
Николай Иванович Ашмарин ҫинчен ӗлӗкрех ҫырнисенче "вӑл чӑваш чӗлхине кукамӑшӗнчен вӗреннӗ" тенине те вуласа курнӑ. Апла пулсан, Ашмарин тымарӗсенче чӑваш юнӗ те пулнӑ - ҫакӑ ӑна чӑвашсемпе ҫывӑхлатнӑ, чӑвашлӑхшӑн ӗҫлеме туртнӑ; вӑл - "вырӑс" тени, вара, пит тӗрӗсех мар пулса тухать.
Agabazar // 1336.45.8507
2018.04.18 13:50
Agabazar
Халлĕхе Ашмарин пирки вырăс тесех калăпăр. Кунта фашист мар çынсемшĕн апла-капли ним те çук. Çын вăл пур çĕрте те çын.
Ашмаринăн чăваш кукамăшĕ пирки чăн малтан калаканни СССР Педагогика Ăславĕсен Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ Михаил Сироткин пулнă. Каярахпа Анатолий Горшков чĕлхеçĕ çапла каланине илтнĕ. Атнер Хусанкай та çаплах палăртать. Хăшпĕр тарапĕлÿçĕсем те çаплах çыраççĕ. Сăмахран, ак çакăнта — Гафаров Иршад Ахметович. , Шихранов А.Н. Городище (Исследования по истории Юго-Западного региона РТ и села Городище). — Хусан: Идел-Пресс, 2012. — С. 168. — ISBN 978-5-85247-554-2
Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.04.20 15:36
Н,И.Ашмарин çичен çырнă статья килĕшрĕ мана. Ун çинчен унччен те илтнĕ эпĕ чăваш чĕлхи урокĕсенче. Пăлхар патшалăхĕ çинчен Ашмаринăн ячĕпе çыхăнтарса каласа кăтартнисем те паян кун та хăлхара янăраççĕ. Çав вĕренткенĕн ятне те туллин каласа иртес тетĕп.Чăваш Енренччĕ вăл. Алексей Иванович Иванов, вырăс чĕлхипе те вăлах вĕрентрĕ пире. Эпĕ педучилищĕре 1963 -1967- мĕш çулсенче вĕреннĕччĕ. 1965-мĕш çул Слакпуçенче К.В.Иваовăн "НАРСПИ" поэми тăрăх йĕркеленĕ(пьеса туса Филипп Вуколов-Эрлик) драмине чăваш уйрăмĕнче вĕренекенĕсемпе сцена çинче кăтартма тÿр килнĕччĕ. Чăваш Енрен пынă хăнасем те ун чух куракансен хушшинче, çав шутрах Я.Г.Ухсай та. Халăх шучĕ вара - питĕ те йышлăччĕ. ÇŸлте асăннă статья пек çырнисем татах та тухса пыччăрах. Авторне тав тăватăп. Ан ывăн.
влад маскай // 3957.56.0551
2018.04.20 15:39
Миçе хут регистраци иртмелле - ши-ха манăн?!! Евитле-ха, тархасшăн. Кĕтетĕп.
Agabazar // 1293.72.5409
2018.04.21 00:10
Agabazar
Пĕр хут регистрациленсен çитет. Пĕр ятпа (никнеймпа) темиçе хут регистрациленме май та çук.
Н,И.Ашмарин çичен çырнă статья килĕшрĕ мана...ÇŸлте асăннă статья пек çырнисем татах та тухса пыччăрах. Авторне тав тăватăп. Ан ывăн.

Тавтапуç.
Эпĕ — хытă тăрăшрăм лайăх пултăр тесе.
Тимĕр Акташ // 1267.4.4136
2018.04.22 12:28
2020-мĕш çулта Ашмарин çуралнă 150 çул палăртмалла. Чăвашсен шурсухалсен Тĕп Канашĕн ларăвĕнче унăн пуçлăхĕ Станьял пичче каланă тăрăх, чĕмпĕрти скульптор Кондрашкин Ашмаринăн палăкĕ хатĕрленет. Шупашкарта лартмалла. Тата хусанти Арск масарĕнче, унăн вилтăпринче те палăк пулманччĕ. (Тав Турра, çак масарта унтан инçе мар"Хыпар" хаçата Алексей Леонтьев йĕртсе пынă чух Николай Никольскийĕн чаплă палăк лартнă.) Йĕрке тăрăх, ЧР правительстви çак юбилей çинчен Хушу кăлармаллах. Палăк тума чăваш скульпторсен конкурс йĕркелемелле. Палăксем валли укçи пухмалла. Станьял ЧР пуçлăх патне çак çинчен шурсухалсен ячĕпе çуру ярасшăнччĕ. Хурав пур-и, - пĕлместĕп. 2020-мĕш çулта ЧР 100 çул тултарать. Тăкаксем чылай пулĕ. Тен, Ашмарин юбилей çинчен Хушу кăларма манма та пултараççĕ. ЧР Культура министерстви çак çинчен шухăшламаллаччĕ.
Agabazar // 5564.6.0022
2018.04.26 17:11
Agabazar
Ашмарин палăкĕ кирлех. Ахаль бюст пекки çеç мар, чăн-чăн палăк кирлĕ.
Кондршкин Шупашкар валли хатĕрлет, тенĕ. Тем, пысăк палăк пирки мар пулĕ сăмах пырать. Ну, паллах, ытлашши пысăк пулмасан та юрать, анчах вăл мăнаçлă, сумлă пулмалла.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем