Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 15:13 | |
Аскольд Де Герсо // 3970.14.9767
2018.04.04 20:57 | |
Акапасар, каçарăр та, вун çиччĕмĕш ĕмĕрте пурăннă Францире граф Де Роган, вăл çапла каланă: "Хочу быть королём - не могу, могу быть герцогом - не желаю, Роган я есть". Хоспочын тесе чĕнме никам та сире ыйтмасть, анчах та калас сăмах пур пулсан этем пек каласа пулмасть-шим вăл? Йĕплесе мана утра тума пулмасть, ун йышши хăтланса çÿлелле çĕкленнин хакĕ те виçĕ пус пасар кунĕ. Егоров архитектор хăй вырăнĕнче, эпĕ хамăн вырăнта. Министрсем ытла та инçе-çке ман патăмран. Тата, тĕрĕсне калатăр ĕнте:кашни хăй вырăнĕнче тăрăшмалла. Анчах, Акапасар, енчен те Чăваш Енрен, тутарстанран касса илсе чеченсем патне укçа ăсатмасан, кам калама пултарать мĕскер пулассине? Пиртен укçана илсе вĕсене пуянлатаççĕ. | |
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 23:51 | |
Де Роган вырăсла пĕлмен, çавăнпа та вырăсла нимĕн те калама пултарайман.
Мĕн каллех чеченсем еннелле пÿрнепе тĕллесе кăтартан? Вĕсене пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерейменнишĕн хурланатăн-им? | |
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.05 00:00 | |
Кунта тата ак çаканашкал ен те пур.
Ну, чеченсене "укçа" памĕç тейĕпĕр. Вара çак майпа "перекетленнĕ укçа" санпа ман кĕсйесене пырса кĕрет-им? Шалиш! Унашкал пулмасть! Санпа мансăрăх укçа еннелле алă тăсса тăракансем пайтах. Шапаран пуçласа арăслан таран! | |
Аскольд Де Герсо // 2180.10.0769
2018.04.05 07:40 | |
Акапасар, эпĕ пĕр çавна каласшăнччĕ: мĕншĕн чечен халăхĕ чăваш е тутар халăхĕнчен хаклăрах шутланать? Мĕншен чечен çынни Мускавра е тата ăçта килпетсĕр хăтланнине полицисем пÿлсен, вĕсем Кадыров умĕнче каçару ыйтаççĕ, чăваш е тутар çавнашкал хăтлансан этап тăрăх танккаççĕ? Ку вара пачах урăх калаçу. Укçана тесен, сывлăх пур чухне эпĕ хамах ĕçлесе илетĕп, куншăн кулянма кирлĕ мар, выçă лармастăп. | |
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 13:09 | |
Ачам, 100 000 чеччен çынни юлашки 30 çул хушшинче вăрçăра вилнĕ. Çавсен вырăнĕнче пуласси килет-им?
Месерле патшалăхра аван пек туйăнать-им? | |
Аскольд Де Герсо // 2575.50.1812
2018.04.05 16:17 | |
Ну, атьăр вĕсене алă çинче çĕклесе çÿретпĕр, çапла-и? | |
Аскольд Де Герсо // 2575.50.1812
2018.04.05 16:21 | |
Е тата вĕсене валли чăвашсен çул саратпăр?! Кам айăплă? Акапасар, аса илĕр генерал Ермолова. Укçа-тенкĕ вара чечен ĕç çынни патне çитмест çулте ларса юлать. Е сире çакă çав тери те килĕшет-ши? | |
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 18:47 | |
Кам эс?
Мĕнле патша? Кам ыйтать санран мĕн тăвасси пирки? Вăрçă вăрçнине алă çинче çĕклесе çÿрени темешкĕн епле чĕлхÿ çаврăнать? Намăссăр эсĕ! | |
Аскольд Де Герсо // 2168.05.1974
2018.04.05 20:25 | |
Тен, эпĕ намăссăр та пулĕ, Ельцин Юрий Бондарева чечен вăрçи пынă вăхăтра Орден Дружбы парасшăн пулнă. Ю. Бондарев ăна хирĕç: хальхи вăхăтра çакăн йышши орден пани вырăнсăр, тесе хирĕçлет. Çавăн хыççăн Бондарева манăçа кăлараççĕ. Астафьева илер. Тĕрĕсне каланăшăн ăçта ăсатрĕç? Граждан вăрçин паттăрĕсене илер: тăван тăван пĕтернĕшĕн паттăр ятне тивĕçтереççĕ, ку вара мĕнле? Кам кунта намăса-симĕсе çухатнă? Врангель граждан вăрçинче Антанта генералĕсем:мĕншĕн салтаксене, офицерсене награда памастăн тесе ÿкĕтлесен, "Эпĕ тăван тăвана вĕлерекн вăрçăра награда валеçместĕп, тесе хирĕç лаплаттарса хурать. Акă, вăл чăн офицер чысĕ |
Анчах та чăваш халăхĕ çавăгн пек "Егоров архитекторсенчен" çеç тăракан халăх пулса тăма пултараймасть. Ытларахăшĕн пурпĕрех севок сăвăрма, пăх хырма, кĕтÿ кĕтме, салтакра çÿреме тивет.
Герсонов (?) Хоспочын, Чечняра юлашки вăтăр çул хушшинче мĕн пулса иртни пирки ан вĕрент. Сансăрах пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Пичет Министăрлăхĕнчисене те çавнах евитлеме пултаран. Пĕлетпĕр Пичет Министăрлăхĕсĕрех.