Чи малтан, ирхине, мана питӗ чаплӑ тӗтре кӗтсе илчӗ. Ҫырма-ҫатра тӑрӑх питӗ хитре сарӑлса выртатчӗ... В ал тӗтрене эсир каярахпа сӑнӳкерчӗксем ҫинче курма пултаратӑр. Чи малтан, Пикшик ялне ҫитрӗм. Кайран вара Самуккасси ялне ҫул тытрӑм. Самуккасси ялӗ вара мана вырӑсла кӗтсе илчӗ. Миҫе ҫынпа калаҫмарӑм пулӗ — нихӑшӗ те чӑвашла калаҫас темерӗҫ. Ял пуҫӗнче те вырӑсла ятне ҫӳлте ҫырса хунӑччӗ. Ун пек ял тепре те тупӑнчӗ ӗнтӗ — Ҫатра-Хочахмат. Унта та чӑваш сӗмӗ курӑнмарӗ, ял ятне те малтан вырӑсла, кайран чӑвашла ҫырнӑччӗ. Самуккасси хыҫҫӑн Шоркка ялне ҫитрӗм. Питӗ илемлӗ ял! Мана килӗшрӗ. Шорккаран Ҫатра-Хочахмата кайнӑ май аякра хӳтлӗх турулӗсем евӗр ларакан икӗ ҫил арманне асӑрхарӑм. Ҫул ҫинчен пӑрӑнсах унталла ҫул тытрӑм. Ара Элӗк районне те Тени ялӗ патӗнчи ҫил арманӗ пиркиех каяс тесеччӗ те... кунта вара ҫывӑхрах пур иккен! Пӗрре кӑна мар, иккӗ! Пӗрре ҫитнӗ май пӗтӗмпех тӗппипе ӳкерес терӗм. Ҫил арманӗсен ҫунаттисем ҫук ӗнтӗ, тӗррисем те ишӗле пуҫланӑ. Анчах та шалта, питӗ тӗплӗ тунӑран, нумай пайӗ лайӑх упранса юлнӑ. Музей тума питӗ лайӑх вырӑн ман шутпа. Ҫатра-Хачахматӗнчи шкулта та музей тӑвас шухӑшсем пурри пирки пӗлтерчӗҫ. Малалла ман ҫул Сарапакасси, Мӑкшӑ, Мӑнал, Мишер, Кшавӑш, Ярускасси, Сапаккасси ялӗсем урлӑ иртрӗ. Сапаккасси ялӗнчен тӳрех Чӑканара ҫитесшӗнччӗ, анчах та тӳррен ҫул ҫуккине пула Кшавӑш урлӑ тухма тиврӗ. Чӑканар патӗнче пулӑҫсен клубӗ пуррине пӗлтӗм. Ай-уй! кунта пулӑҫсем йеркипе ларса тухнӑ! Кӑткӑсем пек! Пуҫӗ ман кӑшт ӑсларах пулсан ман каялла ҫул тытмалаччӗ те... анчах та ӑсӗ ҫук куранать. Эпӗ тата тепӗр ялсене ҫитсе курас терӗм. Чалӑмкасси, Тимой, Мамӑш-Тимой урлӑ ҫул тытрӑм. Чаканара ҫитичченех ывӑнса ҫитнӗччӗ те ӗнте, кунта вара тата малалла ывӑтса педальсене ҫавӑрма тӳр килчӗ. Мамӑш Тимойран тӳрех Хура Ҫырмана тухасшӑнччӗ, анчах та ҫынсем каланине лайӑхах ӑнланмарӑм пулас... Мӑн Мамӑша ҫитме тиврӗ-тиврех. Малалла вара ман ҫул Хачӑк, Мускаринкасси урлӑ иртрӗ. Мускаринкассинче питӗ илемлӗ хапха куртӑм. Хамӑн килти хапхана та ҫапла ерешлетес шухӑш ҫуралчӗ. Ку ялта пӗр ватӑ ҫынна тав сӑмахӗ калас килет. Шеллерӗ мана, тӑвайккине хӑйӗн кивӗ машинипе илсе хӑпартрӗ (ялӗ айлӑмра, анма ҫӑмӑл та хӑпарма каялла йывӑр пулӗччӗ). Аслӑ ҫул ҫине тухнӑ хыҫҫӑн вара эпӗ Лапсаралла вӗҫтертӗм. Ҫула май Ишлей, Пархикасси ялӗсене ӳкертӗм. Урӑх велосипедпа ӳкермелли ҫулҫуреве тухмастӑп. Ҫуран утнӑ чухнех лайӑх — вӗҫне ҫитнӗ те каялла ларса кайнӑ. Кунта вӗҫне ҫитнӗ хыҫҫӑн кайран каялла ҫавӑн чухлӗ каймалла. :( Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |