тусăмсем пĕлеççĕ // 2734.31.4985
2007.06.26 01:36 | |
тĕп-тĕрĕс сăмахĕсем, Николай! Чĕлхесĕр культура та çук. Хуть те мильун музей уçсан, халăх пĕтет, чĕлхе пĕтсен... | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.06.26 20:27 | |
Admin-tus, es păshărhannine avan kuratăp, ancah mĕskershĕn üpkeleshetĕn - ănlanmarăm. Mĕnle prokrammă şyraşşĕ? Mĕnshĕn sana kilĕshmest? | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2007.06.26 20:56 | |
2008-2012 çулсенче Чăваш чĕлхине аталантармалли программăна. Алина Аркадьевна калашле унта чăваш чĕлхипе çыхăнман нумай мероприяти кĕртсе тултарнă. Дегтярёв компьютер терминĕсене хатĕрлесси/аталантарасси пункта сĕнсен "Ара, мĕн тума вăл кирлĕ?" тесе хирĕç ыйтнă. Комиссинче ватă ăсчахсем. Вĕсен авторитечĕ питĕ пысăк та вĕсем мĕн калаççĕ — çавна йышăнаççĕ. Тата влаç умĕнче те хăйсене лайăх кăтартасшан пулас... Мана чăваш чĕлхине вĕсем çав шая хуни килĕшмест. Çав çынсенчен чăваш чĕлхине правительство епле пулăшни килет.
Сăмахран, программăна Республика Кунне кĕртнĕ. Вăл Республика Кунĕ вара чăваш чĕлхине аталантарма уйăрнă пĕтĕм укçана çисе ярать. Тата вăл чăваш чĕлхине аталантарма пулăшнă пулсан лайăхччĕ, анчах та чăваш чĕлхи вăл мероприятинче аякран та аяккарах куçса пырать. Пĕлтĕр фестивале уçнă чухне чăвашла тата ертсе пыратчĕç пулсан — ку çул вара — вырăсла кăна. Районсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене асăнмарĕç те /пĕлтĕр те асăнмарĕç ĕнтĕ/. Тата районтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене утнă чухне вĕçĕнче уттараççĕ. Ытти регионсенчен килнĕ вырăс ушкăнĕсем нумайланса та нумайланса пыраççĕ. Кайран тата, Республика Кунĕнче, чăвашла юрлакан ушкăнсене шыраса тупма питĕ йывăр. Вĕсене центра кăлармаççĕ. Кăларсан та — ирхине, çынсем сахал пулнă вăхăтра кăлараççĕ /пĕлтĕр ирхине кăларнăччĕ ача-пăча ушкăнĕсене. Епле хитре ташлаççĕ, юрлаççĕ, анчах та ирхине пулнă пирки — кураканĕ питĕ сахал/. Пĕтĕм программи — "вырăсланăр" тесе каланă пекех. //питĕ хăраççĕ пулас, чăваш чĕлхи çĕкленесрен, такăнтарсах тăраççĕ. :( | |
reflejo // 2628.34.6945
2007.06.27 18:01 | |
Чăваш патшалăхĕ пĕр ĕмĕр хушши ĕнтĕ вырăсшăн кăна...
Чăваш чĕлхине аталантарас укçана юрă-ташă мероприятийĕсемшĕн салатни коррупци - вĕсем чăваш чĕлхине ниепле те АТАЛАНТАРМАÇÇĔ. Алниа Аркадьевна, Дегтярев пек çынсен çав комиссинче ларакан ват супна коррупцишĕн явап тыттармалла, ман шутпа, е суйлав урлă яла ватлăха канлĕ ирттерме ăсатмалла. Çара тÿрĕ кăмăлпа бюрократие хирĕç кĕрешме май çук. | |
Микулай // 8171.4.3629
2007.07.13 18:53 | |
Хисеплĕ юлташсем!
Халĕ Чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхине шкулта миçе сехет тата миçемĕш классчен вĕренеççĕ? Тавтапуç. |