Тепӗр хут: асӑрхӑр, тархасшӑн, ку паян е ӗнер каланӑ сӑмах мар. 1934-мӗш ҫулта каланӑ. Майӑн 3-мӗшӗнче. Урӑхла каласан, хайхи эпир тишкерекен сас-хура халь мар, УН ЧУХНЕХ ҫуралнине пӗлтерет. Аслӑ Атилӗх вӑрҫичченех. Ҫитменнине тата Мӗтри Юман кун пирки иртнӗ вӑхӑтра калать. Эппин сас-хури татах та маларах ҫуралнӑ.
Кунта тата ҫакна калани выранлӑ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленсе аталаннӑ вӑхӑтсенче Мӗтри Юман Шупашкарта пурӑннӑ. Кӑшт каярахпа ҫеҫ вӑл, арӑмӗ вилнине кура, Мускава тухса кайса унта ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкартан кайсан та, тухса кайиччен те унти хыпарсене йӑлт пӗлсе тӑнӑ.
Кунашкал сас-хура ниепле те хай тӗллӗн, ним сӑлтавсӑрах тухма пултарайман. Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ вӗт. Тем тесен те пулнах кунашкал япала.
Хӑшпӗр историксем кунта хускатнӑ йышши ыйтусене пӑхса тухкалаҫҫӗ. Сӑмахран, ку тӗлӗшпе С.Щербакова асӑнма пулать. Анчах та вӗсем (Щербаков ҫеҫ мар) кунашкал ҫӑлкуҫсене ытлашши питех пырса перӗнмеҫҫӗ. Кам чакаланса лартӑр-ши чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем хушшинче?
Малалла вара мӗскер? Эсир хуть те мӗн тӑвӑр та, эп вара Юхма Мишшин "Чӑнлӑх" калавне истори призми витӗр пӑхса тишкерме каятӑп.
Таса пулӑр!
P.S. Ку ҫырава темӗнле сӗнӳ тӑратнӑ пек йышӑнмалла мар. Историе пӗлмелле — акӑ мӗнле кунта тӗп лейтмотив. Ҫавӑн пекех "Чӑвашорг" ятарласа ирттернӗ ыйтӑм результачӗсемпе те паллашма сӗнетӗп — https://chuvash.org/iytam/73.html
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Ĕнтĕ Элекçей Петровччă пулмашкăн телей килсе тухрĕ иккен...
Эпĕ кунта пуринчен малтан темĕнле документ тупрăм тесе каламан. "Алексей Петрович" кам иккенне вара пачах та пĕлместĕп. Кам вăл? В.Н.Клементьев çырнă пулсан — çырнă пултăр. Вара мĕншĕн уншăн пăшăрханса лармалла? Илсе килсе кăтартăр кунта Клементьев çырнине. Эпир те курар.
Кун пирки тата ытти хăшпĕр çăлкуçсенче те систерсе каланисем пур. Шел пулин те, чылай чухне шахвăртса çеç.
Ав Щербаков ку ыйту тĕлĕшпе яланах "документ çук" текелет. Анчах та вăл Юман каланисене туртса кăларнине астумастăп. Чăвашла Чĕмпĕр пирки Коричев Ленинпа тĕл пулнă чухне калаçнă пуль тетчĕ.