Agabazar // 1348.35.4209
2018.02.04 19:36 | |
Путинпа "усă курма" хĕнтерех çав. | |
Тимер // 4210.60.0904
2018.02.04 20:14 | |
Мӗн тӑван пирӗн ӑрупа?.Енчен те павлик морозовсем паттӑрсем тесе пире вӗрентнӗ.Ленинӑн пиччӗшӗ патша ҫине бомба пӑрахать те вӑл иккен каллех паттӑр,террорист мар.Хамӑн ачана хамӑнах вӗрентме лекет мӗн вӑл лайӑх,мӗн вӑл япӑх.Шкула ан шан.Вӗрентекен вӑл ют ҫын ман ачашӑн,вӗренттӗр вӑл ик хут иккӗ.Ыттине вара хамах вӗрентӗп. | |
Agabazar // 3887.51.3318
2018.02.05 21:32 | |
Павликморозовсем ниçта та çухалман — https://www.currenttime.tv/a/27130598.html | |
Аскольд Де Герсо // 2575.50.1812
2018.04.05 16:07 | |
Революцию совершают романтики, но плодами пользуются негодяи, тесе каламан-и францинчи революцие йĕркелекенсем? Акапасаршăн уйрăммăн асăрхатаратăп: франци чĕлхипе çырсан кашниех ăнланмасса та пултарать. Францири революци пуçлăхĕсем мĕнле вĕçлеççĕ пурнăçне? Раççейри 1917 çулхи революци çулпуçĕсем мĕнле вĕçлеççĕ? Хăйсенех истори кустăрми таптаса, якатса каймасть-и? Паян мĕнле асăнаççĕ çав пуçтахсене? Вырăссен питĕ вырăнлă каларăш пур: за что боролись, на то и напоролись | |
Аскольд Де Герсо // 2575.50.1812
2018.04.05 16:13 | |
Паянхи кун телевидени çинче "Холостяк" ятлă проект пур, ăçта хĕрсем пĕтĕм Раççейрен пухăнса тавар, Вăтам Азири чура пасарĕнчи евĕр хăйсене тăратаççĕ. Вăтам Азиринчи пасарне ăнланма пулать, унта хĕрсене вăйпа илсе килнĕ, хальхи пикесене кам вара турса килет-ши çакă пасара? Е эпир укçа-мул тесе хамăра хамăр та сутам хатĕр-ши? Çакăнтан пуçланмасть-ши пирĕн чурала кăмăл-cипет? Хальхи çамрăксем чылайăшĕ укçа-тенкĕ тесен темĕне те хисеплеме хатĕр | |
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 18:54 | |
Мдя... Ĕнтĕ ку Герсоновран хăтăлассисем часах пулмаççĕ пуль... Ленин калашле, "всерьёз и надолго".
Сайта çĕлен пек яваласа илет те пурин юнне те пăсма пуçлать. Хăрушă! ...Хранццус чĕлхине ăнланмаççĕ пулсан, юнашар чăвашла куçару вырнаçтараççĕ. Атту Наплюн патша шарлантарса вырăсла калаçнă пек пулса тухать. | |
Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.04.05 19:04 | |
Акапасар, мӗн, хӑвӑн вырӑнна туртса илесрен хӑратним? :) | |
Agabazar // 3425.87.2772
2018.04.05 19:57 | |
Паллах, акапасартан хăрушрах çвер тĕнчере çук. | |
Аскольд Де Герсо // 2168.05.1974
2018.04.05 20:14 | |
Юрать, Наполеон чăвашла калаçман. Гитлер чăвашла дубляжсенче чăвашла пуплет. Гитлер вара чăваш пулнă-и? Акапасар, тĕрĕслĕх, тен, куçа çурать-и е чĕрене тивет-и? Çвер, сăмах майăн чăвашла тискер чĕрчун пулать. Е тĕрĕс мар-и? | |
Аскольд Де Герсо // 2168.05.1974
2018.04.05 20:14 | |
Юрать, Наполеон чăвашла калаçман. Гитлер чăвашла дубляжсенче чăвашла пуплет. Гитлер вара чăваш пулнă-и? Акапасар, тĕрĕслĕх, тен, куçа çурать-и е чĕрене тивет-и? Çвер, сăмах майăн чăвашла тискер чĕрчун пулать. Е тĕрĕс мар-и? |