Армути // 3570.01.5144
2017.12.21 05:29 | |
Славика калани: Станьял мифа "хаймак" тет, сочинение - "хайлӑк, статьяна - "хӑтав", повеҫе -"халай", романа"сӑскан, редактора "тӗремен" тет"Чӑваш литературин вӗрентӳ меслечӗсем " кӗнекинче. Лекцисенче те ҫапла калатчӗ,мӗнле пулӑмне ӑнлантаратчӗ, "Сӑскан"- тӗрӗк сӑмахӗ тенине астӑватӑп, те "миме", те "сӑмах" тенинчен-и? Халь каламастпӑр та,манса кайнӑ иккен-мӗн. | |
Serzh // 4266.15.9496
2017.12.21 08:46 | |
Чăн малтан И. Егоров романне çырса кун çути кăтартса ашшĕ-амăшĕ валли çыруллă палăк лартнă. Ку питĕ пархатарлă ĕç.
Иккĕмĕшĕнчен, пиччĕшĕпе шăллĕн ( М. Сениэльпе И. Егоровăн) шăписем ытла та тумхахлă пулчĕç. Пĕрне хăй вăхăтĕнче влаç творчествишĕн ''антисоветчик'' тесе те айăпланă, темиçе хут та шăпланма хушнă, 1978 çулта çамрăк поэтăн ''Юрату юрри'' ятлă тухас кĕнекине издательствăра ушкăнпа сÿтсе явса пĕр саслăн пулса сивленĕ, хурласа тăкнă, çав кунсенчех çунтарса (!) та янă. Теприне (ун чухне ултă кĕнеке авторне) темиçе çул хушши СССР Çыравçăсен Союзне илмесĕр муталанă, Сениэль шăллĕ тесе хайлавĕсене темплана кĕртмен. Кĕртсен те кайран кăлара-кăлара пăрахнă е тетрадь пек кăна пичетлесе кăларнă. | |
Вулакан // 4157.8.2636
2017.12.21 23:48 | |
Лайăх, лайăх, кăсăк япала. Унашкалли те кирлĕ литературăраю
| |
Базиль Кириллов // 2971.03.9695
2017.12.22 14:54 | |
Сниэль кӗнекине мӗншӗн кӑларттарманни пирки Аристарх ҫапла каласа панӑччӗ: Александр Галкин тӗп редактор ун кӗнекинчен 5-6 сӑвва (ытла йӑваш тесе) кӑларса ывӑтма хушать те отпуска каять, Тухнӑ ҫӗре "таса листасем" килсе выртнӑ, Галкин уҫса пӑхать те вӑл хушнине сӗмсӗррӗн итлеменнине курать, хайхи "шӗвӗ" йӗркесем ним мар чӳхенсе тӑраҫҫӗ. Хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса тӗппи Сениэль кӗнекине "тӗплет". Кайран ҫакна авторӗ, ун хыҫҫӑн шӑллӗ, хӑюллӑ сӑвӑсемшӗн тытса чарчӗҫ тесе кӑкӑр ҫапса ҫӳренӗ. | |
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.23 12:59 | |
Акташ, КАМПА мухтанатӑн эсӗ?
Сениэльпе-и, Иван Егоровпа-и? МӖН пур Сениэлӗн мухтанмалӑх? МӖН пур Иван Егоровӑн мухтанмалӑх? МӖН?! Иван Егоровӑн "Ҫут тӗнче" "романӗ" вӑл (И.Егоров роман МӖН иккенне пӗлет-ши?) - ҫӗрӗк ҫӑмарта. Эпӗ ку пакӑҫ хайлава, 2004 ҫулта 100 экземплярпа тухнӑскере, вуланӑ, ҫавӑнпа та сӑмах мӗн пирки пыни ҫинчен пӗлетӗп. Пароноик Иван Егоровшӑн пурте "пӑх купи" - Петӗр Хусанкай та, Атнер Хусанкай та, Ухсай та, Сементер те, Айташ та, Порфирий Афанасьев та, Смолин та, Сарпи те, ыттисем те... Малтан ВУЛӐР, унтан хаклӑр! Валери Туркай. 8-927-855-54-80 | |
Пĕр хĕрарăм // 1708.63.9390
2017.12.23 14:59 | |
Туркай мĕн калама пултарать-ши Денис Гордеевăн "Хăямат"повеçĕ çинчен? | |
Serzh // 9379-1938
2017.12.24 12:13 | |
Хамăн ентешсене никама та хур кÿме мамастăп! Валери Туркай йăнăшать. Усал сăмахсемпе хăртма ана никам та ирĕк паман!
Михаил Сениэль поэт нумай-нумай паха япаласем çырса хăварнă. Унăн çăлтăрĕ халĕ те çунать. Эп астроном пулнă пулсан, хальтерех уçнă планетăсен пĕрне унăн ятне панă пулăттăм. Иван Егоров çыравçă та талантсăр писатель мар. Туркайăн хăйĕн мĕр пур-ха? Сăмах май каласан, темиçе çул каярах пĕр ача сатĕнче Хĕл Мучи пулма тÿр килчĕ. Сăвă лайăх вуланă арçын ачаран ыйтрăм: ''Ачам, эс мĕн ятлă?'' ''Эпĕ - Владик Петров!!'' - тесе хуравларĕ улттăри ача, пĕчĕк кăкăрне çапса.)))))))))) ''Çут тĕнче'' романа вара пурне те вуласа тухма сĕнетĕп. Унта нумай çыравçăсен тата çыравçă пеккисен сăнарĕсене яр-уççăн сăнласа кăтартнă. | |
Çав сынах // 3000.76.3861
2017.12.24 16:19 | |
Юпитер, ты сердишься, значит, ты не прав. Чăн та, Туркайăн Юпитер патне кармашма нумай пăтă çимелле-ха... Иван Егоровăн романĕнчи сăнарсем пурте – чăн çынсем. Çапларах пирĕн литература... | |
Agabazar // 7117-1376
2017.12.24 23:06 | |
Кам Михаил Сениэлĕн Геннадий Айхие пародилесе çырнă "Хайхисем — Хайхисемпе" сăввине пĕлет?
<<Çав сынах // 3000.76.3861 2017-12-24 16:19 Юпитер, ты сердишься, значит, ты не прав. >> Чăвашла калаç. "Сӑскан"- тӗрӗк сӑмахӗ тенине астӑватӑп, те "миме", те "сӑмах" тенинчен-и? Халь каламастпӑр та,манса кайнӑ иккен-мӗн. Чăваш Сăскан ял пур (Чĕмпĕр облаçĕ, Мелекес районĕ). | |
Валери Туркай // 2125.26.2677
2017.12.25 08:44 | |
Иван ЕГОРОВ "Ҫут тӗнче" "роман", 3-мӗш кӗнеке, 257-мӗш страница:
"Эпӗ, Питтӑр Питрович (сӑмах кунта Петӗр Хусанкай пирки пырать, И.Егоров аслӑ сӑвӑҫӑмӑра "Касантей" тет - В.Т.), сан шӑллу мар, - терӗ Мишша (Михаил Сениэль - В.Т.), ӑна ӳрӗк-сӳрӗк те вилӗ куҫӗнчен чӑрлаттарса пӑхса, санашкал, чунне шуйттана сутнӑ ҫынна ал памастӑп, йӗрӗнетӗп". Мӗн, "Ҫав ҫынах", ҪАКӐ та - Петӗр Хусанкай пирки "чунне шуйттана сутнӑ ҫын" тени те килӗшет-и сана?.. Эп кунта пӗр пӗчӗк "йӑваш тӗслӗх" ҫеҫ илсе кӑтартрӑм-ха... Сӑмах май каласан, Сениэльпе Иван Егорова лайӑх пӗлекен Юрий Сементер "Ҫут тӗнче" ятлӑ лӑпӑр-лапӑра Иван Егоров мар, Сениэль хӑй ҫырнӑ тесе ҫирӗплетет. Кун пек калама чӑнах та май пур. Валери Туркай |