Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Леонид Атлай: Хамӑр халӑх чӗлхин сатур сӑмахсарҫи

Леонид Атлай01.12.2017 09:467348 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)

 

Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата ыттисен те пархатарлӑ теорипе практика ӗҫӗсене малалла тӑсаканӗ, «пыл хурчӗ пек пурӑнмалла: техӗмлӗ сӗткене пуҫтарса пыл тумалла» тесе куллен хӑйне вӗрентнӗ ашшӗн ҫав тери ытарлӑ каланӑ сӑмахӗсене халӗ те ырӑпа аса илтерекен шур сухалҫӑ, ҫак ылмашуллӑ тӗнчен асапӗпе телейне тӑван ҫӗрпе ялан ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ сӑпайлӑ шухӑшлавҫӑ, тӗлӗнмелле вӑлта хуҫи-пулӑҫӑ - ҫак пӗртте ӳстермесӗр пӗр тӗвве-ҫӗвве пӗрлештернӗ йӗркесене ҫине тӑрса вуласан - тӑван республикӑмӑрти тата халӑхӑмӑрти Пӗр Паллӑ Ҫын пирки кӑна калама пултаратпӑр. Питех те, шел, иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ…

Пирӗн аслӑ-ӑслӑ тата пуян ӑс-халлӑ вӗрентекенӗмӗр - М.И. Скворцов профессор ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑранпа раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫул талӑк ҫитет.

Ҫак пултаруллӑ тӗпчевҫӗн (вӑл килес ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче 84 ҫул тултармаллаччӗ) 55 ҫул хушшинчи ӗҫӗ-хӗлӗ - иксӗлми: «чӗлхе ӑслӑхӗ», «хальхи чӗлхе пӗлӗвӗ», «куллен кирлӗ чӗлхе», «лексикографи», «ономастика», «этнонимика» тата ытти ятарлӑ ӑнлавсемпе тӑтӑшах усӑ курнӑ чухне эпир ялан Михаил Иванович Скворцов ятне аса илетпӗр те вӑл хатӗрлесе-пичетлесе кӑларнӑ ӗҫсене алла тытса малалла «тӑрмашма» пуҫлатпӑр. Ҫав ӗҫсем тӑван чӗлхене тишкерекенсемшӗн хатӗр материал та, ҫӑлкуҫ та, тӗпчев никӗсӗ те шутланаҫҫӗ. Эппин, специалистсемшӗн те, чӗлхепе кӑсӑкланакансемшӗн те - питех пӗлтерӗшлӗ. Ҫут ҫанталӑкпа, ҫӳлти хӑватпа тата хамӑра панӑ вӗршӗн чӗлхемӗрпе ҫеҫ эпир чӑваш ҫынни пулса тӑратпӑр.

Хальхи глобализаци тапхӑрӗнче чӗлхе пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанса-улшӑнса пынине куллен куратпӑр. Ҫак туртӑмӑн тӗрлӗ арӑш-пирӗш енӗсене каллех чи малтан пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулма хавхалантаракан словарьҫӑ халӗ пушшех аса илтерет: ҫӗннине ҫийӗнчех палӑртма хистет, вӗсене кирлӗ вырӑнта тӗрӗс куҫарма вӗрентет...

Хӑйӗн «Чӑваш лексикографийӗ» вӗренӳ пособийӗнче (4 с.) М.И. Скворцов профессор ҫапларах палӑртнӑччӗ: «Хальлӗхе пирӗн нумай-нумай тӗрлӗ словарьсем ҫук-ха, вӗсене хатӗрлес ӗҫ теорийӗпе методикине алла илесси, словарьсем хайлас ӗҫе тӳррӗнех хутшӑнасси - шӑпах пулас чӗлхеҫӗсен, учительсен, ҫыравҫӑсен тивӗҫӗ». Кунпа, паллах, килӗшме те пулать. Анчах та ҫак йывӑр та тумхахлӑ ӗҫ чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗнче пӗр самантлӑха та чарӑнса ларман. Хальхи вӑхӑтра техника хатӗрӗсем ҫителӗклех, вӗсем валли ӗҫе хӑвӑртлатмалли ятарлӑ чӑвашла программӑсем те пур. Компьютерсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн, тӗрлӗ йышши словарь программисене калӑпламашкӑн ятарлӑ специалистсене тупса патшалӑхӑн куллен пулӑшмалла ҫеҫ.

Пӗтӗм тӗнчипех паллӑ 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» (выр. «Словарь чувашского языка», Казань - Чебоксары, 1928-1950) Н.И. Ашмарин латинла тезаурус «сокровище, клад* сокровощница» тесе те ят панӑ. Вӑл пӗтӗм чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫак словаре кӗрсе ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлнине пӗлтерет. Ҫав пуянлӑхпа тӗрӗс усӑ курас тесессӗн пирӗн ытти словарьсене тата справочниксене - мӗне шута илсе пичетлесе кӑларнине тата кӑлармаллине те лайӑх пӗлмелле. Вӑл тӑван чӗлхемӗрӗн аталанӑвӗн иртнӗ тата хальхи кун-ҫулне уҫӑмлӑн палӑртма май парать. М.И. Скворцов чӑннипех хӑйӗн чун-чӗри ӑшшийӗпе чӑвашлӑха пӑрланса ларассинчен упракан шӑпа-сӑмах-пӗлтерӗш инженерӗ пулса тӑчӗ.

Эппин, ҫак каҫалӑк-хутлӑхра ку енӗпе талпӑнса ӗҫлекене М.И. Скворцовӑн ырӑ та ҫутӑ сӑнарӗ вӑй-хӑват кӳретех. Вӑл парса хӑварнӑ пархатарлӑ ӗҫсем, куллен хӑлхара янракан хивре сӑмахсем пирӗн шухӑшлавпа ӑс-хакӑлӑн ҫил арманне ӑшпиллӗн ҫавӑрттарма пулӑшмалла. Чӑвашлӑхӑн варкӑш ҫилӗ Халӗ пурне те, пушшех те, кирлӗ.

 

Л. Атлай

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3298.84.5198
2017.12.01 11:28
Agabazar
Лексикограф.
Agabazar // 3298.84.5198
2017.12.01 11:28
Agabazar
Чăваш сăмахĕсене пĕрле çырас йĕркесемшĕн питĕ хытă тăратчĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем