Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Тутарстанри чӑвашсене чӗнсе калани

Agabazar30.11.2017 13:3613249 хут пӑхнӑ

Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.

Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем,

Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш.

Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет.

Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха?

Ман шутпа, такамсем хыҫҫӑн кайса, ниепле те тутар чӗлхине тӗппипех айккинелле сирес ҫул ҫине тӑрас пулмасть.

Тутар чӗлхине вӗреннипе нимле сиен те пулас ҫук.

Сехетсен шучӗ пирки ыйту лартма пултаратӑр, анчах та тутар чӗлхине кӑштах та пулин вӗренесех пулать пуль. Ҫапла туни пирӗн тӑван чӑваш чӗлхишӗн те усӑллӑ.

Апла-и, капла-и, кӑштах тутар чӗлхине вӗреннипех чӑваш тутарланса каяс ҫук. Унашкал хӑрушлӑх пачах та ҫук. Ытти ҫӗрти пекех, Тутарстанра та чӑвашсем чӑннипе тутарланса мар, вырӑсланса пыраҫҫӗ.

Пӗр япаларан ҫеҫ хытӑ сыхланас пулать. Епле пулсан та тӑван чӑваш чӗлхине вӗренессинчен пӑрӑнас марччӗ.

Ҫапла пулса ан тухтӑр: шкулта вырӑс чӗлхи пур, тутар чӗлхи пур, акӑлчан чӗлхи пур, анчах та тӑван чӑваш чӗлхи ҫук. Апла пулмалла мар.

Леш тутар чӗлхине вӗренесси пирки калас пулсан, ӑна вӗрентекенсене таҫтан тутар ялӗсенчен чӗнсе илмессе те пултаратӑр. Мӗншӗн тесен тутар чӗлхине пӗлекенсем чӑваш вӗрентевҫисем хушшинче те пур.

Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ чухне юнашар пурнакан тутар ачисене те явӑҫтарма тӑрӑшӑр. Урӑхла каласан, вӗсем те чӑваш ачисемпе юнашар ларса чӑваш чӗлхине вӗренме пултараҫҫӗ. Ун пек тӗслӗхсем пур, эсир вӗсене пӗлетӗр. Унашкал тӗслӗхсене эп хам та пайтах пӗлетӗп.

Салампа Agabazar .

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3438.2.4527
2018.02.08 14:09
Agabazar
Тимушкел хĕрĕ калани: "Чăвашла пурте вĕреннĕ, сайра хутра леккелетчĕç вĕренесшĕн маррисем. Халь ун пеккисем нумайрах."

(малалли) Тата хăшпĕр чухне çемйесем хуларан яла куçса килеççĕ, ачисем чăвашла пĕлмеççĕ. Каллех эп çырса кăтартнă пек турткалашу пуçланса кайма пултарать. Унчченхи вăхăтсенче унашкал япаласем яланах майĕпен вырăна ларнă, ниепле проблема та пулман. Анчах, —тата тепре калатăп,— пурнăç улшăнсах пырать.
2018.04.08 08:48
Пĕтĕмпе тĕрĕс, пирĕн ялах илер, ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçтармасть ачисене, куна чиновник айăплă-ши? Паянхи куна районта "гений чувашской поэзии" текен конкурс йĕркелет "Благодарение" фонд. Чăваш чĕлхине çĕтнинче хамăрта та айăпĕ аванах
Agabazar // 3516.58.2883
2018.04.08 18:59
Agabazar
"Эп айăплă!" тесе хăвна ху хăлха чиккинчен янклаттарса яр!
2018.04.08 21:05
Акапасар, манпа кĕвĕçнипе инçе каяяс çук, эпĕ министрта лармастăп. Тата хăш енчен эпĕ айăплă пулам-ха, енчен те эпĕ чăваш çыравçи, ку вĕт парадокс пулса тухать.Çапла мар-и?
Agabazar // 3516.58.2883
2018.04.08 21:44
Agabazar
Тепĕр статья çумĕнчи хворумра кунта "Россия-чуваш" ятлă хăвашшист йăпшăнса çÿрет. Çавăнпа кайса "калаç".
Attila // 2341.78.0387
2018.04.08 22:35
Attila
Питӗ тӗрӗс ҫырнӑ Agabazar...Ufa енче те чавашсем нумай..весем те 3-4 челхе вӗренеҫҫӗ )))Голландинче 4 челхе пелеҫҫе Франции акалчан нимеҫ тата голанди челхи 4 челхе тӑван чӗлхе. )))
2018.04.08 23:30
Аttila, куна никам та чармасть, пĕтĕмпе хăвăн ирĕк. Казанова вăл енне кайсан 27 чĕлхе çинче çырнă, вуланă, калаçнă, унсăр пуçне математик. Ăна вара вăйпа вĕрентнĕ-ши? Е тата мĕскер-тĕр сĕнсе? Пирĕн чăваш ялĕнче тутар чĕлхи обязательный предмет, чăваш чĕлхи çинчен асăнмаççĕ те. Никам та ашшĕ-амăшĕ енчен турткалашни те çук. Вăт çапла
2018.04.10 16:38
Акапасар, сăнÿкерчĕк çинче мĕншĕн вырăсла вырнаçтарнă а ятне? Эпир вĕт çавах та, хăвăр калашле чăвашла сайт çинче ларатпăр, е тата йынăшатăп-ши эпĕ?
Agabazar // 3087.69.9320
2018.04.10 17:28
Agabazar
Мĕнле вырăсла?
Курмастăн-им аялта мĕн çырса хунине — Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул.
----------------------------------------------------
Аскольд Де Герсо // 3812.07.1401
2018-04-08 23:30
Аttila, куна никам та чармасть, пĕтĕмпе хăвăн ирĕк.
---------------------------------------------------------
Кунашкал "ирĕке" леш вырăна чиксе хума пултаран.
2018.04.10 19:10
Акапасар, эпир сирĕнпе çур литр та чĕрĕк те пушатман, пĕр-пĕрне эсĕ тесе чĕнме. Пилĕкрен çÿл енче çĕнме пулмасан, пилĕкрен аялалла анма шутларăр-и? Енчен те хăвăра аслă пĕлÿллĕ çын вырăнĕнче шутлатăр пулсан, воспитани енчен ноль. Аçăр, аххăр чĕн пиççихи çыхман курăнать. Эпĕ сăнÿкерчĕк айĕнче темерĕм, сăнÿкерчĕкре.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем