Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Болгарский: Чунҫӳрев-2017 тата чӑвашлӑха аталантарас пирки

Владимир Болгарский20.07.2017 22:293648 хут пӑхнӑ

Чунҫӳрев тӗлӗнмелле япала. Раҫҫӗйре, е Еврази лаптӑкӗнче нимле халӑх та ку меслете шутласа кӑларма пултарайман, пултараймаҫҫӗ те. Ара нимле халӑхӑн та пирӗн пек истори ҫук вӗт. Калӑпӑр мордва халӑхӗ ҫӳреет-и хӑйсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене кайса курма? Ҫук ҫӳреймест. Ирҫесем вӑл вырӑнсене палӑртма та пултараймаҫҫӗ, ҫармӑссем те, удмуртсем те.

Вӗсем кӑна мар, тутарсем те. Калӑпӑр, тутарсем хӑйсем авалтарах пурӑннӑ вырӑнсене каяс тесен, вӗсен нумай йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсен пӑлхарӗсем хирӗҫ кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ. Кайран вара тутарӗсем хӑйсен тутар-пӑлхарӗсене хыттӑн вӑрҫма тытӑнаҫҫӗ, - эпир пӑлхарсем мар, чӑн тутарсем - тесе. Пирӗн чӑвашсен вара ун пек ыйтусем пулма пултараймаҫҫӗ, официаллӑ историне пӑхӑнсан.

Еврази пространствинче, ӑҫта пӑхан, унта е пӑлхарсем, е сувар-савирсем, хуннсем пулнӑ. Пурте пирӗн мӑн асаттесен историнчи ячӗсем. Сӑварсем 9-ш ӗмӗр вӗҫӗнче йӑлт пӑлхар халӑх ятне илсе историнче палӑрма пӑрахнӑ пулин те.

Чунҫӳревҫӗсем 28 ҫул ӗнтӗ мӑн асаттесен ҫулӗсене палӑртса ҫула тухаҫҫӗ. Ку таранччен нумай ҫӗрте пулнӑ вӗсем. Дагестанра, Азербайджанра, Казахстанра (икӗ хут), Алтайра. Пурне те пӗлейместӗп те пуль. Хамӑр Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче ҫитмен вырӑн хӑварман ӗнтӗ.

Чунҫӳреври чӑн маттуррисенчен пӗри, ҫамрӑксен"Калинка" ташӑ ансамблӗн ертӳҫи, Ирина Петрова. Ҫултан ҫул вӑл вӑхӑтне-кунне, хӑйне шеллемесӗр, пӗтӗм тӗнчене чӑваш культурипе паллаштарать. Пӗлетӗр-и, пӗтӗм тӗнче тӑрӑх ҫӳресе! Анчах та темшӗн чӑвашлӑхшӑн ҫапла хастар ҫулран-ҫул тӑрӑшакан, "Калинка" ансабль ертӳҫи Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне илейместь. Кам кӑна илместь пуль ку ята, чӑн-чӑн чӑваш ӗҫченӗ вара, Ирина Петрова темшӗн илеймест? Ку паллах Чӑваш Республикин культура министерствинчи тӳре-шарасен ҫитменлӗхӗ. Вӗсен ку тӗрӗсмарлӑха пӗтермеллех. Е иккӗленеҫҫӗ пулсан, тепӗр хут "Калинка" мӗнлерех чӑвашлӑха ҫӗкленине пырса пӑхчӗр, вара иккӗленӳсем тӳрех иртсе каяҫҫӗ.

Малашне чӑвашсен чунҫӳревпе ҫитсе курмалли вырӑнсем тата та нумай-ха. Францие, Шампань провинцине кайса чул палӑкӗ лартсан питӗ аванччӗ. Ара унта пирӗн хун асаттесен патши Атилла 451-ш ҫулта ҫапӑҫнӑ вӗт. Нумай хун-пӑлхар-чӑвашсем пуҫа хунӑ унта.

Венгри ҫӗрӗсем ҫинче Аттилӑн тӗп вырӑнӗ пулнӑ. Ҫапла, вырӑсла каласан, Аттиллӑн «центральнӑй ставкине» шӑп та «вырӑн(урын)» тенӗ хунсем. Ку сӑмах хунсенчен упранса юлнӑ темиҫе сӑмахсенчен пӗри. Ун пирки РАН ученӑй-филологӗ Анна Дыбо питӗ лайӑх ҫырса, каласа парать, ютубра.

Болгарине те ҫитсе курмалла. Унти авалхи хуласенче, Плискӑра, Силистрӑра, Великотырновӑра (Аслӑ Тӑрӑн), 680 ҫулсенчен пуҫласа 9-ш ӗмӗрчченех Дунай Пӑлхар патшалӑхне пуҫласа яракан патшисем тата тӳре-шарасем, ытларах халӑхӗ пирӗн пӑлхар-чӑваш чӗлхипе калаҫса пурӑннӑ. Турцинчи Стамбула та ҫитсе курма пулать. Унта Византи патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче, Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗн пӗрремӗш патши Кубрат 619-ш ҫулта тӗне кӗнӗ. Вуникӗ ҫултан пуҫласа ҫирӗм ҫула ҫитиччен ҫитӗннӗ вӑл Константинопольте(Стамбул), ун чухнехи йӑлапа.

Турккӑ халӑхӗ вӑл вӑхӑтра историнче ҫуралман-ха. Вӗсем 10-ш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӑна, огуз-туркмен йӑхӗсенчен пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ. Китай ҫӗрӗсене те ҫитсе курмалла. Ҫурҫӗр Китай ҫӗрӗсем ҫинче, пирӗн эрӑри 1-ш ӗмӗрсенче 20 патшалӑх огур (пӑлхар-чӑваш) чӗлхипе калаҫса пурӑннӑ. Унти ҫӗрсем пӑлхар-чӑваш асаттесен темиҫе ӗмӗр хушши тӗп ҫӗрӗсем пулнӑ. Тен чунҫӳревҫӗсем хальхи Иран патшалӑхӗн кӑнтӑр ҫӗрӗсене те ҫитсе курас тейӗҫ. Унта пулнӑ вӗт пӑлхар-чӑвашсен чи авалхи патшалӑхӗсем. Супар (Субарту) тата Илем (Элам) ятлӑ пулнӑ теҫҫӗ, тӗнчери паллӑ историксем.

Эпӗ кӑҫал Чунҫӳреве иккӗмӗш хут хутшӑнтӑм. Иртнӗ ҫул Фанагоринче чул палӑкӗ лартнӑ ҫӗре хутшӑннӑччӗ, ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Нумай хатӗрленнӗччӗ эпӗ Фанагоринче чул лартас тесе.

Кӑҫалхи Чунҫӳрев-2017, ҫук ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Пирӗн хамӑр халӑхран нимӗн те пытармалла мар, йӑлт тӗрӗссине каламалла. Ҫавӑнпа та кӗскен Чунҫӳрев-2017 тата Чунҫӳрев-2016 пирки каласан, никама та сиен пулмасть пуль. Малашлӑхри кирлӗ мар кӑлтӑксене пӑрӑнма кӑна вӗренесчӗ.

Иртнӗ ҫул эпӗ чул палӑкӗ лартассине йӑлт хам ҫине илнӗччӗ. Палӑкне лартма ирӗк паракансемпе вӑрӑм калаҫусене калаҫассине те, ытти тӑкакӗсене те хам ҫине илес терӗм. Чунҫӳреве улшӑнмасӑр ертсе пыракан Ултияр Цыпленков малтан юпа лартма сӗннӗчӗ, вара эпӗ — юпа мар чул палӑкӗ лартмалла, унта информаци кирлӗ таран вырнаҫтарма пулать, йывӑҫ юпа ҫӗрсе каять, унта нимӗнле информаци те вырнаҫтарма май ҫук, — тесе сӗнтӗм ун чух.

Пӗтӗмпе шутласан иртнӗ ҫул, манӑн хам укҫаран гранит чул ҫине, гранит плити ҫине, тата Фанагорие тата Краснодара ятарласа кайса килнисене шутласан, Крымри телевидени журналисчӗсене чӗннисене шутласан, 200 000 (икҫӗр пин) яхӑн тухса кайнӑччӗ. Анчах та Чунҫӳрев-2016 палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫларӗ. Тӳре-шарасемпе Фанагоринче е Краснодарта калаҫнӑ чух эпӗ пӗрре те: — чул палӑкне ларттаратӑр-и - тесе ыйтманччӗ. Чул палӑкне хӑш вырӑна лартма ирӗк паратӑр? — тесе, ҫапларах меслетпе калаҫнӑччӗ. Уйрӑмлӑхне асӑрхатӑр ӗнтӗ. Эпӗ иртнӗ ҫулла пӗртте каялла шутламан, тулӗк малалла, тем пулсан та лартатпӑрах чул палӑкне- тенӗччӗ. Вара тӗллев те пурнӑҫланчӗ.

Кӑҫал вара Казахстана кайсан пирӗн, Чӗмпӗрти Н.Кондрашкин паллӑ скульпторпа иксӗмӗрӗн, Ултияра йӑлт пӑхӑнма тиврӗ. Инҫе ҫула тухиччен эпир Ултиарпа калаҫса татӑлнӑччӗ ӗнтӗ. Эпӗ гранит плитине ҫырса хатӗрлеп (виҫӗ чӗлхепе, казахла, вырӑсла, чӑвашла 470 буквӑ, хитре гранит плитине чӗрсе ҫырса 42000 пине ларчӗ), Н.Кондрашкина барельеф валли тӑкаклап — тенӗччӗ. Хатӗрлерӗм, тӑкаклантӑм. Ара чӑваш халӑхӗшӗн пуҫланӑ ӗҫе пурнӑҫламалла ҫке.

Ҫула тухас умӗн Ултияра, вырӑнти тӳре-шарасем валли парнесем илме нухратне те уйӑрса панӑччӗ , 10 000 кӑна пулин те. Ара чулӗ хатӗр терӗҫ те.

Анчах та вырӑна ҫитсен нимле чул та ҫук, чулне лартма нимӗнле ирӗк те никамран та ҫук! Ку та мар, Казахстанӑн тӗлӗнмелле пысӑк ҫӗрӗсем ҫинче, Тян-Шань тӑвӗсем ҫумӗнче пӗр пӗчӗк вырӑн тупса чул палӑкне лартма, шухӑшсене малалла та яраймарӑмӑр. Ара Ултияртан иртеймерӗмӗр, вӑл сасартӑк урӑхларах шутланине пула.

Ирӗксӗрех 470 буквӑллӑ гранит плитипе, Атилла барельефне Туркестан хулинчи казах-турккӑ университечӗн музейне парса хӑварма тиврӗ. Кӑштах "презентаци" ирттерсе. Манӑн, ку ӗҫе валли 70 000 яхӑн (ҫул укҫипе пӗчӗк тӑкаксемсӗр) укҫа тӑкни ахаль пулчӗ - ши, тесе кӑна шутланӑччӗ. Ҫук ахаль пулмарӗ. Мӗншӗн тесен Казахстана кайса курни мӗне тӑрать! Мӑн асаттесене хисеплесе чул палӑкне пӗрре кайсах лартма май килмерӗ пулин те. Тепӗр хут кайса лартатпӑр-лартатпӑрах.

«6-ш ӗмӗрти Анӑҫ-Тӗрӗк хаканачӗнче, пӑлхар-чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса пурӑннӑ мӑн асаттесем» — каҫарӑр пире!!! Ҫитес ҫул та пулин лартатпӑрах чул палӑкне Казахстан ҫӗрӗ ҫинче. Анӑҫ Тӗрӗк каганачӗ пирки кунта https://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%97%D0%B0%D0%BF%D0%B0%D0%B4%D0%BD%D0%BE-%D1%82%D1%8E%D1%80%D0%BA%D1%81%D0%BA%D0%B8%D0%B9_%D0%BA%D0%B0%D0%B3%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D1%82 пӑхма пултаратӑр.

Иртнӗ ҫулхи пек ҫырусемпе тухатӑп, Казахстан влаҫӗсем патне. Ҫук эп никама та айӑплас тесе ҫырмастӑп. Чунҫӳревпе, унта пулса иртекен ӗҫсемпе нумайӑшӗ ҫав тери кӑсӑкланаҫҫӗ. «Чунҫӳрев» — пӗччен шутласа кӑларнӑ япала мар. Чунҫӳрев — вӑл чӑваш халӑх тӗшши. Ҫавӑнпа та Чунҫӳреве чӑваш халӑх ячӗпе пӗр ҫыннӑн ертсе пымалла мар — ман шутпа. Ирӗксӗрех аттук пирӗн чӑваш историйӗнчи Эльмен пек пулма тытӑнатпӑр.

Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, 1920-ш ҫулсенче чӑваш автономине йӗркелеме тытӑнсан, Ленин патшалӑх ертӳҫи, чӑваш автономи пуҫлӑхне Элмене каланӑ сӑмахсене: — пушкӑртсем губерни хулине илчӗҫ Ӗпхӳе (Уфа), тутарсем губерни хулине илчӗҫ Хусана (Казань), эсир те чӑвашсем губерни хулине илӗр, Чӗмпӗр хӑвӑрӑн тӗп хули пултӑр — тенӗ Ленин. Анчах та Эльмен те влаҫра нумай ларас тенипе, те Ленина питӗ килӗшес тенипе, каялла чакма тытӑнать: — халлӗхе Шупашкар е Канаш пултӑр, кайран вара шутлӑпӑр — тесе лаплаттарса хурать.

Ленин вилнӗ хыҫҫӑн ку ыйтуна вара ятарласа чӑвашсем Мускава кайсан та татса памаҫҫӗ. Темшӗн мана Казахстана ҫитсен, пирӗн пӗччен ертӳҫӗн чул палӑкне лартма шухӑшсем ҫуккӑ пулни, Эльмен мӗн тунине аса илтерчӗ. Вӑт мӗнле иккен вӑл, пысӑк ӗҫсенче пӗччен шутласа каялла чакма тытӑнни, Эльмен мӗн хӑтланнине аса илтерет.

Тата укҫа тӑкаклани пирки. Мӗншӗн эпӗ чӑвашлӑхшӑн укҫа тӑкаклатӑп? Пирӗн чӑвашсен ӑнланмалла ҫак авалхи меслете: — чӑвашлӑх малалла аталанаймасть, енчен те эпир авалхи меслетпе, чӑвашлӑхшӑн, чӑваш культуришӗн, историйӗшӗн, хамӑр кашни чӑваш кӑшт та пулин укҫа хывмасан. Кунта кашни чӑвашлӑхшӑн хӑй мӗн чул укҫа хывнине палӑртса пымалла, пурте пӗлччӗр. Тен, ыттисем те укҫа хывма пуҫлӗҫ пӗчӗккӗн. Ку япалана палӑртса пымалла пирӗн, кам мӗн чул укҫа хывнине палӑртса, уҫҫӑмӑн кӑтартса укҫа хывса аталанассине "модӑна" кӗртсе ямалла. Америкӑри протестантсем калӑпӑр, хӑйсен чиркӗвӗсене, тӗнне ҫапла тытса пыраҫҫӗ, кам мӗн чул укҫа панине хӑйсен чиркӗвне, вӑтанмасӑр пурин умӗнче те уҫҫӑмӑн палӑртаҫҫӗ.

Мӗншӗн? Ара тӑвансем ӑнланмалла пирӗн ҫак ҫӑлӑнмалли меслете, пӗтес мар тесен — эпир, кашни чӑваш ҫынни, чӑвашлӑх ан пӗттӗр тесе тӑрӑшас тесен, паллах ачасене чӑвашла вӗрентнисӗр пуҫсӑр хамӑр чӑвашлӑха хамӑрӑнах укҫа хывма вӗренмелле. Вара тин кӑшт усси пулма тытӑнӗ. Ку паянхи меслет мар. Ку авалтан пыракан меслет. Тӗнчери паллӑ тӗнсем те, православи, католицизм, мусульманство тӗнӗсем ҫак меслете тытса пырса аталанса кайнӑ.

Чӑваш халӑх сайтне те пулӑшсах пымалла пирӗн. Ку вӑл чӑвашлӑх пирки уҫҫӑн ҫыракан пӗртен пӗр сайт. Эпӗ иртнӗ ҫул Чӑваш халӑх сайтне пулӑшма спонсорла сахал мар укҫа-тенкӗ хывнӑччӗ. Ку укҫа сайт йӗркеллӗ аталантӑр, чӑвашсемшӗн чӑн-чӑн сайт-интернет хаҫачӗ пултӑр тесен питӗ сахал, 0,1 процент кӑна пуль. Кӑҫал вара халиччен кӑшт кӑна пулӑшайрӑм, вунӑ пин таранччен кӑна. Анчах та пӗртен пӗр чӑваш халӑх сайчӗшӗн укҫа тупатӑпах, хам ятран.

Тав сире пурне те.

 

Комментари:

Мултиерсен Якăвĕ. // 8604.3.9682
2017-07-21 04:19
Улатимĕр, санпа йăлт килĕшетĕп! Чунçÿреве çÿлĕ шая çĕклес вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Тата ăна çĕнĕ СТАТУС парас пулать: ялан ĕçлекен ĕçтăвком тумалла мар-ши теп тата малашлăха паллăртакан(планирование), тĕпчевçĕ ĕçĕсене тытса пыракан(исследовательская работа) ушкăн та кирлĕ пек шутлатăп. Ăнăçу сана, Улатимĕр, тав пархатарлă ĕçÿсемшĕн!
Ваççа // 9259.3.8429
2017-07-21 19:50
Тулашри Ĕç Министерстви тес, анчах та килти "хуçалăх" пирки асăнакан та çук. Республикăра пăлхар асаттесене асăнса лартнă пĕр сумлă палăк та çук. Вырăнти халăха ун пирки аса илертекен пĕр уяв та ,пĕр япала та çук. Тен акцент тенине паян килти ĕçсене тунă çĕртре тумалла ? Унсăр пуçне, эпĕ шутлатăп,Шупашкарта тăван чĕлхепе ÿстермелли ача пахчисем пулмалла.
Тимер Акташ // 3378.80.3735
2017-07-22 01:25
Терес шухашсене сыртан, Болгарский юлташ-чунташ. Пирен халахен шапи, унан пуласлахе сана пашархантарать. Менле эпир сак сута тенчери серте йар хаваратпарах? Саканшан санан чун ыратать, туйанать. Тата эсе обществалла ес валли, хаван уксине шеллемесер, хывса хуратан.
Маттур. Сана анасу сунатап.
Хушмалли. Тата, эс таван челхин пуянлахе туйса, анланса, ана уса курса, терес публицистикалла, аслалах никес шайе синче, тепчесе, статьисене сыратан.
Мултиерсен Якăвĕ. // 1397.87.5968
2017-07-24 21:53
Ваççа, Шупашкарта урăх Турра кĕлтăваççĕ çав! Ку пит пăшăрхантарать! Ку ĕçе ЧНКан пысăк вăй хурса хутшăнмалла-та, анчах ЧНК чăваш историйĕшĕн пит хуйхăрмаст çав! Минкультури те пит аптрасшăн мар! паллă, вĕсен паянхи кунран юлас килмест ĕнтĕ! Ĕлĕкхишĕн вăрçмаççĕ, паянхине тумасан ĕçрен те кăларса ярĕç! Çавăнпа хыçлă тенкелрен уйăрса ярасран шикленсе ĕçлеççĕ çав! Пирĕн нишлĕ ИНТЕЛЛИГЕНЦИ вара Яковлев ПЕХИЛĔПЕ аташса пурăнать паян кун та! Вĕсене çав ПЕХИЛе тепĕр хут тимлĕн вуласа тухма сĕнес килет, уйрăмах православи тĕнне "ЮРАТСА" пурăнма сĕннĕ йĕркисене!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
заказать белорусские диваны