Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ireklekh: Чӗлхе пӗртансӑрлӑхӗ

Ireklekh22.05.2017 04:151244 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн "Ирӗклӗх" халӑх пӗрлешӗвӗ хӑй умне чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫе мӗн вӑй ҫитнӗ таран туса пыма тӗллев лартнӑ. «Ирӗклӗх» патшалӑхпа вырӑнти хӑйтытӑмлӑ тата федерацин органӗсем, республикӑри юридици сӑпачӗсем чӗлхе пӗртанлӑхне шута илсе ӗҫленине тишкерсе тӑрать.

Ҫав вӑхӑтрах, Чӑваш Конституцийӗпе килӳшӗллӗн, пирӗнпе пӗр тӗллевлӗ Чӑваш патшалӑхӗ чӑваш халӑх культурипе чӗлхине упраса хӑварма явап хӑйӗн ҫине илнӗ.

Раҫҫей Федерацин тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пирӗн Республикӑмӑрта икӗ пӗр тан патшалӑх чӗлхи. Чӑваш патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑ кантурсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе пӗр тан усӑ курмалла.

Шупашкар хула администрацийӗ хушнипех Шупашкарта иртекен офицаллӑ уявсенче хулана РФ тата Чӑваш Республикин патшалӑх паллисемпе усӑ курса "патриотла" илем кӳреҫҫӗ , информаци хӑмисем ҫине чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе ҫыраҫҫӗ.

Шел пулин те, ҫулсенрен, уйӑхсерен-кунсерен те эпир элтешсен, тӑван чӗлхепе калаҫакан чӑвашсен, чӗлхе прависене хӗсӗрленӗ тӗслӗхсене асӑрхатпӑр. 2014-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн варринче Шупашкарти чарӑну павильонӗсен ячӗсене пӗр патшалӑх чӗлхипе кӑна ҫырни вӑл «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна пӑсни тесе шутлатпӑр. Турра шӗкӗр, икӗ уйӑхран чӑвашла ҫырса тӳрлетнине куртӑмӑр. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем чылай. Ҫулсерен хулари чарӑнусене Ҫӗнӗ ҫул, Хӗрарӑмсен кунӗ, "Ҫӗнтерӳ" кунӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ уявӗсемпе саламласа ҫырнӑ стендсемпе илемлетеҫҫӗ. Вӗсем ҫине пӗр патшалӑх чӗлхипе, вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Тӑван чӗлхепе ҫырнине вара ик-виҫ вырӑнта хула тӳремӗсенче кӑна курма пулать. Патшалӑх чӗлхисемпе каллех ҫапла тансӑр усӑ курни вӑл Республикӑмӑрти элтешсен чӗлхе прависене, интересӗсене шута илменни, вӗсене хӗсӗрлени тесе шутлатпӑр. Чӑваш Ен Прокуратурине, хула администрацине ҫак лару-тӑрӑва тишкерсе тухма, кирлӗ мерӑсем йышӑнма ҫирӗппӗн ыйтсах тӑратпӑр.

 

Шел пулин те,паянхи куна та ҫӗршыври чӗлхе политикине ыр енне ылмаштарма пултараймарӑмӑр. Сӑлтавсем тӗрлӗ:

1. Республика шайӗнчи чӗлхе политики, федерацин,республикӑн саккунлӑхӗ пирӗн ирӗксене туллин пурнӑҫлма чӑрмав кӳни;

2. Чӗлхе саккунлӑхне тытса пыма республика тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх хыснисенче уйрӑм укҫа пач та уйӑрса хӑваманни;

3. Ертӳлихре те, халӑхра та чӑваш чӗлхин, чӑваш нацин политика статусне Тӗнчери ытти чӗлхесемпе, нацисемпе пӗр тан пулма пултарнине тавҫӑрса илейменни;

4. Тӳре-шара хура халӑх каланине илтмӗш те курмӑш пулни, уйрӑм ҫын е халӑх пӗрлӗх янӑ ҫырӑва пӑхса тухса ӗҫ тума мар, хуравне пама васкани, шаралӑхрисем тӗнче, федераци, республика саккунлӑхне туллин ӑнкарманни;

5. Чӗлхе саккунлӑхӗн "тӗтрелӗхӗ": ӑна пурнӑҫа кӗртмелли алгоритм панӑянхи кун та ҫирӗпленсе ҫитеймен.

6. ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем