Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхи кунӗ сектантсен уявӗ?

Аçтахар Плотников26.04.2017 10:427654 хут пӑхнӑ

Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.

Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн. Ҫавах та ҫак сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗш те пур. Сӑмахран, Ожегов словарӗ ак ҫапла ӑнлав илсе парать:

Секта — группа лиц, замкнувшихся в своих мелких, узких интересах.

Чӑвашла каласан — халӑхӑн ытларах пайне кӑсӑклантарманнипе, интереслентерменнипе ӗҫлекенсен ушкӑнӗ. Халӑхшӑн «ют» ӗҫпе аппаланакансем. Шӑп ҫак ӑнлав пирки сӑмах пырӗ те.

Ӗнер хула тӑрӑх ҫӳресе мӗн асӑрхарӑм? Халӑхӑн ытларах пайӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ пирки пӗлмест те, чухламасть те. Ку уяв вӗсене кирлӗ мар. Ҫавӑнпа та Иван Яковлев палӑкӗ умне тухакансем те, пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыракансем те маншӑн темле сектантсем евӗр туйӑнчӗҫ. Халӑхӑн ытларах пайӗ нимӗн те асӑрхаман чухне вӗсем чӑваш чӗлхи пирки мӑнаҫлӑн калаҫрӗҫ, саламларӗҫ, савӑнчӗҫ (?).

Чӑн та, уява никӗслекенсем унӑн пӗлтерӗшӗ халӑхра пысӑк пуласса ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ. Шел те, паянхи куна ҫитсен те ҫак уяв вӗренӳпе культура учрежденийӗсенчен тулаша ниепле те тухаймасть. Ак, сӑмахран, ҫак эрнере Чӑваш чӗлхи кунӗпе сахал мар хыпар пулӗ. Шкулсенче чӑваш чӗлхи эрни иртӗ, вулавӑшсенче кӗнеке куравӗсемпе хӑтлавсем йӗркеленӗҫ, анчах та ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑнтарса пӗр мероприяти те пулин иртессе шанӑҫ питӗ сахал. Тӗслӗхрен, сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче пӗр-пӗр «Тухтӑр чӑвашла йышӑнать» акци пулассине илтсен самай тӗлӗннӗ пулӑттӑм. Е «Армрестлинг чӑвашла!» ӑмӑрту ирттерессине пӗлсен. Ҫук унашкаллисем. Чӑваш чӗлхи кунӗ йӑлт вӗренӳпе культура ӗҫченӗсемшӗн кӑна. Мӗн каласси, вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтнех илес — «Актуально» пайра (унта чи пӗлтерӗшлӗ хыпарсене вырнаҫтараҫҫӗ) ку уявпа ҫыхӑннӑ пӗр хыпар та ҫук. Кадетсем пирки пур, ҫулталӑкне пӗрре уявлакан чӑваш чӗлхин уявӗ пирки вара — ҫук.

Малалла каяр. Ак, ытти уявсенех илес. Сӑмахран, Ҫӗнтерӳ кунне. Ку уява ирттерме камсем кӑна хутшӑнмаҫҫӗ вӗт! Тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шараран пуҫласа велоспортсменсем таранах! Е Мӑнкун уявне илес. Унашкал уявсене лавккасем те хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пирки каламастӑп та — хальхи вӑхӑтра вӑл сахалтан та икӗ уйӑха тӑсӑлать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫланать те (Шупашкарти Республика тӳремӗнчи чӑрӑша вӑл уйӑхрах лартма пуҫларӗҫ) кӑрлач уйӑхӗ вӗҫленичченех пырать.

Ман шутпа, Чӑваш чӗлхин уявне тем тесен те анлӑрах ирттерме тӑрӑшмалла. Ку яваплӑха Юрий Исаевпа Константин Яковлева шанса панӑ министерствӑна ҫеҫ тиемелле мар, ыттисене те явӑҫтармаллах. Уяв пирки те халӑха анлӑрах хыпарламалла. Унӑн пӗлтерӗшне уҫса пама тӑрӑшмалла. Чӑн та уява халӑх уявӗн, халӑх кӑмӑллакан уяв шайне ҫитерес тесен темен те шутласа кӑларма май пур. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр.

Ку сӗнӳсем Михаил Васильевич Элтепер патне те, Валерий Филимонов патне те, Иван Моторин патне те ҫитессе питӗ шанас килет. Чӑваш чӗлхи кунне сектантла мар, чӑн та анлӑн ирттермелле пултӑр. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ кунсерен чакса пынин яваплӑхӗ тем тесен те чи малтан республика ертӳҫисене пырса тивет.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Шанчак // 4186.57.1361
2017.04.26 21:37
Астахар шухешепе килешмесер тама сук. Ку уяв синчен пелес тесе темсие хутччен хам та информаци шырам, чаваш патриотенчен ыйта-ыйта йалахтартам. "Эпе культура министри мар, унран ыйтмалла" -пулче хурав.
петр // 5059.3.5746
2017.04.28 19:50
Чăваш чĕлхипе шкулта 9-11 класстаран врентмесен Уявĕ те пыра-киле сÿнсе ларма пултарать. И.Я. Яковлев чăваш чĕлхине упраса хăварма халал панă. Халь 19-ĕмĕр мар.
Сталин хăй юлташĕсемпе пĕрле 102 тĕрлĕ халăх валли пиншер шкулсем уçнă Грождăн Вăрçи хыççăн. 18-23 çул хушшинче çамрăк ăрусенчен миллион-миллион чăн-чăн патриотсем врентсе кларнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем