Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-и?

Аçтахар Плотников04.04.2017 02:155256 хут пӑхнӑ

Кӑҫал Раҫҫей патшалӑхӗ Аслӑ Октябрь революцийӗ тата Нарӑс уйӑхӗнчи пӑлхавӑр пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вӑхӑт ҫаврӑмӗ каллех тепӗр ҫавра тунӑ тесе ҫак вӑхӑталла тепӗр пӑлхавӑр кӗтет. Анчах ҫӗнӗ революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-ши?

Пирӗн халӑхӑн аслӑ ывӑлӗ В.И. Ленин ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхавӑрӑн виҫӗ паллине палӑртма пулать: пӗрремӗшӗнчен, ертӳҫӗсем кивӗлле ӗҫлейменни; иккӗмӗшӗнчен, хура халӑх кивӗлле пурӑнасшӑн марри, виҫҫӗмӗшӗнчен халӑхӑн пысӑк пайӗ, ҫав шутра влаҫрисем хӗтӗрнипе те, хӑйӗн хастарлӑхне ӳстерни. Ҫак палӑрӑмсем пӗрлешсен, имӗш, пӑлхавӑр тухать.

1905-мӗш тата 1917-мӗш ҫулхи революцисен никӗсӗ тем тесен те темиҫе ҫул маларах йӗркеленнӗ. Паллах, халӑх пӑлхава ҫӗкленмелли сӑлтавсем сахал пулман, ҫавах та чи пӗлтерӗшли — 1861 ҫулта крепостла правӑна пӗтерни. Шӑп ҫав вӑхӑт чи пысӑк витӗм кӳнӗ те. Мӗншӗн? Хресченсене ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл вӑхӑтри хресченсем мар, вӗсем ачисемпе мӑнукӗсем ҫеҫ чӑн-чӑн ирӗклӗхе туйса илме пуҫланӑ. Патша ирӗк кӑларнӑ хресченсем вара тем тесен те нумай ҫул хушши кивӗллех пурӑннӑ, кивӗллех ҫӑпата ҫӗтнӗ. Вӗсен ачисем кӑна, крепостниксене нихӑҫан та пӑхӑнманскерсем, хӑйсен ачисене пӗлӳ патне туртӑнтарма пултарнӑ. Ҫавна май 1905-мӗш тата 1917-мӗш ҫулсенчи революцисене тӑвакансем шӑп та лӑп крепостла право мӗн иккенне те пӗлмен, тутанса та курман ҫынсем пулнӑ.

Хальхи саманана илес пулсан пирӗн патшалӑхра 1861-мӗш ҫулхинчи пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — шӑп та лӑп совет самани арканнӑ тапхӑр. Тепӗр май каласан, 1989–1991 ҫулсем. Ҫавна май пулас пӑлхавӑрӑн чи ҫывӑх революциллӗ вӑхӑтне шырас пулсан пирӗн ун ҫумне тепӗр 40–50 ҫул хушмалла. Е тепӗр май каласан, пӗр 2030-мӗш ҫулччен ҫӗнӗ пӑлхавӑр кӗтесси ҫук. Паллах, хальхи вӑхӑт иртнӗ ӗмӗрхипе танлаштарсан самай хӑвӑртрах чупнине те шута илме пулать, ҫавах ку та чи нумаййи 5–10 ҫул ҫеҫ катма пултарӗ. Е тепӗр май чи ҫывӑх ҫул тем тесен те 2020-мӗшӗнчен пӗчӗкрех пулма пултараймасть.

Пӑлхавӑр пулма халӑх пиҫсе ҫитни кӑна мар кирлӗ, иртнӗ саманара пурӑнакансен те ҫут тӗнчерен каймалла, е хӑйсен вӑйне ҫухатмалла. Владимир Путинах илес — вӑл совет саманинче пиҫсе ҫитнӗ ҫын, совет саманинче вӗреннӗскер, совет саманин ырӑ енӗсене кӗнекесем тӑрӑх кӑна мар пӗлекенскер. Ҫавӑ ӑна аталанма, паянхи вӑхӑта шута илсе ӳсме самай пысӑк чӑрмав кӳрет. Вӑл ӗлӗкхилле шутлать, ӗлӗкхи пурнӑҫа аса илсе пурӑнать. Ҫак сӑмахсенех Зюганов, Жириновский тата ытти политиксем пирки каласан та йӑнӑш пулмӗ. Паянхи 35–45 ҫулхи политиксем те пулас пӑлхавӑрӑн ертӳҫисем мар. Сӑмахран, Навальный. Пулас пӑлхавӑра самай ҫамрӑкраххисем тӑвӗҫ. Тен, Навальный ячӗ те пулӗ, анчах вӑл тӗп вырӑнта пулмӗ. Иртнӗ ӗмӗрхи пӑлхавӑра тӗслӗх пек илес пулсан Навальныйӑн вырӑнӗ — 1905 ҫулхи евӗр пӑлхавӑр йӗркелеме пултарасси. Е тепӗр май каласан, пысӑк пӑлхавӑрӑн никӗсне хывса хӑварасси. Унтан ытларах мар. Ҫавах та вӑл та кирлӗ — чӑн-чӑн пысӑк пӑлхавӑр йӗркеленмешкӗн, вӗт-ха, иртнӗ ӗмӗрте 12 ҫул иртмелле пулнӑ!

1991 ҫулта совет самани пӗтнӗ тесе каласан йӑнӑш пулӗччӗ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ ҫеҫ. Чӑннипе вара совет влаҫӗн тапхӑрӗ паянхи куна та пырать. Вӑл политиксен чӗрисенче, асӗнче упранать. Паллах, ҫулран ҫул вӑл хавшаса та хавшаса пырать, унӑн вӑйӗ чакса-чакса пырать. Пирӗн патшалӑхри ҫӗнӗ тапхӑр вара — вӑл ман шутпа пасар самани пулӗ — 40–60 ҫул иртмесӗр чӑн-чӑн вӑй илеймӗ. Ҫавӑнпа та 2030-мӗш ҫулччен пӑлхавӑр евӗр пулӑм кӗтни кӑлӑхах.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Иван Владимировӑн «Долой орла» картини.

 

ХК: Ку текстра пӑлхавӑра йыхравлани нимӗн чухлӗ те ҫуккине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем ӑнланаҫҫех пуль, кунта иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи революцисен никӗсне шырани кӑна пур (эп хам вуламан-ха та, анчах та кунашкал пӗтӗмлетӳ ыттисем те ҫырнах ӗнтӗ, ман шухӑшсене «Америка уҫнӑ» тесе калаймӑн).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем