Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӳтӗлев ушкӑнӗ: «Капкӑн» журнала сыхласа хӑварасчӗ, хупма парас марччӗ!

Хӳтӗлев ушкӑнӗ31.03.2017 09:484521 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне ҫырупа тухнӑ май ҫапла каланӑччӗ: «Влаҫ — полномочисем кӑна мар, чи малтанах — халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх». Пысӑк тав чӑваш елтеперне сумлӑ калаҫӑва ҫак сӑмахсенчен пуҫланӑшӑн. Эпир те, унран пулӑшу ыйтса ҫак ҫырӑва ҫыракансем, сӑмахӑмӑра ҫӳлте асӑннӑ шухӑшранах пуҫласшӑн.

«Капкӑн» тухма пуҫланӑранпа кӑҫал 92 ҫул ҫитрӗ. Халӑхӑн юратнӑ журналӗ яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ! Ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла каламалла: аслӑ ӳсӗмри вулакансем пурте тенӗ пек «Капкӑн» журнала вуласа ҫитӗннӗ, халӗ те кулӑш журналӗ хӑйӗн витӗмлӗхне ҫухатман. Ҫакна унӑн тиражӗ те кӑтартса парать. Юлашки кӑларӑмӗ кӑҫалхи март уйӑхӗнче 1307 экземплярпа тухрӗ. Сӑмахран Тутарстанра тухса тӑракан «Чаян» журналӑн тиражӗ вара ҫак уйӑхра — 1148. Калама та лайӑх мар, «Чаян» журналта 10 ҫын ӗҫлет, «Капкӑнра» — 1 ҫын. Сахаллӑн ӗҫленине кура тӑкакӗ те урӑхларах ӗнтӗ. Ҫапах та журнал вулакан патне яланах вӑхӑтра ҫитет.

Темиҫе уйӑх каялла «Капкӑна» кварталта пӗр хутчен кӑларасси пирки сӑмах пулнӑччӗ, анчах ӑна хупас ыйту кӗтмен ҫӗртен сиксе тухрӗ. Ку ыйтӑва никампа та сӳтсе явман, вӑл шутра унӑн вулаканӗсемпе те.

Ҫын хӑйне хӑй тӗрӗслени — чи шанчӑклӑ тӗрӗслев. «Капкӑн» журнал ҫынсене тӗрӗс ҫултан пӑрӑнассинчен яланах упранӑ, тӳрӗлӗх символӗ вырӑнӗнче пулнӑ. Кӗскен каласан, «Капкӑн» чун-чӗре экологийӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Ӑна — кӑмӑл-сипет хӳтлӗхне! — хупма хатӗрленнине мӗнпе сӑлтавлама пулать-ши?

Вырӑссен паллӑ классикӗ В.Г. Белинский калашле, кулӑш вӑл чӑнлӑха суяран уйӑрса илмелли чи шанчӑклӑ хатӗр. Эппин, этем хаклӑхӗ хисепре чухне сатирӑпа кулӑш пӗлтерӗшӗ нихӑҫан та чакас ҫук. Чӑваш Енре те обществӑпа ҫемье ырлӑхӗшӗн тата коррупципе кӗрешмелли мерӑсен пысӑк комплексӗ пурнӑҫланса пынине пӗлетпӗр. Ҫак йывӑр ӗҫре Чӑваш Республикин Правительствине «Капкӑн» журнал та пулӑшма пултарать. Тӗрӗслӗхе хӳтӗлесси, ултава тӑрӑ шыв ҫине кӑларасси сатирӑпа кулӑш ӑстисен тӗп тивӗҫӗ пулнӑ. Пулать те...

Халӑх ӑс-хакӑлӗ ҫапла вӗрентет: ҫын, ҫутҫанталӑк ырлӑхӗ, чун-чӗре экологийӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулмалла. Ҫакна капкӑнҫӑсем аван туяҫҫӗ. Малашне те ҫак тивлетпех хӗлхемленсе ӗҫлесшӗн-ха. Хамӑр тӑрӑхри вулакансем те, аякра пурӑнакан ентешӗмӗрсем те журналпа ҫыхӑну татмаҫҫӗ. Редакцие кӗрсе тухаҫҫӗ, ҫырусем ҫыраҫҫӗ... Чӑвашсем тӑван сӑмаха «Капкӑнра» шырани аван пулӑм. Йӑхташӑмӑрсем ӑшӑ кулӑша кӑмӑлланине пӗлтерет ку. Ҫынсем чӑваш халӑхӗн кулӑш журналӗ хупӑнмасса шанаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви халӑх кӑмӑлне шута илессе кӗтетпӗр:

Хӳтӗлев ушкӑнӗ

 

Асӑрхаттарни: Ҫак ҫыру айне алӑ пусас ӗҫ пуҫланнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Витор // 1120.37.3559
2017.03.31 12:20
Капкăн питĕ кирлĕ журнал. Малтанхи пекех çивĕч те тĕрĕс фельетонсем çырсан вулакан йышĕ те ӳссе кайĕ.

Капканăн пурнăçĕ татăлмасса шанатăп.

Аванах пултăр!
Виктор // 1120.37.3559
2017.03.31 12:21
Ятне тӳрлетĕр, тхшн.
Agabazar // 3919.91.6026
2017.03.31 14:02
Agabazar
Иван Мучи — "Капкăн" хуçи!
юратусăр // 1188.03.7250
2017.03.31 19:45
Шăлсăр йытта персе пăрахма жалко, çитернин усси çук. Капкăн – шăлсăр йытă пекех. Никама та çыртаймасть, çыртсан та витереймест. Сăнӗпе хăмсарсан кăна ӗнтӗ. Мӗн унта хӳтӗлев ушкăнӗсем туса выртмалла?..
Agabazar // 2074.93.2916
2017.03.31 22:22
Agabazar
Çиччас сире çыртса илет ак "Капкăн"! Тарса хăтăлаймăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем