Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Пӗр пуссӑрах тӑшман чапа кӑларать

Таисия Ташней11.03.2017 07:233911 хут пӑхнӑ

Сӑпайлӑ мар пулин те ҫак статьяна хам ҫинчен ҫырас килет. Ку тарана ҫитиччен хама ҫак тӗнчери пӗр пӗчӗк кӑпшанкӑ вырӑнне ҫеҫ хураттӑм та мана ыттисен ӑмсанмалли, кӗвӗҫмелли, тарӑхмалли сӑлтав ҫук пек туйӑнатчӗ. Анчах ҫак кунсенче пулса иртекен пулӑмсем хамӑн хака самантрах ӳстерчӗҫ. Ҫапла-ҫапла, ӳстерчӗҫ.

Тӑшман чапа кӑларать тесе нихӑҫан та шутламан, анчах вӑл ҫӗр ҫинче питех те кирлӗ иккен. Юрӗ, йӗркипе каласа кӑтартам-ха.

Ҫак ҫула ҫитсе ҫемҫе пукан енне нихӑҫан та тӗмсӗлмен. Пӗр-пӗр лава сӗннӗ самантсем пулсан та тилхепене тытма хирӗҫленӗ. Ҫамрӑкрах чухне пуҫлӑх яваплӑхӗнчен шикленнӗ пулӗ. Каярах, ҫул кайнӑҫсемӗн тата ӑс кӗнӗҫемӗн, ниме тӑман пуҫлӑх пуличчен (ҫемҫе пукан ҫинче лараканӑн коллектива ӑста ертсе пыма ҫеҫ мар, укҫа-тенкӗ ыйтӑвне татма та пӗлмелле-ҫке) лайӑх специалист пулни пахарах теттӗм. Шухӑшлавӑм паян та улшӑнман — пуҫлӑх портфельне тӗлӗкре те тӗлленместӗп.

Мана пуринчен ытла килӗшекенни — аталану. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тетчӗ тӑнлавне пас тытнӑ кукамай. Ялан пӗр вырӑнта ларнине хӑшӗсем ӗҫе чунтан парӑнни вырӑнне йышӑнаҫҫӗ пулӗ. Манӑн шухӑшӑмпа вара ҫыннӑн вӗҫӗм талпӑнмалла: ҫӗнӗ ӗҫрен, тивӗҫрен шикленмелле мар. Нумаях пулмасть хам тӑрӑшакан организацире мана ҫӗнӗ яваплӑх сӗнчӗҫ. Вӑл хамшӑн ют тесен суйни пулӗччӗ. Пытармасӑр-сӑпайланмасӑр каласан, ҫав енӗпе урӑх вырӑнсене те чӗнмен мар. Нумаях пулмасть сӗнни ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ: ӗҫ вырӑнне ылмаштармалла мар, коллектива паллатӑп.

Ҫынна пӗлес тесен пӗр пӑт тӑвар ҫимелле тенӗ ваттисем. Тӗрӗсех. Ҫынна паллани ӑна пӗлнине пӗлтермест. Ҫӗнӗ тивӗҫе шанаканни ҫӗнӗ пуҫлӑх пулчӗ. Пуҫлӑха юратманнисем вӑл йышӑннӑ ҫынна тӑшман вырӑнне хунине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫакна ҫӗнӗ тивӗҫе кӳлӗнсен тепӗр хутчен ӑнлантӑм. Унччен хама ырласа та мухтаса тӑракансемех вӑрттӑн кӑшлама тытӑнчӗҫ. Унччен хампа хӑйсен ҫывӑх тӑванӗ евӗр калаҫнисемех типпӗн сывлӑх сунма пуҫларӗҫ. Унччен хама курайманнисем вара ҫине тӑрса хурлама тапратрӗҫ.

Юрӗ, ку вӑл тинӗсри тумлам тейӗпӗр. Анчах тӑшманӑмсем хӑйсем сисмесӗрех чапа кӑларма пуҫларӗҫ. Маларах мана пӗчӗк йышра кӑна пӗлнӗ пулсан халӗ ятӑм анлӑрах янӑрать. Мӗнле майпа тетӗр-и? 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, ҫынсем пӗрне-пӗри Интернетра шӗкӗлчеҫҫӗ. Унта паттӑрланма питех ансат. Ята кӑтартмасӑр (инкогнито теҫҫӗ-ха ӑна) ҫырса тултарма май пур. Йӗрке хуралҫисем патне тавӑҫпа тухса ҫыру авторӗсене IP-адрес тӑрӑх туптарттарма пулать-ха. Анчах паянхи сӑмахӑм вӗренӗн те вӗҫӗ пурри пирки мар.

Республикӑри МИХсенчен пӗринче пирӗн ӗҫре пуҫлӑх улшӑннине хыпарланӑччӗ. Ҫав информацие хӗрсех сӳтсе явнӑ май юлашки кунсенче манӑн ятӑм та сиксе тухрӗ. Ҫурса тӑкма хатӗррисем те пур, хӳтӗлекеннисем те. Унта, паллӑ ӗнтӗ, хальхи тӑшманӑмсем те йӑшӑлтатаҫҫӗ, ӗлӗк темшӗн кӳреннисем те вӑраннӑ. Малтанах тарӑхрӑм. Анчах кайран савӑнтӑм: хама унччен пӗчӗк йышра кӑна пӗлнӗ пулсан, халӗ ют ҫынсем те ятӑма илтеҫҫӗ, тен, астуса юлӗҫ.

Раҫҫейри эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем, ав, пиар-менеджер тытса хӑйсем валли пӑтӑрмахлӑ тӗрлӗ истори шухӑшлаттарса кӑларттараҫҫӗ. Хӑйсем пирки калаҫтарас тесе ҫавсен уйрӑлма, пӗрлешме, ача ҫуратма, ҫапӑҫма тата темтепӗр туса кӑтартма тивет. Вӑл енчен мана тӗлӗнсе каймалла ансат килсе тухрӗ: никама пӗр пус тӳлемесӗрех тӑшман чапа кӑларать. Теприсем мана кураймасӑр хӑйсен чунне ҫини хам куҫӑм умӗнчи хакӑма сисӗнмеллех хӑпартрӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах хама хӑватлӑ та хевтеллӗ этем пек туйма пуҫларӑм. Мӗнех, тавах сире, тусӑмсем.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем