Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Сусӑра хӑш ҫӗршывра пурӑнма ҫӑмӑлрах?

Софья Савнеш25.12.2016 21:321435 хут пӑхнӑ

http://urspravka495.webservis.ru/lg ... validam-3-gruppy.jpg

 

Юлашки вӑхӑтра патшалӑх сусӑрсем тӗлӗшпе тимлӗ пулма тӑрӑшать. Вӑл е ку ҫӗршывра вӗсем валли мӗнле майсем туса панӑ?

Раҫҫейре. Пирӗн ҫӗршывра «Раҫҫейре сусӑрсене социаллӑ хӳтлӗх парасси пирки» саккун пур. Анчах ҫӑмӑллӑхсене илес тесен питӗ тӑрӑшмалла. Чи интересли – пулӑшу унашкал ҫынсем валли укҫа пухакан тӗнче тетелӗнчи пӗрлӗх урлӑ килет. Пирӗн патра «Ирӗклӗ тавралӑх» программа ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, сусӑрсем валли пандуссем, лифтсем татат ыттине тӑваҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, хӑш-пӗр ҫӗрте сусӑрсем вӗсемсӗрех нумай ҫул пурӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре хевтесӗр ҫынсем спортпа туслашнине питӗ ырлаҫҫӗ, вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Сусӑрсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.

АПШра. Ку ҫӗршывра сусӑрсем тӗлӗшпе питӗ тимлӗ. Хулари урамсенче сусӑрсене ҫӳреме меллӗ. Пур ҫӗрте те – пандуссем, лифтсем. Хевтесӗррисене питӗ хисеплеҫҫӗ. Водительсем чарӑнса вӗсене ирттересе яраҫҫӗ. Парковкӑна, сусӑрсем валли тесе ҫырнине, нихӑҫан та сывӑ водитель йышӑнмасть. Пирӗн вара? Ун пек тӗслӗх пайтах. АПШра 1975 ҫулта сусӑрсем пирки саккун йышӑннӑ. Ҫав самантран хевтесӗррисен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланнӑ. Халӗ унти стадионсенче те сусӑр ҫӑмӑллӑнах вырнаҫать. Ҫӗршывра ҫак шухӑш ҫирӗпленнӗ: сусӑррисем сыввисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Хевтесӗр ҫын килти пусмӑра чӑтать тӗк тухса кайса хӳтлӗх тупма пултарать. Унта ӑна хӑй тӗллӗн пурӑнма вӗрентеҫҫӗ: укҫа тытма, общество транспорчӗпе усӑ курма, хӑйне пӑхма хӑнӑхтараҫҫӗ. Унта сусӑр 1,5 ҫул пурӑнма пултарать. Ҫӗршыври кашни такси паркӗнче сусӑрсене транспорта кӗме пулӑшакан пусмаллӑ 20-40 микроавтобус пулмалла. Хевтесӗррисене таксипе усӑ курма ятарлӑ купон параҫҫӗ.

Канадӑра. Унта та сусӑррисем тӗлӗшпе питӗ тимлӗ. Патшалӑх кунашкал ҫынсене пӑхассине йӑлтах хӑйӗн ҫине илет. Профсоюзсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Вӑйлӑ суранланнӑ ҫынна микроавтобус уйӑрса параҫҫӗ. Унта кӳме лартма пулать. Сусӑра ятарласа пӗр ҫын пӑхать. Хевтесӗр ҫын реабилитаци центрӗнче выртнӑ чухне унӑн ҫуртне сусӑр валли тесе ятарласа хатӗрлеҫҫӗ. Ку – патшалӑх программи. Ҫурт икӗ хутлӑ тӑк лифт лартаҫҫӗ.

Сусӑра пенси тӳлеҫҫӗ. Вӑл – ятарлӑ пушмак тата тумтир туянмашкӑн. Пушмак валли – 200 доллар, тумтир илме 500 доллар уйӑраҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмеле киле пырсах параҫҫӗ. Патшалӑх ку тӗлӗшпе укҫа хӗстермест – хаклӑ йышшине туянать.

Германире сусӑрсене предприятире ӗҫ вырӑнӗ параҫҫӗ, унтан вӗсене никам та кӑларса яраймасть. Францире вара сусӑрсем валли хӑтлӑлатнӑ ятарлӑ хула пур.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем