Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Леонид Волков ӗҫӗ камӑн кӑмӑлне кайман-ши?

Аçтахар Плотников02.06.2016 10:515489 хут пӑхнӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчин Леонид Волков пирки сахал мар шавлаҫҫӗ. «Пуканӗ» ҫӳллӗскер те унта ларакан ҫын пирки сас-хура халӑха кӑсӑклӑ. Пӗрисем савӑнаҫҫӗ, теприсем — кулянаҫҫӗ.

Паллах, коррупципе кӗрешни питӗ кирлӗ япала. Ку кӗрешӳре «пирӗннипе» «сирӗннисем» ҫине уйӑрни пӗрре те вырӑнлӑ мар. Патшалӑх ҫине ӗҫлетӗн пулсан, ҫӳллӗ пукан йышӑнатӑн пулсан — саккуна пӑхӑнса ӗҫле, йӗрке ан пӑс. Ҫавах та кунта тепӗр ен те пур — кирлӗ пулсан пуҫлӑхсем саккунсемпе хӑйсене майлӑ выляма пултарасси. «Суровость российских законов компенсирует необязательность их исполнения», — теҫҫӗ вырӑссем. Чӑвашла каласан, Раҫҫейри ҫирӗп саккунсене вӗсене пӑхӑнас тӗлӗшпе ҫирӗп ыйтманни ҫемҫетет. Анчах ку каларӑш ахаль чухне ҫеҫ ӗҫлет. Сан ӗҫӳ е сан вырӑну кама та пулин интереслентерме пуҫларӗ пулсан каларӑшри иккӗмӗш пайӗ пирки тӳрех манса каяҫҫӗ те ҫирӗп ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Кӑлтӑкӗсене вара, кирлӗ пулсан, темӗнле ӗҫре те тупма пулать. Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахра та тӗп сӑлтавӗ вӑрттӑн-кӗрттӗн вӑйӑпа (выр. Подковерная игра) ҫыхӑннӑ. Кӑна суккӑр ҫын та курать ӗнтӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчелӗхне Леонид Волков ертсе пыма пуҫласан унти чӑвашлӑх пурнӑҫӗ самай аталанчӗ тесен йӑнӑшмастӑпах. Пирӗн сайтри хыпарсенех илес — Вӑрнар районӗн каччи ҫак вырӑна йышӑннӑ хыҫҫӑн мероприятисен йышӗ самай ӳсрӗ. Ак, вӑл общество телекуравне ҫитсе чӑвашсем пирки каласа парать, ак вӑл Ҫӗмӗрлере пуйӑссене чарӑнса илмелле тӑвать, ак вӑл тӗрлӗ куравсене хутшӑнать. Акатуй, Кӗр сӑри тата ытти чӑваш уявӗсем пирки каламастӑп та. Ӗненмесен хӑвӑр шыраса пӑхӑр — пирӗн сайтри шыравра «Волков» тесе кӗртрӗр те Мускаври элчелӗх йӗркеленӗ мероприятисемпе ҫыхӑннӑ хыпарсем сахал мар тухӗҫ. Официаллӑ сайта (элчелӗхӗнне) кӗрсе пӑхсан хыпарсен йышӗ тата та нумайрах пулӗ. Волков хушамата ҫӳле ҫӗклекенсене шута илсен чи малтан Геннадие аса илме пулать, иккӗмӗш вырӑнта ман шутпа вара Леонид тӑрать.

Чылай ҫыншӑн «ӑшӑ» пукана Леонид Волков йышӑннӑ хыҫҫӑн чӑвашсем пирки Раҫҫейре ытларах та анлӑрах пӗлме пуҫларӗҫ. Ку вара — ҫын хӑйӗн ӗҫне лайӑх тунине, вӑл хӑйӗн вырӑнне тупнине палӑртать. Элчелӗх пуканӗ вӑл киличчен те пушӑ пулман. Анчах шӑп та лӑп Леонид килсен Мускаври чӑвашсем ҫӗкленсе кайрӗҫ, чӑвашлӑх енӗпе Тутарстанрисенчен те, Пушкӑртрисенчен те, Самар тӑрӑхӗнчисенчен те вӑйлӑрах ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӑрттӑн-кӗрттӗн вӑйӑ пуҫланисене, тен, шӑп ҫакӑ кӑмӑла кайман та? 2 миллион тенкӗшӗнех тӗрӗслев пуҫлани ытла та айванла...

Шел те, пирӗн чӑвашра хӑш чухне лайӑх та ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене юратсах каймаҫҫӗ. Вӑя кӗреҫҫӗ кӑна, тухӑҫлӑ ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ кӑна — ура хума пуҫлаҫҫӗ. Тен, унашкалли ытти тӑрӑхсенче те пур, анчах вӑл усал йӑла хамӑр патра тӗл пулни чуна самай ыраттарать. Ҫавӑнпа та вӑрттӑн вӑйӑ пуҫаракансене ӳкӗте кӗме ыйтас килет — элчелӗх пуканӗ ҫине пурте хӑпарса ларма пултараҫҫӗ, анчах Леонид Волков ӑна тивӗҫлӗ йышӑннине, ӗҫлеме пултарнине ҫирӗплетсе кӑтартрӗ.

Хамӑн сӑмаха програмҫӑсен кулӑшӗпе вӗҫлесшӗн. Ӑна вӗсем кӑна ӑнланма пултарӗҫ пулин те кунта вӑл самай вырӑнлӑ тесе шутлатӑп.

Компьютер умӗнче ларакан програмҫӑ патне ывӑлӗ пырать те ыйтать:

— Атте, мӗншӗн хӗвел яланах тухӑҫ енчен тухать те анӑҫ енче ларать?

— Чӑн та ҫапла-и, яланах-и? — ыйтать ашшӗ компьютертан хӑпмасӑр.

— Чӑнах.

— Эс тӗрӗслерӗн-и?

— Тӗрӗслерӗм.

— Ывӑлӑм, вара нимӗн те ан тӗкӗн! Тархасшӑн, ан тӗкӗн!.. — тет ашшӗ, хӑйӗн программинчи кӑлтӑка юсаймасӑр хӑшкӑлнӑскер.

 

//паллах, вӑл ӑшӑ пукана кама парассине пирӗнтен ыйтса тӑмӗҫ. Ҫавах...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем