Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: "Чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмӗ майӗпен уҫӑлса пырать

Agabazar01.03.2016 17:384262 хут пӑхнӑ

Мӗн кӑна ҫырман-ши "чӑваш" сӑмах ӑҫтан тухса кайни пирки!

Слапух Турра, паянхи кун ку сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшӗ майӗпен уҫӑмланса пырать.

Хуть те кам та хӑй халӑхӗн ячӗпе кӑсӑкланать. Шута каять, ятӑн тымарӗсем ӑҫтан пуҫланнӑ-ши, тет.

Ҫавӑнпа та этнонимӑн этимологине тӗпчени историе вӗренмелли чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑрать. Пирӗн те ҫав майсенчен пӑрӑнса юлас марччӗ. Паянхи кун ҫакӑ яр уҫӑ:

"Чӑваш" сӑмах "Сувар" тенипе пачах та ҫыхӑнман!

Чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ майӗпен уҫӑмланса пырать, терӗмӗр. Эппин хӑш тапхӑра, хӑш стадие ҫитнӗ-ха вара ҫав уҫӑмланасси?

1)"Чӑваш" тенин умӗнхи форми ҪӐВАҪ пулнӑ теме пулать хальхи вӑхӑтра ҫирӗплетсех. Чи ӑслӑ ӑславҫӑсем ҫакӑн пирки ҫыраҫҫӗ. Ашмарин та, Федотов та, Н.Егоров та ыттисем те. Хуть те хӑш енчен шухӑшласа пырсан та ҫак пӗтӗмлетӳ патнелле пырса тухтарать логика. Ҫармӑссен Суас сӑмахӗ те ҫак Ҫӑваҫ тенинченех пулса кайнӑ.

2)Халлӗхе ҫынсене шухӑшлаттараканни — ҫав ҪӐВАҪа мӗнпе ҫыхӑнтарасси. Тавлашу, дискусси ҫав тӗлӗшпе ҫеҫ пырать. Вӑт кунта, ачсемӗр, халлӗхе ӑҫлавҫӑсем хушшинче чӑнах та пӗршухӑшлӑх ҫук. Кӑна эпир пытармастпӑр. Анчах та этнонима тӗпчесси ҫак шая ҫитни пурне те пысӑк хавхалану кӳрессе шанас килет.

3)Хӑшпӗр "верси" пекки шутланакан япаласене ӗмӗрлӗхе, яланлӑха ҫӳп-ҫап шӑтӑкне кайса пӑрахмалла. Мӗншӗн тесен вӗсенчен, ҫынсен пуҫӗсене минретнисӗр пуҫне, нимӗнле усӑ та ҫук. Ҫавсене турта-турта кӑларнине ӑслав енчен намӑс япала тесе шутламалла.

Ҫавна май пирӗн тата ҫак япаласене асра тытмалла:

1)Паянхи кун ҪӐВАҪа тем тӗрлӗ сӑмахсемпе те ҫыхӑнтарма пулать теҫҫӗ. Ку чӑн та ҫапла.

2)Ҫапах та манмалла мар ҫут тӗнчере Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ятлӑ ял пуррине.

3)Ҫавӑн пекех манмалла мар вырӑс летопиҫӗсенче худые болгары, бесермяне текен терминсем пуррине.

4)Манас пулмасть паянхи кун та бесерман ятпа ҫӳрекен йӑх пуррине.

_______________________________________________

Ӳкерчӗк ҫинче — Никита Сверчковӑн "Чӑваш сӑваплӑхӗ" карччынӗ (1946) . — https://vk.com/wall-58247093?offset=220&own=1&z=photo260568672_372012236%2Fwall-58247093_4531

Карччынӑн вырӑсла ячӗ — "Чувашская молельня". Турӑсене пуҫ ҫапмалли, кӗл тумалли вырӑн. 14-мӗш, 15-мӗш ӗмӗрсенче ҫавнашкал вырӑна ҫӑва теме пултарнӑ. Унта Турра пуҫҫапма ҫӳрекенсене вара — ҪӐВАҪ....

Ҫапла вара пазл майлашӑнать. Ӑславпа ҫыхӑннӑ ҫынсен ҫывӑрса лармалла мар кунта. Пурсӑмӑр та тутлӑ ыйха путсан, хайхи неосуваристсем "влаҫа" пӗтӗмпех хӑйсен аллине ярса илме пултараҫҫӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем