Даргин арӗ сурӑхсене юратса пӑхать. Хӗл варринче те унӑн сурӑхӗсем урама тухаҫҫӗ. Арҫын шухӑшӗпе, выльӑх-чӗрлӗхе юр ҫуса лартсан та уҫӑлма кӑлармалла. Вӗсем юр айӗнчен курӑк чакаласа тупса ҫиеҫҫӗ. Урама кӑларсан сурӑх пыйтланмасть тесе ҫирӗплетет вӑл. Даргин арӗ кунти ҫынсем выльӑх-чӗрлӗхе ҫулла ҫеҫ урама кӑларнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл сурӑх ҫӑмне ҫулталӑкра иккӗ мар, пӗрре ҫеҫ касать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗркунне ҫӑмне илсен выльӑх хӗлле шӑнать.
Акӑ тӗслӗх — ӳркенмен ҫын ӗҫ тупатех. Тепӗр тесен, даргин хӑйӗн ҫӗршывӗнчех сурӑх ӗрчетме пултарнӑ. Анчах вӑл кунта пиччӗшӗ патне хӑнана килнӗ те ӑна тавралӑх килӗшсе кайнӑ. Вӑл каласа кӑратнӑ тӑрӑх, унӑн тӑван кӗтесӗпе Чӑваш Енри ҫанталӑк пӗр пекрех. Ахӑртнех, ӑна кунта сурӑх ӗрчетмешкӗн майсем нумайрах пулни илӗртнӗ. Кахалли ҫеҫ «ялта ӗҫ ҫук» тесе ларать. Паллах, унта чаплӑ офиссем ҫук. Анчах укҫа ӗҫлесе илес килет тӗк – тархасшӑн, ӗҫле. Никам та чармасть малалла аталанма, укҫа тума. Эпир сӑмса умне ӗҫ хурса парасса хӑнӑхнӑ ҫав. Хамӑр ӗҫе тытӑнма, ҫанӑ тавӑрса вӑй хума пултараймастпӑр-ши вара?
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.