Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Сунитсемпе шиитсем пӗр-пӗринчен мӗн енчен уйрӑлаҫҫӗ?

Аçтахар Плотников04.01.2016 00:244596 хут пӑхнӑ

Ислам тӗнӗн тӗнчинче халь вӑйлӑ хирӗҫӳсем пыраҫҫӗ. Вӗсен сӑлтавӗ чылай чухне сунитсемпе шиитсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна шута илсе сире исламри ҫак икӗ юхӑм мӗн енчен уйрӑлса тӑни пирки каласа парас терӗмӗр.

 

Ислам тӗнӗ икӗ юхӑма пайланать — сунлӑх тата шиитлӑх. Вӗсен йышӗ пӗрешкел мар. Пур ислам ҫыннине те шутлас пулсан 85–87% сунит шутланать, шиитсем вара нумаях мар — вӗсен йышӗ 10%-ран та сахал. Ҫавӑн пекех ахмадитсем, хариджитсем тата ытти пӗчӗк ушкӑнсем пур. Вӗсен йышӗ питӗ пӗчӗк, шутламалӑх та ҫук. Ҫавӑнпа та исламра ытларах ҫак икӗ юхӑма шута илеҫҫӗ — сунлӑха тата шиитлӑха.

Сунитсемпе шиитсем ҫине исламҫӑсем политикӑна пула пайланнӑ. Ку VII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пулса иртнӗ. Хайхи Али ибн Абу Талиб халиф (Али халиф) вилнӗ хыҫҫӑн Арап халифатӗнче влаҫ кам аллине лекесси пирки тавлашма пуҫланӑ. Али халиф Муххамет пророкӑн кӗрӳшӗ пулнӑ. Исламҫӑсен пӗр пайӗ влаҫ ҫавӑн ачисене куҫмалла тесе шутланӑ. Шӑп вӗсене каярах шиитсем (чӑвашла куҫарсан — «Али влаҫӗ») теме тытӑннӑ. Теприсем вара апла тусан Али халифӑн чысӗ ытла пысӑк пулӗ тенӗ, влаҫ Муххамет тӑхӑмӗнчи хут те хӑш ҫынна та куҫма пултарассине ӗнентернӗ. Кунта каласа хӑварас пулать — Муххамет пурӗ 10 арӑм ытла пулнӑ теҫҫӗ. Пророкӑн тӑхӑмӗ Хатима хӗрӗ урлӑ тата Хасан мӑнукӗ урлӑ ҫеҫ шутланать. Ку — шиитсен шухӑшӗпе. Сунитсен шучӗпе вара пророк тӑхӑмӗ пулма (тепӗр майлӑ каласан — влаҫ тытма) Муххаметӑн ытти ачи-тӑванӗсем те пултараҫҫӗ. Ҫакна вӗсем сунӑра (ислам тӗнӗнче Коран хыҫҫӑн иккӗмӗш кӗнеке) ҫырни тӑрӑх каланӑ. Сунит тени вара хайхи «сунӑна пӑхӑнни» тени пулать.

Хайхи, пайланнӑ хыҫҫӑн, сунитсемпе шиитсем ислам тӗнне кашнийӗ кӑшт урӑхларах пӑхма пуҫланӑ. Сунитсем тӗслӗхрен, Муххамет пророка ҫеҫ чыс тӑваҫҫӗ пулсан, шиитсем Али халифа та сума сӑваҫҫӗ. Влаҫа суйланӑ чухне вӗсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Сунитсем влаҫа суйланӑ е шантарнӑ мӑчавӑра параҫҫӗ — чӑвашла каласан халӑх хисеплекен пӗр-пӗр шурсухала. Шиитсен пуҫлӑхӗ пулма вара Али халифӗн ӑраттинчи ҫын кӑна пулайрать.

Сунитсем имам тесе мечет тытса тӑракан мӑчавӑра калаҫҫӗ. Шиитсем валли вара имам ятли мӑчавӑр кӑна мар, Муххамет пророкӑн тӑхӑмӗ те пулмалла. Сунӑна вӗреннинче те расналӑх пур вӗсен: сунитсем сунӑна тӗппипе вӗренеҫҫӗ, шиитсем вара Муххамет пророкӑн пурнӑҫӗпе ачисем пирки калакан вырӑна ҫеҫ. Шиитсен тепӗр уйрӑмлӑхӗ — хӑҫан та пулин пӗр-пӗр имамран мессия пулассине ӗненни.

Ытти енчен, шиитсемпе сунитсем хушшинче пысӑках уйрӑмлӑхсем ҫук. Хӑйсен намасне те вӗсем пӗрле — шиитпа сунит — ирттерме пултараҫҫӗ. Меккӑна та пӗрле кайса килейреҫҫӗ.

Шиитсем ытларах енӗпе ҫак патшалӑхсенче пурӑнаҫҫӗ: Азербайджанра, Бахрейнра, Иракра, Иранта тата Йеменре. Ытти ислам патшалӑхӗсенче вара ытларах — сунитсем. Пирӗн кӳршӗлле тутарсемпе пушкӑртсем те сунитсен йышне кӗреҫҫӗ.

Исламҫӑсенчен пӗр пайӗ пирки те сӑмах хушас килет, ваххабитсем пирки. Вӗсем — сунитсен юхӑмӗнчен тухнӑ тепӗр турат. Вӑл ӗненӳпе пурӑнакансем исламӑн чи таса, нимӗнле ытти культурӑсемпе те хутӑшман Муххамет пророкӑн ӗненӗвне чӗртсе тӑратасшӑн. Юхӑмӗ хӑй XVIII ӗмӗрсенче Сауд Аравийӗн лаптӑкӗнче ҫуралнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе Меккӑна хадж тӑвасси, исламри сӑваплӑ ҫынсене сума сӑвасси — пӗтӗмпех ют япала.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем