Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: «Чӑваш пикишӗн» ҫӑмӑл ыйтусем...

Софья Савнеш20.12.2015 20:352776 хут пӑхнӑ

Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.

Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Чылайӑшӗ видеоролик ӳкерсе килнӗ. Анчах, манӑн шухӑшпа, урӑхларах мел тупнӑ пулсан аванрах. Теприсем чӑнах та лайӑх хатӗрленнӗ. Канаш районӗн пики Ольга Зайцева хӑйӗнпе «Улах» сценка лартса паллаштарчӗ. Оля ҫыхма тата ҫӑм арлама юратнине каларӗ. Ӗненмелле, мӗншӗн тесен пике кӗнчеле тытса та кӑтартрӗ. Теприсем ташӑ урлӑ хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.

Пултарулӑх конкурсӗнче те хӗрсем аптӑрамарӗҫ. Пӗрисем — юрларӗҫ, теприсем ташларӗҫ. Юрӑсене хӑйсен сассипе, фонограммӑсӑр, шӑрантарчӗҫ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри сӑвӑ илемлӗ вуларӗ. Хальхинче те асӑмра Ольга Зайцева юлчӗ. Вӑл упӑшкине вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтекен арӑм пирки сӑвӑ каларӗ. Чунран, куҫҫуль витӗр тухрӗҫ сӑмахӗсем.

«Ыйту-хурав» конкурс вара питех те тӗлӗнтерчӗ. Ыйтӑвӗсем, чӑннипе, питӗ-питӗ йывӑр мар. «Елчӗк — Яльчики, Тӑвай мӗнле пулать?» ку ыйту шӑпах Елчӗк пикине лекрӗ. Лешӗ хуравлаймарӗ — хумханнипе ҫухалса кайнине ҫеҫ пӗлтерчӗ. «Тӑхтаман Нарспи ҫине авланать» предложение тӗрӗс калӑр. Хуравӗ ҫапла пулчӗ: «Тӑхтаман Нарспие авланать». Унтан Чӑваш Енри пӗрремӗш президент ятне асӑнма, халӗ кам Элтепер пулнине калама ыйтрӗҫ. Тӗрӗсех хуравларӗҫ-ха. Ара, кӑна та пӗлмесен… Чӗмпӗр пикине ӑнмарӗ темелле-ши — ӑна Шупашкарти К.Иванов ячӗпе хисепленекен вырӑнсене калама ыйтрӗҫ. Театр, палӑк тесенех список вӗҫленчӗ. Ӑнланмалла ӗнтӗ — вӑл Шупашкарта час-час пулса курмасть. Ӑмӑртӑва 16–22 ҫулсенчи пикесем хутшӑнчӗҫ. Тем тесен те, вӗсемшӗн ку ыйтусем ытла та ҫӑмӑл пулчӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри те хумханчӗ, те хуравӗсене чӑнах та пӗлмерӗ.

Конкурс пилӗк сехете тӑсӑлчӗ. Анчах вӑхӑ иртни пӗртте сисӗнмерӗ. Тунсӑхламашкӑн вӑхӑчӗ пулмарӗ. Наци апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗнче жюри патне шӑрттан хыҫҫӑн шӑрттан йӑтрӗҫ. Теприсем хуран кукӑлӗ, хуплу пӗҫерсе, сӑра вӗретсе килнӗ. Пӗри чӑха вакламасӑр пӗҫерсе чустапа витнӗ — чӑн-чӑн чӑх пекех! Хӑйсемех пӗҫернӗ-ши тесе тӗлӗне лартӑм.

Жюри канашлӑва, ҫӗнтерӳҫе палӑртма, кайсан куракансем концертпа киленчӗҫ. Темшӗн куҫ умӗнчен Канаш районӗн пики каймарӗ. Темшӗн питӗ асра юлчӗ вӑл. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ пек те курас килчӗ… Анчах Муркаш районӗн пики ҫӗнтерчӗ. Мӗнех, вӑл та хӑйне лайӑх енчен кӑтартрӗ. Вӑл та тивӗҫ малта пулма…

 

Комментари:

комбат // 3756.13.2503
2015-12-24 10:58

Эх,Сухви Савнеш, ӑҫтан тӗрӗс хуравлаяччӗр ӗнтӗ ҫав 15-16ри хӗр пӗрчисем Тӑхтаман Нарспине КАЧЧА ИЛНӖ тесе, вӗсем таса чӑваш чӗлхине илтсе те курмаҫҫӗ пулсан.Ялти калаҫу йӑлт пӑсӑлнӑ.Пӗр бригадир телевизорпа интервью парать: Севоборота тытатпӑр, ҫитес недельӑра севать туса пӗтеретпӗр.Тепӗр чӑвашӗ /правительствӑ ҫынни/: Москва пире софинансировани валли финансировать тума палӑртать. Пичет министрӗ Иванов Литература ҫулталӑкне хупнӑ (?) (чӑваш вӗҫлет-ха ӗнтӗ) май ирттернӗ "ҫавра сӗтел" хушшинче ачасене "мӗн утма пуҫласанах тӑван чӗлхепе калаҫтарса ӳстермелле" терӗ те-ха, анчах ҫав ачасемех кӑштах "ҫынна" тухсанах чӑвашла "калаҫайми" пулаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашла Станьялсем пек илемлӗ те хитре, ӑслӑ калаҫас тесен кашни кун Станьялсем калаҫнине илтмелле, вӗсемпе калаҫса пурӑнмалла, ун пек май ҫук пулсан кашни кун, уйрӑмах пуҫлӑхсен, пӗр 10 минут та пулсан чӑвашла вуламалла, Хыпар мар, паллах - Илпек,Уяр, Юрий Скворцов,Ева Лисина кӗнекисене.

Таиç // 1522.41.5189
2015-12-26 22:10

Комбат тӗлӗнмелле тӗрӗс калать. Аптрушки. Тепӗр тесен, хамӑр, хулара пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ ачасене чӑвашла вӗрентместпӗр мар-и? Манӑн пӗлӗшӗм Ҫӗрпӳ районӗнчи ялта пурӑнакан ывӑл-хӗрӗпе чӗлхе хуҫса вырӑсла пуплет те... Ара, ачисем ялтан Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ-мӗн те, вӗсемпе вырӑсла калаҫма хӑтланса нушаланаҫҫӗ мӑнтарӑнсем. Ун пеккисен ачисем "Тӑхтаман Нарспие авланнине" те пӗлмеҫҫӗ тупата!


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org