Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

:

1 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2069.3.4221
2015.12.19 08:33
Agabazar

Ку Волочан пи-и-и-ит кирпӗч шутлас килет пулас!

.................................................................................

Хазар // 3683-0886
2015.12.19 12:06
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Хазар // 3683-0886
2015.12.19 12:10

 

Ма-ке апла ҫыратӑр Акапасар хӑта. Ҫу сӑмахран питӗ лайӑх ҫӑва сӑмах пулать. Калӑпӑр ытти чӑвашсем ху, хӑв, тесе калаҫҫӗ пулсан, Чутайра вара ху, хӑв вырӑнне хӑва тесе калаҫҫӗ.Ҫу сӑмахран ҫӑвҫӑ пулать пулсан, хӑмаҫӑ вырӑнне, хӑма сӑмахран калӑпӑр, хӑмҫӑ пулать-им? Пӑтаҫӑ вырӑнне пӑтҫӑ, ӑстаҫӑ тесе те калаҫҫӗ чӑвашсем, вара сирӗн йӗркепе ӑстҫӑ темелле-им?

Хазар // 3683-0886
2015.12.19 12:20

Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ялӗ калӑпӑр пур. Ку ял ячӗ мӗнле сӑмахран пулнине В.Д.Димитриев паллӑ историк "худые болгары" сӑмаха пӗлтереть тесе ҫырнӑ. Анчах та паллӑ историк ниепле те ку ҫӗтӗк ҫӑваҫ сӑмах "ҫӑва-кладбище" сӑмахпа ҫыхӑннине тупайман. Хӑй ку ял тӑрӑхӗнчен депутата суйланса нумай тӗпченӗ пулсан та.

Agabazar // 1940.85.5351
2015.12.19 14:47
Agabazar

Пире , айвансене, ӑнлантарса парӑр-ха эппин еплерех ҪУ (лето) сӑмахран ҪӐВА евӗрлӗ хапа пулма пултарнине.

ҪУ текенни глагол пулсан ҫеҫ ҫапла тума май пур.

Agabazar // 1940.85.5351
2015.12.19 14:51
Agabazar

Кладбище текеннипе сӑмсаран ан чышӑр вӗҫӗмсӗр!

Миҫе хут каланӑ ҪӐВА тени ӗлӗк пачах урӑх япалана пӗлтернӗ тесе — турра кӗлтумалли таса вырӑн!

Agabazar // 4500.4.6552
2015.12.19 16:10
Agabazar

Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ялӗ калӑпӑр пур. Ку ял ячӗ мӗнле сӑмахран пулнине В.Д.Димитриев паллӑ историк "худые болгары" сӑмаха пӗлтереть тесе ҫырнӑ.

Пӳрнепе тӗллесе кӑтартӑр-ха Ваҫҫилий Димитриччӑн ҫапла каланӑ текен вырӑнне: хӑш кӗнеке, хӑш страница,.... Ҫук ун пек калани!

Чутайра вара ху, хӑв вырӑнне хӑва тесе калаҫҫӗ.

Суятӑр!

Ҫу сӑмахран ҫӑвҫӑ пулать пулсан

Ҫу сӑмахран ҫуҫӑ пулать. Ҫӑв сӑмахран ҫӑвҫӑ пулать.

хӑмаҫӑ вырӑнне, хӑма сӑмахран калӑпӑр, хӑмҫӑ пулать-им? Пӑтаҫӑ вырӑнне пӑтҫӑ, ӑстаҫӑ тесе те калаҫҫӗ чӑвашсем, вара сирӗн йӗркепе ӑстҫӑ темелле-им?

Ӑҫта курнӑ эсӗр хӑм, пӑт("гвоздь" пӗлтерешпе!), ӑст сӑмахсене?  :)

Хазар // 1934.33.2694
2015.12.19 16:54

Чутайра вара ху, хӑв вырӑнне хӑва тесе калаҫҫӗ.

<blockquote></blockquote>Суятӑр!<blockquote></blockquote>

Эх Акапасар тӑванӑм! Сирӗн чӑвашсене нумай тӗпчемелле иккен. Тӗрӗс тӑвать Тимӗр хӑйсен манерлӗ калаҫса. Ҫампек вырӑнти пек калаҫса эпир хамӑрта чӑвашлӑха ҫирӗплетни пулать пулас. Чутайсем вара кашни ялтах хӑв вырӑнне хӑва теҫҫӗ пулас. Акапасар сире ятарласах Чутай район администрацийӗн вӗренӳ пай телефонӗсене кӑтартса паратӑп. Унта свонить туса ыйтса пӗлӗр, вӗсем суймаҫҫӗ. Телефонӗ:

(83551) 2-11-33, 2-11-52 (приемная)

obrazov@krchet.cap.ru

И.о. начальника отдела образования Шереметьева

Татьяна Николаевна

(83551) 2-13-53Главный специалист - эксперт Максимова

Валентина Геннадьевна

(83551) 2-16-70 Ведущий специалист - эксперт по делам молодежи Кагайкина

Марина Николаевна

Хазар // 1934.33.2694
2015.12.19 16:58

http://gov.cap.ru/Structure.aspx?gov_id=69 Кунта кӗрсе минутра кирек-хӑш телефонпа минутра ыйтса пӗлме пултаратӑр.

Agabazar // 1623.51.1542
2015.12.19 17:33
Agabazar

Хазар хоспочын,

Мана Чутайсен телефон номерӗсемпе террорлама кирлӗ мар пулӗ.

Луччӗ илсе кӑтартӑр тӗслӗхсене: калӑпӑр, кӗнекесенчен, хаҫатсенчен, сайтсенчен...

Пӳрнепе тӗллесе кӑтартӑр ҫавнашкал тӗслӗхсене! Кунта наччальниксем пичет ҫапса ҫирӗплетни кирлӗ мар.

Мӗн-ха вӑл пулма пултарать хӑв вырӑнне хӑва тенин мыскари?

— Эс -ухмах!

Хӑв ухмах!

Ӑнланмалла диалог вӗт?

Леш хайхи хӑв вырӑнне хӑва лартсан епле пулма тивӗҫлӗ?

— Эс ухмах!

Хӑва ухмах!

.......................................................................

Кулса вилмелле вӗт!


Страницӑсем: 1, [2], 3
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем