Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Сирӗн ёлка питӗ капӑр, пирӗншӗн мӗншӗн апла мар?

Таисия Ташней17.12.2015 19:272152 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ хыпар-хӑнара тӗнче тетелӗнче хӑвӑрт пӗлме пулать. Ара, "маршруткӑра" пынӑ чух та, пӗр-пӗр организацире черет кӗтнӗ вӑхӑтра та, кичем канашлура та тӗнче тетелӗнчи хыпарсемпе паллашма тӑрӑшатӑп тупата!

Халӑх тетелӗсенчен иккӗшӗнче «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» ятлӑ страница пур. Пӗринче унта кӗрекенсем, темӑсене сӳтсе явакансем сахалтарах, тепрехинче вара халӑх ку страницӑна куҫ хывни куҫкӗрет. Мӗн пытармалли, эпӗ те ҫавсен йышӗнченех. Мӗн тӑвас, Шупашкар район ҫынни вӗт. Кӳкеҫре пурӑнатӑп. Апла пулсан, унта пулса иртекен ҫӗнӗ хыпарсемпе кӑсӑкланмасан этем те мар пуль эпӗ. Тепӗр чухне вӑл е ку темӑпа тавлашӑва та хутшӑнатӑп. Халӑх тетелӗнчи страницӑра статуссем ҫырса, ҫын сӑнӳкерчӗкӗсене тишкерсе, вӗсем пирки: "Ай, мӗнле чипер", - тесе ҫырса ларни е тата хамӑн ӳкерчӗксене татти-сыпписӗр лартса вӑхӑта сая яни мар-ҫке.

Акӑ, маларах асӑннӑ страницӑри хыпарсенчен пӗри. Ку хутӗнче кӳкеҫсем ёлка ӑҫта пулмалли пирки сиксе тавлашаҫҫӗ. «Первомайски урамри 8-мӗш тата 6-мӗш ҫуртсем. Ку камӑн парни-ши?» – тесе ҫырнӑ Кӳкеҫре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм.

Унтан вара ҫак хыпар сӑпса йӑвине хускатса янӑ пекех пулса тухнӑ. «Жилкомцентр», – хуравланӑ кун пирки ушкӑнра. «Питӗ лайӑх», – ырлаҫҫӗ ку хыпара ҫынсенчен хӑшӗсем. «Капӑрлатмалли кӑна юлать», – теҫҫӗ теприсем. «Жилкомцентр мӗн ячӗпе ёлка лартас тенӗ-ши?» – пуҫне ватать тата тепри. «Ытти картише те пырса лартӗҫ-и?» – пӑшӑрханаҫҫӗ унтан тата хӑшӗсем. «Пӗр-пӗр управляющи компани пуҫлӑхӗ пулсан эпӗ те хам ҫуртӑн картишне ёлка лартнӑ пулӑттӑм», – йӗплесе калаҫать тепри.

...Апла иккен. Ӑнланмалла. Ёлкине Кӳкеҫри управляющи компанисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ лартнӑ. «Мӗншӗн хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт картишне лартнӑ вара вӑл? Посёлок центрне вырнаҫтармалла пулман-им?» – ӑнланманнине пӗлтерет тепри. Ёлка вырнаҫтарнӑ картишӗнчи икӗ ҫуртра халӑх нумай пурӑннипе сӑлтавлама пӑхни ҫынсене ниепле те тивӗҫтерменни куҫкӗрет. «Пирӗн ҫурт та пысӑк. Пирӗн картишӗнче те ача-пӑча йышлӑ. «Жилкомцентр» мӗншӗн пире лартса парас темен?» – ӑнланманнине пытармаҫҫӗ хӑшӗсем.

«Сире лартма кам чарать? Укҫа пухӑр та туянӑр», – теҫҫӗ хӑшӗсем. «Ӑмсаннипе кӗвӗҫетӗр. Хура чунлӑ ҫынсем эсир», – касса татнӑ теприсем.

«Ёлка туянма укҫа пур тӑк ытти ӗҫе ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ начар пурнӑҫласа «кӗмӗле» перекетлет», – текенсем те тупӑннӑ. «Жилкомцентр» тулли мар яваплӑ общество – уйрӑм ҫын предприятийӗ», – тӳрре кӑларма пӑхакан та пур управляющи компание. «Тупӑша ӑҫта ярас тет, ҫавӑнта ярать», – хӳтӗлесшӗн ӑна тепри.

Ҫынсем хӗрӳ сӳтсе явнине кура «Жилкомцентр» пуҫлӑхӗ те тавлашӑва хутшӑннӑ. Вӑл тавлашса кӗрсе кайман-ха. Ёлкӑна хӑй укҫипе туяннине пӗлтернӗ. Ҫынсем ӑна ӗненнипе ӗненменни вара – урӑх калаҫу. Паянхи калаҫӑва ун пирки пуҫармарӑм та ҫав ыйту хуравне шыраса ларас килмест. Ҫынсем пӗрне пӗри ӑмсаннипе ӑмсанманни пирки те пуҫа ватас килмест. Тавлашӑвӑн тӗп теми кунта, ман шутпа, – управляющи компанин пуҫлӑхӗ ёлкӑна хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт картишне илсе пырса лартни халӑхра ҫавӑн пек тавлашу, тӗрлӗ майлӑ шухӑш ҫуратни.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем