Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Ан чӗн. Эс чӗнмесен теприсене ҫӑмӑл

Таисия Ташней26.11.2015 12:484498 хут пӑхнӑ

Пушӑ вӑхӑтра тӗнче тетелӗнчи статьясене, форумсене тишкерме тӑрӑшатӑп. Ҫапла, маларах куна хаҫатсенчен пуҫланӑ-ха. Шупашкар район хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухне, астӑватӑп, республикӑра тухса тӑракан хаҫатсемпе пӗрлех ытти район хаҫачӗ килсе тӑратчӗ. Унсӑр пуҫне федераци шайӗнчисене ҫырӑнса илетчӗҫ. «Вулӑр, мӗн ҫырнине, мӗнле ҫырнине пӗлмелле, пӗр-пӗринчен вӗренмелле», — тесе калатчӗ редактор. Темӑран тата кӑшт пӑрӑнсан, паян хаҫат вуласа ларнине курсан пуҫлӑхсем ӑнланмассӑн туйӑнать. Вӑхӑта сутни вырӑннех йышӑнаҫҫӗ пуль тупата! Юрӗ, сӑмахӑм ун пирки марччӗ-ха.

 

 

Тӗнче тетелне тишкерсен ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлме аван. Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне сирпӗтсе антарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн турккӑсен таварне туянмалла мар текенсем тупӑнчӗҫ. Турцири тавар кӑларакансен маркисене те асӑнса кайнӑ хӑшӗсем. Кун пек хыпарсене ҫынсенчен пӗр пайӗ: «Эп туянманнипех мӗн улшӑнӗ?» — тесе йышӑнни сисӗнет. Теприсем, ҫав услампа ҫӑкӑр ҫисе пурӑнаканнисем, хӑйсем пирки кулянаҫҫӗ: «Курттӑм кӳрсе килнӗ таварпа мӗн тумалла? Услама малашне мӗнле тытса пымалла?»

Тӗлӗнтерет мана ҫавӑн пек позици. Вырӑссен «Манӑн килӗм айккинче, нимӗн те пӗлместӗп» каларӑш пур. Шухӑшлатӑп та, ҫынсенчен самайӑшӗ паян ҫавӑн пек шухӑшлать. Тӗнче шайӗнчи евӗр курӑнакан ыйтусене пуҫа-хӑлхана чикес теменнине ун йышшисем: «Ку вӑл — политика. Эпӗ — политик мар», — тесе сӑлтавлама, хӑйсене тӳрре кӑларма пӑхаҫҫӗ.

Пирӗнтен кашнинех тенӗ пек пырса тивекен ыйтусене те ҫынсем уҫҫӑн сӳтсе явма хӑраҫҫӗ. Юрӗ, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тӑр-тӑр сиксе чӗтреҫҫӗ тейӗпӗр. Вӗсене ӑнланма та пулать: шалӑвне, ара, хыснаран илсе тӑраҫҫӗ-ҫке. Ҫапах та пӗри хӑй шухӑшне палӑртсан, тепри каласан... Пӗччен сурсан типсе пырать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать тени кунта та питӗ вырӑнли каламасӑрах паллӑ-ха ӗнтӗ. Лавккара суту-илӳ тӑвакан, савутри станок умӗнче тӑракан, урай ҫӑвакан ҫыннӑн тата мӗнрен шикленмелле-ши? Пӗр паллаканӑм калашле, пӗр лавккара мар-тӑк тепринче пӗрех тавар сутакан кирлӗ. Пӗр ҫуртра урай ҫутармасан тепӗр ҫуртра пӗрех ҫӑвакан кирлӗ. Ҫук вӗт, чӗнмест этем. Шарламасть.

Э-э-э, чим-ха. Апла мар. Чӗнет вӑл. Шарлать вӑл. Сурчӑк сирпӗте-сирпӗте пуплет. Сӑмахран, килте, арӑмӗ умӗнче паттӑрланса калаҫать. Юлташӗпе чунне уҫать. Ҫапах та хӑй сӑмах ҫиеле тухасран муртан хӑранӑ пек хӑрать.

Ку пулӑма мӗнле хакламалла-ши? Ман шутпа ку вӑл — икӗ питлӗх. Хӑравҫӑлӑх. Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тени.

Анчах мӗншӗн ҫав териех хӑравҫӑ-ши этем тени? Пусмӑрлӑхран хӑранипе-ши? Хӑйне хӳтӗлейменнипе-ши? Хирӗҫес килменнипе-ши? Е, тен, ҫапла пулмалла та? Ара, влаҫа шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем кирлӗ те. Ун пеккисене тытса тӑма аван. Чӗлхесӗр январа кӗтӳҫ хӑш енне хӑвалать, вӑл ҫавӑнталла утать. Кӗтӳҫшӗн ун пек выльӑх питӗ меллӗ. Ӗҫле. Ухмах пекех вилсе каясла ӗҫле. Сахал тӳлеҫҫӗ-и, нумай-и — ӗҫле. Укҫа пирки ан асӑн. Ӗҫ условийӗ тивӗҫтерменни пирки те ҫӑвар уҫма ан хӑй. Лавккари кӑнттам сутуҫа та ан асӑрхаттар. Хӑв пурӑнакан подъезда ҫуса тӑманни пирки те ан ҫӑхавла.

Кун пек ҫынсем мӗн чухлӗ ытларах, теприсене, ҫемҫе пукан йышӑнаканнисене, ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах. Лӑпкӑн ларма ҫӑмӑлрах. Ҫавӑнпа та ан чӗн, этем. Эс чӗнмесен теприсене ҫӑмӑл.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем