Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Пихампар: Чăваш хушшинче çĕнĕ Брежнев çитĕннĕ

Пихампар01.09.2015 23:262068 хут пӑхнӑ

Совет саманинчи вилĕмсĕр Генсек Леонид Брежнев кăкăр тулли орден-медаль çакса çÿренипе асра юлнăччĕ. Тата «Малая земля», «Целина» йышши кĕнекесем çырса чапа тухнипе те нумайăйĕшĕ ăна астăвать. Анчах кайран çав кĕнекесене Генсек хăй мар, ятарласа тара тытнă çынсем çырни паллă пулчĕ.

Брежневран тĕслĕх илнĕ чăвашсем хушшинче унччен пулманччĕ те халĕ акă тупăннă. Кам тетĕр-и? Ара, хăй, Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕн чăвашĕ Михаил Игнатьев! Унччен пĕр хушă вăл Чăваш Республикине те ертсе пычĕ. Нумаях пулмасть ăна Владимир Путин отставкăна ячĕ те халь тепĕр хут Кăлава пулассишĕн чупса çÿрет, апăрша ачи.

«Мыслисем» хăйĕнех-ши - е Коноваловпа Буланкинăн?

Хайхискер, çак Михаил Игнатьев та, Брежневран юлас мар тесе, çынсене тара тытсах кĕнеке кăларнă. Вырăсла тухнă «шедевр» шайне лармалли çав кĕнеке, «Мысли в слух» ятпа. Игнатьева кĕнеке çырса паракансен йышĕнче – «Хыпар» хаçатра ĕçлекен Николай Коновалов, «Чебоксаркие новости» хаçат редакторĕ Лариса Буланкина, пĕр вăхăртах хуçан фотографĕ тата предпринимательсен прависене хутĕлекен уполномоченнăй пулса ĕçлекен Владимир Иванов, Мускавран Игнатьева Кăлавана ларма пулăшмашкан ятарласа килнĕ Алексей Завадских, хуçан пресс-секретарьши Светлана Каликова. Эх, мĕнле мĕкĕçленсе тапаçланнă пуль çак юлташсем Михаил Игнатьевшăн тарла-тарла! Пурте йĕркеллех пулсан вĕсем хуçипе пĕрле Патшалăх премине те илеççĕ пуль, иçмасса? Брежнев хăйĕн кĕнекисемшĕн илнĕччĕ.

Çамрăксем мăшкăланă … Кăлаваран

М.Игнатьев хăйĕн пĕрремĕш кĕнекипе мухтанма интернет ачисене - блогерсене - Шупашкар районĕнчи пĕр кÿлĕ хĕрне пухнă. Çитерсе-ĕçтерсех хăналанă хайхискерсене, анчах та лешсем – «неблагодарнăйсем» - тепĕр кунне Тăманакасси Мишшин «Мысли в слух» кĕнекине мухтас вырăнне интернетра веç хурласа пăрахнă.

Ара, çав интернет чурисене – блогерсене – ăнланма пулать. Чăваш Брежневĕн – Игнатьевăн - кĕнекинче вичкĕн куçлă, тăнла пуçлă çамрăксем купи купипе йăнăш тупнă. Ай,тур-тур!!! Мĕнле-ха апла вара çавнашкалах «лохануться» тумалла пулнă Игнатьевăн? Ахаль-махаль çын мар-иç - целый Чăваш Кăлави!

Эп Кăлавана ларсан çеç Айдака хисеплеме пуçларĕç

Тăманакасси ачи пĕчĕкренех суйма маçтăр пулнă теççĕ пĕлекенсем. Хальхинче те киревсĕр йалана пăрахман вăл. «Мысли в слух» кĕнекен 29-мĕш страницинче Игнатьев 1999 çулччен Шупашкар районĕнче шыв та пулман тет. Васпати! Мĕнле пурăннă-ши вара çынсем унччен? 41-мĕш страницăра вара вăл «эпĕ Кăлавана ларсан çеç республикăра Аркадий Айдака хисеплеме пуçланă» тесе ĕнентерет. Ма суймалла ĕнтĕ? Айдак совет самани вăхăтĕнчех пĕтĕм Совет Союзĕпе паллă çын пулнă. Ăна СССР Верховный Совечĕн депутатне суйланă, ăна тĕнчипех хисепленĕ, пĕлнĕ.

Игнатьев килсен ват çынсем ытларах вилме пуçларĕç

68-мĕш страницăра Игнатьев Чăвашри демографи лару-тăрăвĕпе мухтанать. Мĕн мухтанмалли-ши? «2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ 2,2% ÿснĕ. Тата вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен 3,6 % нумайрах», - каласа парать Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова. 85 çултан аслăрах çынсем Игнатьев влаçа килсен 1,3 хут нумайрах вилме пуçларĕç! Министр çапла калать пулсан – ĕненмеллех!

Елчĕкпе Комсомольски районĕсенче пурăнакансен Патшалăх Канашĕнчи депутачĕ Петр Краснов та тĕлĕнет: «Марисем удмуртсен, ытти регионсенче ватă çынсем çавнашкал йышлăн вилмеççĕ, мĕншĕн пирĕн патра апла, хам та пĕлмес». Çав вăхăтрах Игнатьев Кăлава кашни кĕтесре «эпир ватă çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тем те тăватпăр» текелесе çÿрет. Суять! Чăваш çав тери ухмах тет-ши?

Заводсем ĕçлемеççĕ, Игантьев тăванĕсем пуяççĕ

Мĕн каласси пур ĕнтĕ – пирĕн республикăра вăй-питти çынсем те йĕркеллĕ ĕçлесе илеймеççĕ. Ĕç укçи енĕпе чăвашсем Раççейре те, Атăл тăрăхĕнче те чи кайра мĕкĕлтетсе пыраççĕ. Игнатьевшăн чи малта - тăванĕсем, кумĕсем, вĕсемшĕн ытларах тăрăшать. Тĕрмере 6 çул ларнă тăван пиччĕшне - Санькка Игнатьева - пысăк укçа çине «Чувашавтодора» вырнçтарнă.

Мĕн тума кирлĕ ăна хура халăх?! Шупашкарти трактор завочĕ, агрегат завочĕ хупăнчĕç, чукун çул çинче ĕçлекенсене кăлара-кăлара ячĕç. Мĕнпе те пулин пулăшрĕ-и ĕçсĕр юлнă çынсене Миахил Игнатьев? Шиш!

Шур Атăлтан шăршлă шурлăх тăвас тет вăл

«Мысли в слух» кĕнекен 152-мĕш страницинче Шупашкар ГЭСĕнчи хальхи шыв шайĕ 65 метр тесе çирĕплетнипе Игнатьев ниме юрăхсăр пуçлăх пулнине питĕ лайăх кăтартса парать. Миçе çул ĕнтĕ Атăлти шыв шăршланса ан кайтăр тесе ăна паянхи 63 метран 68 метр çÿллĕшне хăпартасси пирки çапăçаççĕ, Игнатьев вара çавна та пĕлмест. Тĕлĕнсе каймалла «Глава Чувашии» пирĕн Игнатьев! Çулĕпе Брежнева çитме иртерех пек-ха, анчах ăсĕпе халех ватăлса çитнĕ пек туйăнать.

Тин кăна тата Мускавран лайăх мар хыпар çитрĕ: Раççей правительстви Шупашкар тĕлĕнчи Атăл шайне халăх ыйтнă пек 68 метр хăпартма килĕшмен. Чулхулапа Мари Эл хуçисем Мускаврисене ÿкĕте кĕртме пултарнă – Шупашкар ГЭСĕ 63 метрлă шыв шайĕпех юлчĕ ĕнтĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕнче юлас тесе, олигархсемпе пĕр шухăшлă пулса шур Атăлтан шăршлă шурлăх тăвас çул çине тăчĕ. Аслă юханшыв упраса хăварас вырăнне республикăна ертсе пыракансем ăна тĕп тума ирĕк паракан документсене ала пуссах çирĕплетнĕ. Тĕлĕнсе хытса каймалла. Совеçĕ те юлман-ши çав Игнатьевăн? Кунсем иртĕç, çулсем иртĕç, анчах чăваш халăхĕ авалтан сума суса пурăнакан Атăл-аттерен мăшкăлласа шăршлă кÿлĕ тăвас çул çине тăнăшăн нихăçан та каçарас çук! Çавна манса ан кайăр, Михаил Васильевич!

Председателе суйласан 3 кун килте пытанса пурăннă

Республика Пуçлахĕ пулассишĕн çунаканăн кĕнекинче анекдот манерлĕ япаласем те пайтах. Михаил Игнатьева хăйсен ялĕнче колхоз председательне суйласан вăл 3 кун ĕçе тухмасăр килĕнче пытанса пурăннă иккен. Парти райкомĕнченех шырама килнĕ çухалнă çĕнĕ колхоз председательне. Те кулмалла ун пек çынсенчен, те хĕрхенмелле вĕсене?

«Мысли вслух» кĕнекери чи вăйлă япала вара Михаил Игнатьев çурран юр тăрăх арăмĕпе ĕрĕхсе чупни çинчен каласа пани пулĕ, тупата.

«РФ Патшалăх Канашĕн ĕçне хутшăнма эпир арăмпа Мускава кайма тухрăмăр. Анчах та çав кун Мускавра пăрлă çумăр çуса лартнă та поезд кашни станцире чаранма пуçласа кайрĕ. Эпир Мускава графикран 4 сехет каярах юлса çитсе пыраттăмăр. Патшалăх Канашĕ вара 13 сехетре пуçланмалла. Мĕн тумалла? Арăмпа поездран антăмăр та яра патăмăр пăрпа виттĕннĕ юр тăрăх. Эх чупатпăр çав иккĕн – пушмаксене веçех чĕрсе-çĕмĕрсе пĕтертĕмĕр. Çапах та эп ĕлкĕртемех - канашлу пуçланиччен 5 минут юлсан чупса кĕтĕм. Сăмах май, çĕнĕ пушмакпа», - каласа парать хăйĕн чаплă кĕнекинче Игнатьев.

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org