Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Аçтахар Плотников: Трак Ен ҫынни Туркая ӑса кӗртме ыйтать

Аçтахар Плотников28.08.2015 23:404084 хут пӑхнӑ

Темиҫе кун каялла манпа Геннадий Павлов ҫыханчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ.

— Пулӑшу кирлӗ.

— Мӗнпе? — хирӗҫ ыйтатӑп.

Ҫынна палламастӑп та мӗнле пулӑшу ыйтнине те чухламастӑп. Геннадий вара мана ӳкерчӗксем ярса пачӗ. Унта — «Хыпар» хаҫатӑн сӑнӗсем. Ҫурлан 25-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм. Пуҫелӗкри «1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче тухма тытӑннӑ» тесе ҫырса хунинче «январӗн» тенине хӗрлӗпе ункӑласа палӑртнӑ. Аяларах вара «Чӑваш чӗлхине пӗлменни» тесе палӑртса хунӑ.

Чӑн та уйӑх ячӗсене чӑвашла ҫырнинчен вырӑслисем ҫине куҫни Валери Туркай килсен пуҫланчӗ. Ҫӗнӗ тӗп редактор шухӑшӗпе чӑвашла ятсене халӑх пӑлмест, «кӑрлач»-«ҫурласем» вулама чӑрмантараҫҫӗ имӗш. Ҫав шута вӑл чӑвашла терминсене те кӗртнӗччӗ пулас. Унтанпа вара «Хыпарта» тахҫанах ҫухалнӑ «заместитель»-сем тата ыттисем курӑна пуҫларӗҫ.

Геннадий Павлов вара Трак Ен чӑвашӗ иккен, хӑй Шупашкарта пурӑнать пулин те чӑвашла уйӑх ячӗсем ҫухални ӑна питӗ вӑйлӑ пӑшӑрхантарать. «Тархасшӑн, Туркая ӑса кӗртме тӑрӑш-ха», — тесе йӑлӑнчӗ те ҫак проблематикӑна ҫутатас терӗм.

Чӑн та, хӑшӗсене «кӑрлачсем», тен, чӑрмантараҫҫӗ те пуль. Анчах 20 ҫул ытла хушшинче вулакансем вӑл ятсене вӗренсе те ҫитрӗҫ. Хӑнӑхрӗҫ те. Чӑваш чӗлхин аталану ҫулӗпе кайма май паракан япаласене тем тесен те упраса хӑвармаллах. «Ку чӑрмантарать», «кӑна ӑнланмаҫҫӗ» тесе шарт! кӑна приговор тунипе ӗҫ-пуҫ пӗрре те лайӑхланмасть, ыйту татӑлмасть. Чӑвашла уйӑх ячӗсене вырӑслипе улӑштарнишӗн кӳреннисем те тупӑнма пултараҫҫӗ.

Уйӑх ячӗсене халӑх хӑнӑхтӑр тесе эпир, ав, кунталӑксене (календарьсене) йӑлт чӑвашла ятсемпе кӑна кӑларатпӑр. Ӑҫта хӑш уйӑх пулнине ҫын ахалех тавҫӑрса илет тесе шутлатпӑр. Ятне вуланӑ чухне вара вырӑсли кансӗрлемест, ҫын чӑвашлине кӑна курать. Ҫапла май кашни вуламассерен уйӑхӑн чӑвашла ячӗ ҫирӗпрех те ҫирӗпрех ун ӑсӗнче юлать.

Ҫырӑва вӗҫленӗ май Геннадийрен те, хамран та Валери Туркая ыйтас килет: чӑвашла ятсемпе, тархасшӑн, май ҫитнӗ таран хаҫатра анлӑрах усӑ курма тӑрӑшӑр-ха. Хаҫатӑн страницисем ҫине тавӑрӑр-ха вӗсене!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем