Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пихампар: Чăвашри влаç мĕншĕн ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ çынсен аллинче?

Пихампар20.07.2015 20:418961 хут пӑхнӑ

Шарадокс!

Чăваш Енри влаçа паян ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çынсем ярса илнĕ. Çак йышра - республика пуçлăхĕ М.Игнатьев, сенатор В.Николаев,Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов. Ĕлĕкрех республика тилхепине тĕпрен илсен историксемпе экономистсене, юристсене шанса панă. Анчах та ял хуçалăх институчĕн выпускникĕсене влаçа лартни республикăшăн уссах каймарĕ пулас. Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ. Унта та, кунта та "бестолковый" çынсене пуçлăхăн çемçе пуканĕсем çине лартма пуçласа кайрĕç.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4916-2612
2015.07.22 23:00
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.23 08:20
Эпир пурте ял ачисем, пурте хирте, фермӑра, килти хуҫалӑхра пиҫӗхнӗ. Сельхоз пӗтернисем анчах мар. Сельхоз пӗтернӗ те вара ӗҫре пиҫӗхнӗ ҫын, вара ертсе пыма та тивӗҫлӗ тесе калани вырӑнлах мар. Ӗҫӗ, паллах. урӑххинче. Республикӑна ертсе пыма ҫӗнӗлле, новаторла шухӑшлакан Элтепер тата команди кирлӗ. Республикӑ халӑхне( ҫӗр ҫинче ӗҫлеть и вӑл,заводри цехра, фермерта, усламҫӑра,стройкӑ ӗҫӗпе, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте, апатланупа суту ӗҫӗнче-и - пурпӗрех). Ҫав эффективлӑ менеджер экономикӑна тапратса яма кирлӗ.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.23 09:54
Чӑваш патшалӑх университетӗнче электрификаци факультетне пӗтерекенсем пирки аса илтерчӗ Бор пичче.Килӗшӗпӗр.
Ют Ҫын // 3358.63.0340
2015.07.23 11:20
Тахҫанах ҫырман,ырӑ кун тӗлне пулӑр,ырӑ ҫыннӑмӗрсем.Кун пек ҫырсан темӑна пӑхӑнни пек пулат. Кам ӑҫта вӗреннине пӑхмасӑрах пирӗн Чӑващ ЕНъ валли чухлакан Этем тупса палӑртасси пӗтӗм халӑхӑн тивӗҫӗ. Эпир хӗсӗр халӑх мар,тупмаллах ҫавӑн пек ертӳҫӗне. Халӑхӑн тата уншӑн чунӗпе ҫунакан интеллигенцийӗн.
Владимир // 1027.09.4596
2015.07.23 12:07
Тӑван Ҫӗре тата халӑхӑмӑра аталантармалла, паллах. Анчах та темшӗн пурте Республика пуҫлӑхӗнчен ҫеҫ ыйтаҫҫӗ, унран ҫеҫ кӗтеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах 21 район пуҫлӑхӗсем пирки пӗр сӑмах та ҫук. Ҫак яваплӑ пуҫлӑхсенчен пит нумай килет. Тата халӑх депутачӗсем пирки пӗр ырӑ сӑмах калаканӗ тупӑнайӗ- ши?
Владимир // 1027.09.4596
2015.07.23 12:15
Кунта нумайӗшӗ колхоза ырласа ҫирать, эпӗ вӗсемпе килӗшместӗп. Ҫӗрӗн тата ӗҫхатӗрӗн хуҫи пулмалла, ӗҫлекен ҫинна ӗҫӗ тӑрӑх тивӗҫтермелле: укҫипе те чапӗпе те. Фермерсем пирӗн патра аталанаймаҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп- халӑхӗ те ҫирӗп хуҫасене юратмаҫҫӗ, ӗҫчен хуҫасем те ҫуралман ха.
Владимир // 1027.09.4596
2015.07.23 12:15
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль
Владимир // 2865.14.4353
2015.07.23 19:34
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман // ял хуҫалӑхне менле аталантарасси пирки мар сӑмахӗ
Agabazar // 2093.1.5846
2015.07.23 21:15
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.23 23:31
Тӗнчере ял хуҫалӑх фермер ҫинче тытӑнса тӑрать.Эпир мӗнпе катӑк?.Республика ертӳҫисем ялтан тухнӑскерсем пулни фермерсене шанчӑк пама тивӗҫ.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем