Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?

Agabazar05.07.2015 15:5511394 хут пӑхнӑ

Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.

Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.

Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.

Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.

Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?

Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 3460.48.2794
2015.07.07 21:58
Дагфарта (3-мĕш том) Кул Галин "Хон тарихы" кĕнекин сыпăкĕсем пур. Пăлхар - патшалăх ячĕ. Хорезм çынни (В.Д.Д. мана çапла каларĕ), маджарла ислам астарĕ Кул Гали кăсăклă фактсене çырса кăтартнă (- М.В.). Ăна ĕненме пулать. (Иштек 1225-мĕш çултах çарне халхи Казахстанран илсе тухать; уруксем йăх тымарне КăК теççĕ...) Çак тапхăрти çăва çинчи чăвашла эпитафисене ислам йышăннă йăхсем Муслимпа араб алфавичĕпе çырнă та ĕнтĕ. Карапаш хули те пур Тутарстанра. Унти Хурапуçсем тутарланнă.
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:55
Agabazar
Ку темăна, хисеплĕ Михаил Волков, тархасшăн тĕрлĕрен çÿп-çапа ан сĕтĕрĕр!
Михаил Волков // 2484.78.1713
2015.07.08 15:08
Ятлама, хăтăрма, шăллăм, санăн кăштах ÿсес, сумланас пулать. Хăв ларакан турата пăчкăпа серсе ан кас. Тетелтен тăранатăн пулсан, форумçăсене хисепле: Чĕлхепе мимери çÿпçапа тасатни никама та пăсмасть. Матькассине пĕрмаях çÿрени килĕшÿсĕр ку форумра. Урăх ăнлантарни кирлĕ мар пулĕ?..
Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:46
Agabazar

Çÿп-çапа кунта сĕтĕрмелле-и, сĕтĕрмелле мар-и? Гамлет ыйтăвĕ....

Михаил Волков // 3668.72.7470
2015.07.08 21:32
Тасат, тасатах çÿпçаппуна. Пĕлÿсем тултар кутăнланса ÿркенмесĕр, шăллăм, тараватлăха вĕренни те пăсмĕ Вара сайтран пасар тума пăрахăн. Темăсеене маттур илсе пыма ĕç пултарулăхĕ пурри сисĕнет санăн: кăсăклă материалсем шыраса тупма тăрăшатăн. Анчах форумçăсене пÿлсех хăвăнтан хушкаласа пĕлĕвÿ хальлĕхе çителĕксĕррине кăтартатăн. Куштанланнипе мар, тивĕçлĕ пĕлÿсемпе çĕнтереççĕ тавлашура.
Agabazar // 1813.54.8277
2015.07.09 05:03
Agabazar
"...Тетелтен тăранатăн пулсан,..."

Ку вара — куçкĕрет халлап.

Михаил Волков // 1544.04.0854
2015.07.09 13:09
Сывлăшпа тăранса пурăнмастăн пуль ĕнтĕ форумра вĕçĕмсĕр пур темăсем тăрăх чупса. Институт шалу тÿлет пулĕ кильйышна выçă хăварасран. Анчах апла-и, капла-и, ырă сĕнÿсем усăллă пулĕç тесе шанатăп. Форумăн сумлăхĕ ÿстĕрччĕ.
Agabazar // 1860.26.0075
2015.07.17 09:15
Agabazar

Светлана Чиркова — Икĕ Ылттăн Олимп медалĕ (Мехико-1968 тата Мюнхен-1972,

рапира) илме пултарнă пĕртен-пĕр чăваш.


Халлĕхе ун пекки урăх çук.


Светлана Чиркова — "чăваш" ятпа çÿрекен çын.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 10:20
Кунта вара Светлана Чиркова темӑпа ҫыхӑннӑ-им,Админ тӑванӑм? Чиркова чӑваш пултӑр-ха, анчах та "Эпӗ чӑваш, кунпа мухтанатӑп та мӑнаҫланатӑп"- тесе Чиркова чӑвашла каланине илтмен, вуламан. Валентина Михайловна Васильева-Егорова чӑвашла Америкӑра интервью панине илтнӗ. Паян ,тен,чӑвашла хӑй те манса пырать. Ачисене чӑвашла вӗрентместь те. Ятсем пурте вырӑсла та акӑлчанла.
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:40
Agabazar
Сетлана Чиркова — "чăваш" ятпа çÿрекен çын. Ун пеккисем тĕнчере нумаях мар. Вăл шутра Эстонире те. "Чăваш" ятпа çÿрекеннисен йышĕ тĕнчере хăвăрт чакса пырать.

Икĕ хут Олимп чемпионĕ пулнисенчен вара чăваш ятпа çÿрекенни — ПĔРТЕН-ПĔР ВĂЛ ÇЕÇ. Урăх ун пекки тĕнчере Чирковасăр пуçне пачах та çук. Па-а-а-ча-а-х та çу-у-у-у-к!

Валентина Егорован та ик Олимп медалĕ. Анчах та пĕри çеç ылттăн.

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем