Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

Софья Савнеш14.06.2015 22:2415538 хут пӑхнӑ

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт. Хам вырăсла пуплеме пĕлместĕп теместĕп-ха эпĕ. Анчах пĕлĕшĕм чăваш пулнине, вăл чăваш амăшĕн сĕчĕпе ÿснине пĕлсе тăрса ниепле те чĕлхем вырăсла калаçмашкăн çаврăнмарĕ.

Тен, хулара, общество транспортĕнче чăвашла пуплеме именет вăл? Капла та шухăшласа пăхрăм. Анчах çав «майра» ялта та манпа вырăсла перкелешет. Ку кăна мар – вăл ашшĕ-амăшĕпе те, аппăшĕпе те чăвашла пупленине асăрахасах кайман эпĕ. Тус-юлташĕсемпе – пушшех те. Çамрăксем «чăнкă» вĕт. Вĕсем хăйсен ачисене те, ялта пурăнсан та, вырăсла калаçма хăнăхтарасси пирки 100 проценчĕпех иккĕленместĕп.

Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çынсемпе паллашма тÿр килчĕ манăн. Пĕлтĕр Люксембургран Чăваш Ене чăваш чĕлхине ятарласа вĕренме килнĕ Томас Файдерпа тĕл пултăм. Вăл тăван тăрăхĕнче пирĕн чĕлхене хăй тĕллĕн ăса хывма тăрăшнă. Грамматикăна вĕреннĕ-ха вăл кăшт. Анчах калаçнине илтсе вĕренес килнĕ унăн. Çак тĕллевпех Томас Етĕрне районĕнче пурăннă, учительница пулăшнипе (халь, шел те, ятне-шывне манса кайнă) чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Люксембурга кайнă чухне Томас хăйĕнпе кĕнекесем илсе кайнă, унта чĕлхене малалла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Тăрăшсан темĕн те пулать теççĕ. Томаспа тĕнче тетелĕ урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Чипер-йĕркеллех ман пата чăвашла çырать. Кăçал вăл каллех Чăваш Ене килесшĕн. Хальхинче вăл чăваш чĕлхипе культурине «Хавал» уйлăхра тарăнрах вĕренесшĕн. Мĕнех, ăнăçу ăна.

Çичĕ тинĕс леш енче те чăваш чĕлхи пирки пĕлни чуна хăпартлантарать. Пирĕн чĕлхене ют çĕршыв çыннисем вĕренме талпăнни вара пушшех те савăнтарать. Ав Венгрирен нумаях пулмасть Мелинда Такач Шупашкара килнĕ. Вăл та чăвашла вĕренесшĕн, чăвашсен культурипе паллашасшăн. Мелинда венгр тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем пуррине пĕлтернĕччĕ.

Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхене епле манăçа кăларăн-ха? Çук, вырăсла калаçма, паллах, никам та чармасть. Анчах чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.22 11:19
Кам чарать чӑваша чӑвашла пуплеме?.Ма чӑваш драма театрӗн касси умӗнче билет ыйтнӑ чухне вунӑ ҫынтан тӑхӑрӗшӗ вырӑсла ыйтаҫ?.Хӑйсем чӑвашла пӗлеҫ.Килнӗ чӑаш театрне чӑвашла спектакль курма.Шкул айӑплӑ ӗнтӗ каллех.Эрнере миҫе сехет чӑвашла вӗрентессине ӳстермелле чӑваш чӑвашлах калаҫтӑр тесен?.Ма цыган цыганпа цыганла пуплет?.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.22 12:33
Акасапар хӑта, пӑх тархасшӑн ЧНК Пушкӑрта кайса Слакпуҫӗнче ӳкернӗ видеокурӑва. Тата мӗнле документ кирлӗ? Пелепейри чӑваш гимнаҫинче вӗрентекен А.Емельянов каларӗ: "килте, ҫемьере ачисем йӗркеллех калаҫатчӗҫ тӑван чӗлхепе", кайран кайрӗҫ ача пахчине, кайран шкула -унта пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ку факт тепӗр хут ӗнентереть-Енчен те 7 ҫула ҫитиччен ача килте асаннепе тӑван чӗлхепе пурнать пулсан ҫеҫ шкул ӑна пулӑшма пултарать. Килте калаҫмасан чӗлхе пӗтеть. Пӗлсех тӑратӑп-Акасапар каллех калать:"А.Емельянов маншӑн авторитет мар-тесе ҫавӑрса хурать. Кунашкал позици ҫине ӳксен нимӗн те пулаймӗ.
Agabazar // 2173.77.5898
2015.06.22 12:34
Agabazar
"Мĕн тума кирлĕ сире, Акапасар, Приморьери чăвашлăха тытакансем пуррине .... "

акапасара ун пек халлапсем ним тума та кирлĕ мар. Таймерсене вара унашкал халлапсем шутсăр кирлĕ. Мĕншĕн иккенне унăн юнашарти комментари пеккине вуласан та курма пулать.


Пире халлапсем мар, чăн-чăн результатсем кирлĕ. Статистика тăрăх Приморьере те, Инçет Хĕвелтухăçĕнче те чăвашсен тата чăвашла калаçакансен йышĕ ни ÿсмест, ни çĕнĕ пахалăха куçмасть. Фактăсем те сĕтĕрсе килеймерĕç сайта.

Agabazar // 2173.77.5898
2015.06.22 12:39
Agabazar
"Акасапар хӑта, пӑх тархасшӑн ЧНК Пушкӑрта кайса Слакпуҫӗнче ӳкернӗ видеокурӑва."

Админ яр уççăн пĕлтерчĕ: Слакпуçĕнче çамрăксем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçаççĕ, аякран килнĕ хăнасемпе çеç чăвашла.

Ăнкарайманнисем валли тепĕр хут калатăп: "Слакпуçĕнче çамрăксем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçаççĕ"
Апла та тавçăрса илейменнисем валли — виççĕмĕш хут: "Слакпуçĕнче çамрăксем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçаççĕ"

бор: " Килте калаҫмасан чӗлхе пӗтеть."

Куратăр-и, еплерех халлап çапаççĕ хăшĕсем! Сăмахран, эп, Акапасар, килте нихçан та

вырăсла калаçса курман. Нихçан та! Вара мĕн, çавна кура манри вырăс чĕлхи пĕтнĕ-им? Типсе ларнă-им? Какуй апла унта! Чăннипе эп вырăс чĕлхи тĕлĕшпе те тĕрлĕрен Таймерсене фора пама пултаратăп! Мĕнле пĕтесси пирки сăмах пулма пултарать апла пулсан!

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.22 23:04
Акапасар ачисене килте шкула каиччен чӑашла вӗрентме шутламаншӑн кам айӑплӑ?.Тата никам та нихҫан та курман Акапасар лавккара чӑвашла ҫӑкӑр ыйтнине.Е памасан хӑй хыҫҫӑн мӗнле те пулин йӗр хурнине.Тыарланпа Илле Иванов пек.Хам пирки каласан каллех Акапасар сиксе ӳкет.Калаҫ тархасшӑн Акапасар кашни утмра чӑвашла.Ан хӑра.Ан вӑтан.
Конми // 6706.8.3474
2015.06.22 23:05
Пăтрататăр, пăтранса ларатăр, Акапасар. Мухтаннипе пĕлÿ, компетенци шайĕ ÿсмест. Пĕлÿ хутаççине кăштах та пулин тултарсан пăсмĕ. Форумра темчухлĕ текст тунипе çăкăр çиетĕр пулсан та, форумçăсене хăтăрса ларма иртерех, шăллăм. Юркка Йăванне асилтерет сирĕн мухтанăвăр.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.22 23:12
Agabazar текенни Форӑ парасси курӑнмаст ха. Нихӑш енчен те унран форӑ ҫук. Урамра калаҫмас , лавккара -ҫук, килте те калаҫмас тӑван чӗлхепе. Никам та чармас пулсан та. Форумра кӑтӑкласа илет ҫеҫ.
Agabazar // 1940.85.5351
2015.06.22 23:26
Agabazar
Хăшпĕрисем халь те çакна ăнкарайманни тĕлĕнтерет:

Паянхи Слакпуçĕнче çамрăксем пĕр-пĕринпе чăвашла мар, вырăсла калаçаççĕ.

Слакпуç — "Нарспи" авторĕ Константин Иванов çуралса ÿснĕ ял. Вăл Пушкăртстанри Пелепей районĕнче.

Ну, Таймера эп, каларăм ĕнтĕ, вырăсла пĕлессипе те фора пама пултарап.
Agabazar // 1940.85.5351
2015.06.22 23:45
Agabazar
Нина // 1830.8.7306 2015-06-21 14:47 Agabazar
"Кам чăвашла калаçать — çав "катăк" шутланать."
ЭСИР те-и?

Камсен моралĕ пирки сăмах пырать-ха унта? Таймер, калăпăр, пĕлсех тăратăп, манран çур сăмах чăваш сăмахĕ илтсенех АЙККИНЕЛЛЕ ПĂРĂНСА УТАТЬ. Çав сăмахах манран вырăсла илтсен чĕркуçленсе ларса пуççăпма та хатĕр. Çапла пулассине витĕр курса тăратăп. Çапларах вăл мораль тени....

Атила // 3913.58.4645
2015.06.23 13:10
Ку Акапасар текенни мӗнпе тӑранса порнат?.Чоаш чӗлхи тавра хыҫкаланса окҫа илсе лармас-и?.Ҫампа тӳрех тапӑнат Тымарлансам ҫине.Балтая ме йоратмас тата?.Ачисен килтех чоашла попляма вӗрентме полтарнӑшӑн?

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем