Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353806 хут пӑхнӑ

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1100.57.6949
2015.05.19 16:57
Agabazar
Вăт, тытăр та хăвăр çапла тавăр: чăваш хĕрĕпе килйыш çавăрăр, 5 шăпарланран кая мар çуратăр, вĕсемпе сăпкаран пуçласа тăван чĕлхепе калаçăр. Çак пунктсене пурнăçлама сире никам та чăрмантармасть. Унтан вара Путинран çирĕп ыйтма пултаратăр.
2015.05.19 17:00
Аçтахар Плотников
БОР, сана итлес пулсан пӗтӗмпех аван пулмалла пек. Ара чӑваш каччисем чӑваш хӗрӗсемпе авланса 5 ача мар пулин те 2-3 ҫуратакансем туллиех. Анчах вӗсем пурте телевизор тата ытти МИХсене пула (+чӑвашла калаҫман урам) ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Хӑйсен хушшинче чӑвашла калаҫаҫҫӗ пулин те, ачисемпе — вырӑсла.
Эс калаканни те кирлӗ, анчах влаҫ шухӑшне шута илмесен, унтан тӗрек илмесен вӑл 5 ача ҫуратнинчен ним усси те ҫук. Пӗтӗмпех комплекслӑ пулмалла. Ҫемье те, МИХӗсем те, пурнӑҫри хутшӑнусем те, влаҫӗ те. Кашнин хӑйӗн витӗмӗ. Влаҫрисем ҫак лару-тӑрӑва нимӗнле те витӗм памаҫҫӗ тени вара питӗ пысӑк йӑнӑш!
Agabazar // 1100.57.6949
2015.05.19 17:08
Agabazar
Паллах, кашни пилĕк, улттă, çиччĕ е ытларах ача ÿстерсе ларни чăваш халăхне мар, вырăс халăхне ĕрчеме пулашать.

Кайран çав ачасемех хамăртанах "хамарьял" текелесе е ытти меслетсемпе кулаççĕ. Вăт мухтан нумай ача пăхса ÿстертĕм тесе!

Вăн ЧНК президенчĕн виçĕ патвар ывăл теççĕ. Вĕсенчен чăваш чĕлхине епле усă пур? Угаслов хоспочын тепĕр 10 ача та ÿстерме пултарĕ. Анчах чăваш чĕлхишĕн еплерех усă?
Agabazar // 3843.70.6163
2015.05.19 17:50
Agabazar
Калатăп-иç, Путин калани — политикăлла сăмах.
Ку сăмаха политика шайĕпе çеç виçме пулать. Урăх шайсемпе виçме хăтланни — усăсăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 17:52
Апла пулсан, тавай палкама пӑрахар. Хамӑра хамӑр улталар мар. Пуласлӑх ҫук тесе ӗненер те пӑнчӑ лартар. Пуласлӑх ҫук пулсан кама кирлӗ дефис,суффикс, пӗрле е уйрӑм. Пурте-писательсем,тӑван чӗлхе учителӗсем, композиторсем,юрӑҫсем, ташлакансем.артистсем.поэтсем. художниксем,политиксем,краеведсем- пурте-пурте тӑван чӗлхешӗн. чӑвашлӑхшӑн иккен. Как только вӗсене, ҫав шутра сире те Акасапарпа Админ, реальнӑй япаласем ҫинчен калатӑн, тӳрех ҫилленме пӑхаҫҫӗ. Юмахра пурӑнмалла мар, тӑвансем. Вӑт ЧНК Президентӗнчен, унӑн вицесенчен ыйтӑр, мӗншӗн чӑвашлӑх хут ҫинче кӑна.
2015.05.19 18:12
Аçтахар Плотников
Бор, эп те реальнӑй япала тума тӑрӑшмастӑп-и вара? Чӑваш чӗлхине 21-мӗш ӗмӗре сӗтӗрсе кӗрес тӗлӗшпе. Чӑваш литературине электронлӑлатни, чӑвашла сайтсем туни — юмах-им вара? Е эсир калашле пахчара кӗреҫе тытса кӑна ӗҫлени ӗҫ шутланать-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 18:40
Хисеплӗ Админ! 21-мӗш ӗмӗре тӑван чӗлхене Сӗтӗрсе кӗме пулӗ-ха, анчах калаҫас текенсем ҫуралӗҫ-и ҫав 21-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче-вӑт мӗн ҫинчен калаҫу пырать.
Татах Архиппӑв( тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) патне ҫитем-ха. Эпӗ ӑна хирӗҫ мар-тахҫанах пӗлетӗп, ун пек ҫынсем конгрессра ертӳҫӗ пулма пултариманни ҫинчен нумай каларӑм, мӗншӗн тесен облико морале аялти шайра, ачисем тӑван чӗлхерен аякра тата ытти те. Эсир Акасапарпа мана хирӗҫ пит кӑшкӑрашрӑр. Вара халь мӗн тумалла ман, хирӗҫ савҫим калама юрамасть-им?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 18:49
Вӑт,хисеплӗ Админ, эпӗ пӗр 10 ҫул Мускаври Сергей Полонский текен ӑҫтиҫука сӑнатӑп, паллах ТВ тата СМИ урлӑ. Ҫавӑн пек шоуменсем сире кирлӗ-им? Пирӗн хушӑрах Полонский ҫинчен, Немцов ҫинчен ҫапларах калаҫҫӗ: "Зато он красиво живет"-теҫҫӗ. Эпатаж, не более того. Тата "они такие великие"- теме те пӑхаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле сиртен. Паллах, халӑх укҫипе темле те камитленме юрать( Полонский мӗн чухлӗ дольщика макӑртрӗ, Немцовӗ аякра мар). Ҫак эпатаж халӑха тивӗҫтернинчен питӗ тӗлӗнес килеть.
Victor // 3107.37.1769
2015.05.19 20:05
Victor
Путин сăмахĕ мĕн пирки калать пире:
- Российăра чĕлхене хÿтĕлес стандартсем пачах урăхла (тĕнчере урăх ниçта та ун пекки çук).

Эппин, ни Европпă, ни тĕнче оппычĕ тата саккунĕсемпе йышăнăвĕсем Раççее пырса тивмелле мар. Кунта Путин хуçа тени кăна.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 20:22
Вӑт каллех шыравҫӑ троллит. Эп Путина хӳтӗлесе каламастӑп. Анчах чӑнлӑх вӑл пӗрре. АПШ территоринче пӗтӗм Абориген чӗлхисене пӗтернӗпе пӗрех, акӑлчансем хӑйсен

Страницӑсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем