Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353785 хут пӑхнӑ

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3527.69.6092
2015.05.21 07:34
Agabazar
Станислав // 1018.70.0975 2015-05-20 11:43: <<Кусене вулап та Ют сын, Миккуль, Айван текенсем пурте патшалах укси синче ларакансем пек туйанассе, саванпа власа хутелессе те.>>

Çук пулĕ, влаç хушнипе кунта çырса лараканĕ, ахăртнех, Акапасар пулĕ... :-)

Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэминче мĕн каланине астăватăр пуль?

"Кунти ĕçсене тăвать-тĕр Чакка..." ©

Пахом мар, Чакка!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.21 17:22
"Хĕн-хур айĕнче" чӑваш пурӑнса йӑлӑхнӑ, вӑл страницӑна каялла уҫар мар. Паян уҫҫӑн, ҫутӑ та тулӑх йӗркелесе яма пур майсем те пур. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ертӳҫӗсем, элтепер тата ӗҫлемешкӗн тулли кӑмӑллӑ ӗҫчешсем кирлӗ. Каллех тӳрех каламалла, форумра ҫырса ларнипе,"шик" шӑхӑртнипе тулӑх пурнӑҫ пуласса шанма ҫук.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.21 20:40
Влаҫа хӳтӗлени, влаҫа хӳтӗлеменни-кун ҫинчен мӗн пӗлият ку Станислав текенскер. Енчен те ҫын обществӑра. социумра пӗрлӗх, тӗрӗслӗх хуҫалантӑр тет пулсан, енчен те ҫын "выстраданный" патшалӑх арканса ан кайтӑр тесе позици йышӑнат пулсан-ку Станислав шучӗпе влаҫа хӳтӗлени пулат. Енчен те аркатат,сирпӗтет пулсан-ку меллӗ япала. Кунта догма ҫук, тепӗр чуне хӑшпӗр ыйтусемпе влаҫа та хӳтӗлеме юрат, хӑшпӗр ыйтупа- килӗшмесӗр харкашма та юрат, тепӗр ыйтупа-пач килӗшмесен те юрат. Кунта Станислав мӗнле хушнипе лӑпланса лармалла мар.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.21 21:43
Ют ҫынпа килӗшеп.Мана никам та чармасть.Чарма та пултараймасть.Хуть те ӑҫта пулсан та Шупакарта чи малтан чӑвашла сӑмах хускатап.Килте те чӑвашла кӑна калаҫатпӑр.Ял ятне те хамӑрах кӳршӗпе чӑвашла ҫырса хутӑмӑр чарӑнура.
Agabazar // 7603.2.5900
2015.05.21 22:02
Agabazar
Ну вăт, Таймер, сире "Чармасть" ятлă юрă çырма, ăна пур çĕрте те юрласа çÿреме сĕнетĕп.

Вăл юрра Пил Тымарланпа пĕрле дуэтпа юрлама пултаратăр.

Ав ЧНК унчченхи президенчĕ чармасса шанса парламентра чăвшла калаçнă та, лере пысăк мыскара сиксе тухнă. Темшĕн çке хăй ватăлса çитмесĕрех çĕре кĕчĕ мăнтарăн.

ЧНК хальхи президенчĕ парламентра нихçан та чăвашла калаçса курман. Унашкал плансем ун пачах та çук пулас. Кама кирлĕ кунашкал чарманлăх?

Угасловăн ывăлĕсем те чăвашла калаçса пурăнакан çынсем мар теççĕ. Кама кирлĕ кунашкал чарманлăх? Ни çăвара хыпса çиме çук ăна, ни тумтир вырăнне тăхăнса çÿреме çук. Калатăп-çке, Пил Тымарланпа е Илле Ивановпа пĕрле "Чармасть" тесе концертсенче юрлама пулать ĕнтĕ...
Agabazar // 7603.2.5900
2015.05.21 22:08
Agabazar
Тавтапуç партипе правительствăна, чăвашла калаçас текенсене талккăшпе пере-пере вĕлерменшĕн!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.22 04:12
Персе вӗлермелли ҫинчен кунта сӑмах хускатмасан та юрат. Хамӑр наян та хавшакрах пулни ҫине йӑвантармалла.
Victor // 3004.62.6927
2015.05.22 12:14
Victor
Персе вӗлермелли ҫинчен кунта сӑмах хускатмасан та юрат. Хамӑр наян та хавшакрах пулни ҫине йӑвантармалла.

Кам вăл "хамăр"? Ăнланмастăп.
Ун вырăнне "хам" тенĕ пулсан ăнланатăп.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.22 16:37
Кашни хӑйӗншӗн явап тытӗ унта ҫитсен,Акапаср.Мыскара вара унчченхи президентпа чылай полчӗ.Ерех-сӑраран аран тасалчӗ вӗт-ха конгресӑмӑр.Аран рамкӑсӑр грамотӑсам парса намӑс кӑтартма пӑрахрӗҫ.Угаслов ноутбуксам парнелет.Клементьев песплат йорлат сцена ҫинче.Порӑнатпӑр-ха!.
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 18:39
Agabazar
Вилнĕ çынна кутран тапас вырăнне, Атила хоспочын, ăнлантарса парăр-ха пире, мĕншĕн Геннадий Архипов çав тери ир, ватăлма та ĕлкĕреймесĕр, çĕре кĕчĕ?

Тата... мĕн вăл "унта çитсен"? Персе пăрахассисем те çывхарасса шахвăртса калатăр-и? :-(

Грамота рамкăллă пулни аван ĕнтĕ. Çапах та чи кирли вăл мар. Чăвашла е чăвашла-вырăсла пулма тивĕçлĕ çав грамотăсем. Акă мĕн чи кирли.

Страницӑсем: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем