Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Çамрăксене машинăпа хваттер кирлĕ мар-шим?

Таисия Ташней05.05.2015 21:464024 хут пӑхнӑ

Анăçри çĕршывсенче ирттернĕ тĕпчевсем çамрăксем хваттерпе машинăшăн çунманнине палăртнă иккен.

«Миллениал» текен ăру, унта 30–35 çулсенчисем кĕреççĕ, çурт-йĕр сахал туянать-мĕн, унтан та сайрарах вĕсем машина илеççĕ. Вĕсем асăннă пуянлăха кăна мар, хаклă япала туянма ăнтăлмаççĕ имĕш. Анчах айфон таврашне çамрăксем кăмăллаççĕ-ха.

35 çулчченхи çамрăксене Америкăра «тара илекенсен ăрăвĕ» тесе те калаççĕ иккен. Мĕншĕн çамрăксем пĕр-пĕр пурлăха тара имле кăмăлларах панине социологсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрисен шучĕпе çакă çамрăксен укçа-тенкĕпе çыхăннă самай йывăрлăхпа куçа-куçăн тăма тивнипе çыхăннă. Çынсем пысăк кредит илме шикленеççĕ.

Тата тепĕр сăлтав вăл – çамрăксен хаклăхĕ улшăнни. Вĕсем ăнăнлăха расна ăнланаççĕ. Çити-çитми пурнăçпа пурăннă вĕсен ашшĕ-амăшĕ мул тума ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара çамрăксем укçана опыт пухма тата курса çӳреме яма кăмăллаççĕ.

Пуянлăх туяниччен ăна тара илни лайăхрах тесе шухăшлакан çамрăксене теприсем ятлама та пăхĕç. Анчах тăнăçлăхшăн çуннишĕн хурлама кирлех-ши? Çамрăксем ĕç вырăнне ылмаштарма шикленмеççĕ. Апла тăк вĕсем манăн пӳрт е хваттер кунта-ха тесе пĕр вырăнта тытăнса тăрасшăн мар. Чикĕ леш енче çурт-йĕр туянса хунине те вĕсем ăнлансах каймаççĕ. Ара, вăхăтлăх каяс тесен кирек мĕнле çурт та тара илме пулать мар-и? Машина пирки каласан, такси чĕн те, хăвăн водительпе уйрăм машина евĕрех. Тепĕр тесен, автомобиле туняма тата юсаса тăма та йӳнĕ мар. Кун пек кирлĕ чухне такси чĕн те çитес çĕре çитĕн те.

Çапли çаплах пулĕ те, çапах та ватлăх кунра пурăнма паянхи çамрăксем хăйсене валли кĕтес янтăлама ăс çитереççех-тĕр тесе шанас килет.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 4152-2001
2015.05.13 06:09
Кунта пит нумай ыйту тухса тӑрат. Пирӗн ҫамрӑксем те пӗр вырӑнта ларма килӗшменни куҫкӗретех.
Пĕр хĕрарăм // 1779.7.6605
2015.05.13 15:04
Кăшт лайăхрах куçарсан пăсмасть те вĕт, мĕн-ши ĕнтĕ вăл "ăнăнлăх","çамрăксен хаклăхĕ","курса çÿреме яма"?????
Agabazar // 3136.02.6534
2015.05.13 19:11
Agabazar
Мунчара çынсем пурте пĕртан. Пĕрле мунча кĕрекенсем хушшинче наччальниксем çук.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.13 20:44
Э-э,ҫук Agabazar юлташ, мунчара та наччальниксем мӗнлерех мӗкӗреҫҫӗ. Раҫҫейре пӗтӗм ӗҫе мунчара тата футбол уйӗнче тӑваҫҫӗ мар и?
Agabazar // 9899.3.9575
2015.05.13 22:52
Agabazar
Наччальниксем мунчара мар, саунăра мĕкĕреççĕ

"Хоть сауна напротив, но фауна не та..." ©Окуджава
Тари // 2738.50.3441
2015.05.14 08:39
Машини кирлех марррипе килӗшетӗп. Хӑраса анчах лар ачасемшӗн, кунӗн-ҫӗрӗн халӑх аварисенче тӑкӑнать, мӗн чухлӗ палланӑ яш пӗтрӗ. Хваттерӗ кирлех, хӑвӑн кӗтес пулсан ҫемьене те пурӑнма ҫӑмӑлрах.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.15 19:41
Ыйтмалла ытларах ҫамрӑксен квалификациллӗ Ӗҫ вырӑнӗсем, ыйтмалла хваттерсем йӳнӗрех процентпа. Халӑхӑн активлӑрах та активлӑрах пулмалла ҫке.Кам ҫине шанмалла? Акасапар хӑта ертсе пырасшӑн мар Моисей пророк пек. Апла пулсан пророк мар.
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 19:47
Agabazar
Окуджава юлташ фауна тесе хайхи наччальниксене каланă пулмалла. Вăт çавсем хушшинче шырамалла пророксене.
Victor // 3181.21.1480
2015.05.15 20:19
Victor
"çамрăксен хаклăхĕ улшăнни" - çамрăксем йÿнелсе кайнă пуль ).
Хаклăха ăнланасси улшăннă, ăнăçу мĕнне урăхла ăнланаççĕ.

... ватлăхра та ватлăх çурчĕ - ăна та тара майĕпе...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем