Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 14:39 | |
Šyravşă яланах тарӑн шухӑшлӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах мана паян тӗлӗнтерчӗ. "Чăваш бройлерĕ тавралăха каяшпа наркăмăшлани те çивĕч ыйту"-ку ыйтӑва кашни иртен-ҫӳрен лартат.Вӑт Бройлер хуҫи(кам вӑл,Иванов е Николаев) "олигархический капиталист,сросшившийся с властью" с особо циничной пренебрежительностью к жителям окрестности,Республики в сфере охраны окружающей среды,в сфере оплаты труда,в сфере оплаты налогов,в сфере улучшения среды проживания соотечественников"-тесе ҫыра пуҫласан вара ыйтусене ҫивӗч лартнӑн туйнат.Аттун ҫыраҫҫӗ-"Ҫавал шывӗнче 100-шер пин пулӑ вилнӗ".Вара ку ҫивӗҫ статья пулчӗ-и? | |
Victor // 7490-8399
2015.05.11 16:46 | |
Миккуль, çакăнпа килĕшетĕп: манăн та чăваш бройлер хуçи кам пулнине, çак лару-тăрăва хăй мĕнле хакланине пĕлес килет. Тĕплĕнрех вулас килет.
Çакăнпа килĕшместĕп: хыпара çынна юриех хурламашкăн çырнине. Бройлерта пулса курман, Николаевĕпе, фабрикă таврашĕнче пурăнакансемпе т.ыт.те калаçмасăр ăçтан пухĕ матариалне? Xыпарĕ стена çинче чухне хăвăр шухăшăра "олигархический капиталист,сросшившийся с властью" эсир те пĕлтерме пултаратăр-çке. Хыпара кăларнă - маттур. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 18:41 | |
Юрат,килӗшӗпӗр Šyravşă юлташ.Ӑҫта хастар журналистсем?Ӑҫта симӗс парти,активистсем? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.11 19:31 | |
Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче мӗн-мӗн курнине,чӑтса ирттернине темиҫе кун документлӑ картинӑсем кӑтартаҫҫӗ.Паянхи кунпа ун чухнехи пулӑмсене критиклеме ҫӑмӑл,хамӑр мӗнле чӑтса ирттернӗ пулӑттӑмӑр-ши ҫав тискер вӑхӑта? Сталинград пӗтӗмпех арканнӑ, вӑл анчах-и?Паян "Ухо Москвы" текен организацинчи журналистсем пит икӗпитленеҫҫӗ,ҫамрӑк кӑна хӗр-корреспондентсем тулхӑраҫҫӗ,питӗ тӗрӗслӗхшӗн имӗш вӗсем. | |
Конми // 6959.5.0897
2015.05.11 23:24 | |
"Аслă Аттелĕх вăрçи" тени стиль енчен - чĕлхене пăсни пулнине, Шыравçă,асăрхаймастăр-и вара? "Кам-ха вăл Аслă Атте?" - ыйтĕ çамрăк вулакан. Вăт ку чăнах та нимĕнле карта ларман пуплешке-юплешке! Мухтав тата палăк авторĕсене! Тем те илтĕпĕр вырăсларан чăвашла тÿррĕмĕн ÿпĕнтерекен ăстасенчен. Вилĕ çынна та вĕсем "юлашки çула ăсатмаççĕ", унпа сывпуллашаççĕ. Ара, вырăссем "прощаются" теççĕ-çке! | |
Ют Ҫын // 2015.28.0510
2015.05.12 09:38 | |
Ҫав Атилӗх темипе Доктор диссертацине ҫырмалла та Аgabazar юлташӑн вара пӑнчӑ лартма юрат. | |
Victor // 7490-8399
2015.05.12 10:15 | |
Конми, шăпах ун пирки çырнăччĕ эпĕ - анчах вăл стиль мар логика енчен пăсăк япала пек. Аслă Атте - Аçа - Аслати - чăваш Зевсĕ. :)
Великая война - Аслă вăрçă Отечественная война - Аттелĕхĕн вăрçи Аттелĕхĕн мĕнле вăрçи? Аттелĕхĕн Аслă вăрçи. е Аттелĕхĕмĕрĕн Аслă Вăрçи. Йăнăш куçарăва каялла куçарнипе тĕрĕслеме пулать. Аслă Аттелĕх вăрçи - Война Великой Отчизны. Вилĕ çынна та вĕсем "юлашки çула ăсатмаççĕ", унпа сывпуллашаççĕ. Ара, вырăссем "прощаются" теççĕ-çке! Питĕ вырăнлă асăрхаттару - | |
Victor // 7490-8399
2015.05.12 10:25 | |
Гуглта "Аттелĕхĕн Аслă вăрçи" тесе çырнă текстсем те, "Аслă Аттелĕх вăрçи"ллĕ текстсем те тухаççĕ.
Чĕлхе хăйне тасатма-майлама пултаракан пулăм, çавăнпа шухăшласа çыракан-вулакан-пуплекен çамрăксем Аслă Аттелĕх вăрçи сăмах майлашăвĕн йăнăшне тÿрлетейнĕ. | |
Agabazar // 1348.06.9510
2015.05.12 10:43 | |
"...Чĕлхе хăйне тасатма-майлама пултаракан пулăм,..."
Пурăнакан, ĕçлекен, çынсем куллен усă куракан чĕлхе çеç хăйне-хăй тасатма майлама пултарать. Вилĕ чĕлхен е çавăн патнелле çывхарса пыракан чĕлхен унашкал майĕсем çук. Юхман тата типсе пыракан шывăнни пекех. Унашкал шыв пăнтăхать, шăршланса пырать, шапа пăттипе тулса ларать. | |
Victor // 7490-8399
2015.05.12 10:57 | |
Паллах.
Анчах эпĕ шăпах куллен ĕçлекен, чĕлхепе усă куракан çынсем шăпах "Аттелĕхĕн Аслă вăрçи" тесе тÿрлетни çинчен каласшăн пултăм. Елчĕк районĕ чĕлхемĕрпе питĕ хастар усă курать пулмалла, шăпах вĕсен дискурсĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çирĕпленет. Пĕр çын çырни мар. |