Victor // 3181.21.1480
2015.05.14 19:45 | |
Вĕсен те пирнешкел - уйрăм, пĕрле е дефис урлă çырас орфографи терчĕ пур. Историлле пăхсан - Goodbye тĕрĕс. Синхронла пăхсан - Good Bye пулмалла пек (Good Morning, Good Day аналогийĕпеле). Good-Bye тенине те хăш пĕр словарьсем тĕрĕс теççĕ. Вăт сире орфографи фрончĕ. Чĕлхен философилле аспектне курăмлатакан пĕр ыйту. Тем пек кĕрешсен те татса параймăр. | |
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:50 | |
<<Вĕсен те пирнешкел - уйрăм, пĕрле е дефис урлă çырас орфографи терчĕ пур.>>
Вĕсем ăна терт тесе шутламаççĕ. Çапла пулни вĕсемшĕн йĕркеллĕ, юрăхлă шутланать. | |
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:50 | |
Эх, Матькасси, каллех дубль кайрĕ!.. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.14 21:42 | |
Agabazar:-" Вĕсем ăна терт тесе шутламаççĕ.Çапла пулни вĕсемшĕн йĕркеллĕ,Agabazar, юрăхлă шутланать.".Пирӗннисем ҫухалса кайнӑ тейӗн.Тӑван чӗлхепе калаҫаканнисем пулсан савӑнмалла,а кусем дефиспа,пӗрле е уйрӑм-кама тӗлӗнтеретӗр. Тӑван чӗлхепе калаҫакансаем пӗр 5 мильюн пулсан шӑкӑртатма юрат,калаҫас текенсем 100 пин те юлман тӑр? | |
Agabazar // 1821.49.2448
2015.05.15 17:05 | |
"...калаҫас текенсем 100 пин те юлман тӑр?"
Ия çав. Чăнласах калаçас текенсем ахартнех шăп çавăн чухлĕ. Пур паллах тата урăхла май çуккипе çеç калаçакансем. Чăннипе вара унашкаллисем çĕрен-кунĕн чăваш чĕлхинчен еплерех хăпасси пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ. Тĕлĕкре те çавăн пиркиех тĕлленеççĕ. Чăваш чĕлхипе çыхăну пурри ун пек çынсемшĕн — нуша. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.15 19:29 | |
Ман шутпа Акасапар хӑта тӗрӗс мар вектор илнӗ хӑйӗн дискусӗнче.Мӗн тери эгоист пулмалла кун пек калама:;Чăннипе вара унашкаллисем çĕрен-кунĕн чăваш чĕлхинчен еплерех хăпасси пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ"-тӗрӗс мар,пачах та тӗрӗс мар.Эпир,аслисем,калаҫатпӑр,хутшӑнатпӑр чӑвашла.Анчах пирӗн умра ҫӗнӗ ӑрӑва хутшӑнтармалла вӗт-ха.Ку енчен пирӗн пулсах каймасть.Мӗн чухлӗ тупӑшрӑмӑр: хӑйне чӑваш "элити" вырӑнне хуракансен ачисене чи малтан килте тӑван чӗлхепе хутшӑнтармалла тесе.Ҫук,темиҫе Ӑру ҫитӗнсе ҫемьеленчӗ,урапи паян та вырӑнтах.Тимӗр калать килте вӗрентмелле,урамра ытти ҫӗрте хутшӑнмалла тесе.Акасапар сурчӑк сирпӗтсе тавлашать, паллӑ, ачисем ҫук пулмалла.Архиповӗ те уйрӑлса кайрӗ,унӑн та ачисене вӗрентес шухӑш пач пулман-кун ҫинчен те нумай кӑшкӑртӑмӑр.Усси ҫук.Акасапар ухмаха персех ларать. | |
Victor // 3181.21.1480
2015.05.15 19:50 | |
bor1959, ашшĕн е амăшĕн ачана ÿстерес ĕçĕ мĕнле йывăр ĕç вăл. Ман пĕлĕшсем хушшинче те чăвашлах вĕрентĕп-ха текеннисем пурччĕ, анчах пулмарĕ, ача хăй те чухлать вĕт, унăн хăйĕн те кăмăлĕ пур, робот мар, чура мар. Çуратаканĕпе çури хушшине эсир кăшкăрашса та, вăрçса та кĕрсе каяймастăр. Ача чухне шăпах нумайтарах ирĕклĕх курас тенипе ют чĕлхине, ытти çынсен культтурине вĕреннĕ пулĕ хăвăр та. Вĕçĕм пусмăрлакан, икĕ ял хушшинчи хĕсĕнсе юлнă шурсухалсемпе мĕн тесе ĕç тăвас тет пысăккăн шухăшлакан-ĕмĕтленекен яш? | |
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 20:29 | |
"... Çуратаканĕпе çури хушшине эсир кăшкăрашса та, вăрçса та кĕрсе каяймастăр..." +100 | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.15 21:28 | |
Хӑвӑра валли проблемӑ шырас темесен ачасене,паллах,ҫуралсанах чӑвашла вӗрентме кирлӗ мар.Садикре кампа чӑвашла калаҫӗ пепке.Сан пек ухмах тек ҫук.Пурте йӗркеллӗ ачасене вырӑслах врентнӗ.Чӑваш чӗлхипе мӗн тӑван.А кайран,совеҫ таса пултӑр тесе,садик-шкул ҫине йӑвантарма яланах пулать.Вӗсем пӗтӗмпех айӑплӑ,хамӑр мар. | |
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 21:36 | |
Вăт çавнашкал япала вăл "Атилĕх" тени, эчсемри....Кунта апла-капла ярлыксем ăсталанипе ĕç кăлараймастăн. "Совĕç" (=Çумхыпар) пирки асăнни те — ытлашши... |