| Миккуль // 4292.84.0894 2015.04.25 20:00 | |
| Пурне те салам, Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Ҫак чӗлхен тумхахсемсӗр вӑрӑм кунҫул пултӑр тесен чӑваш ҫамрӑкӗсем  этнокультурӑллӑ ҫемьесем ҫавӑрса 4-5 шер чӑваш шӑпӑрланӗсене ҫитӗнтерессе шанас килет. Авланманнисем васкӑр; Agabazar,Админ,Пасар эсир авланнӑ пулсан ачусем йышлӑ и ? Мӗнле пырат тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫ? | |
| Аçтахар Плотников // 1376.23.7540 2015.04.25 20:25 | |
|  | Ҫын ҫӗмьине мӗн тума кӗрес? Хӑвсамӑрӑнне пӑхӑр, тишкерӗр. //тата ак ҫын кӗсьинчи укҫана, кил-ҫурчӗсене тишкерес патне ҫитӗр... | 
| Agabazar // 3190.30.5381 2015.04.25 21:37 | |
|  | "...Чӗлхеҫӗсене тата тӑван чӗлхепе кулленх пурнӑҫра усӑ куракансене Чӑваш Чӗлхи Кунӗ ячӗпе!..."   Эп вара никама та сиктерсе хăварасшăн мар!"Говорите на нормальном языке!" текенсене пуринчен те хытăрах саламлатăп! | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.04.26 11:38 | |
| Вӑт куратӑр-и, сиртен Миккуль текенни йӗркеллӗ чӗлхепех ыйтать вӗт. Малтан ачусене вӗрентӗр-ха тет. Сире, "чӗлхешӗн кӗрешекенсене",килӗшместь.Камшӑн кӗрешетӗр, ман ачасем валли е Тимӗр ачисем валли? Сиртен кӗрешме ыйтнӑ-и вӗсем? | |
| Ют Ҫын // 3108.69.5966 2015.04.26 12:58 | |
| Чӑваш чӗлхи кунӗ кӗмсӗртеттерсе иртсе кайрӗ, савӑнӑҫлисене нумаях кураймарӑм. Уяв пекех пулаймарӗ иккен ҫак кун кӑҫал.Шанчӑка ҫухатмасан,килес ҫул ҫӗнӗ элтепер хутшӑнасса ӗненсех тӑратпӑр. | |
| Аçтахар Плотников // 1390.41.5817 2015.04.26 15:01 | |
|  | БОР, унашкал ыйта пуҫалсан ак илетӗп те хупап Чӑваш халӑх сайтне. Каларӑм-ҫке — ан кӗрӗр ман ҫемьене, сире унта кӗме алӑк уҫса паман! Тен ман ҫемьере сирӗннинчен те лайӑхрах? Хӑвӑр ҫемьӗрсенчине пӑхӑр, тишкерӗр. | 
| Agabazar // 2988.92.6009 2015.04.26 15:41 | |
|  | Тата мĕн курмалли-илтмелли юлать-ши?
 Ĕнтĕ чăваш чĕлхишĕн кĕрешес тесен, малтан Тимер ачисенчен тата бор ачисенченИРĔК ЫЙТМАЛЛА иккен... Эх, тĕнче!Шутсăр пысăк наччальниксем-ши борпа Тимер ачисем? :-( ООН пуçлăхĕсенче тăраççĕ-ши вĕсем? Раççĕйре вара Путин юлташран та çÿлерех-ши? | 
| Ют Ҫын // 1321.38.7558 2015.04.26 16:06 | |
| Нумай ҫын калат вӗт малтан ҫемьере тӑван чӗлхене вӗрентмелле тесе. Сӑмахран,И.Иванов,Н.Лукианов,Тимӗр,Карягина пекрех эппин, унсӑрӑн усси пулмаст. | |
| Зина // 2174.50.5633 2015.04.26 16:55 | |
| Сайтра калаçăва хутшăнакансем сахалăн пулин те ыррăн канашлама пĕлместпĕр. Мĕншĕн пĕрне-пĕри тавăрас тесе çеç шухăшлатпăр.Хăшне-пĕрне вуличчен-вуламанни паха пек. "Калас сăмаха 3 çул шухăшла"-, тенĕ ваттисем. Пирĕн халь кунта çыриччен хуть 3 минут шухăшласчĕ... | |
| Аçтахар Плотников // 1390.41.5817 2015.04.26 17:49 | |
|  | «И.Иванов,Н.Лукианов,Тимӗр,Карягина...» — чӑваш халӑхӗ йышне вӗсем кӑна кӗмеҫҫӗ вӗт. 
 Сирӗнпе калаҫӑва хутшӑниччен хутшӑнманни лайӑх. | 
