Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Victor: Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

Victor24.04.2015 19:3323793 хут пӑхнӑ

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.02 11:17
Тари,тӗрӗс.Улӑштармалла фотоне, ачасем анчах мар йӑваш чунлӑ каччӑсем те хӑраҫҫӗ.
Agabazar // 3060.16.3924
2015.05.02 12:58
Agabazar
Аватарка çинчи сăн манăн мар. Тен, чăнах та ылмаштармалла пуль.

Зина:<<Чăваш чĕлхине малалла аталантарас тата лайăхлатса пырас ыйтусене татса памашкăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле.Кун пек харкашса "ĕçленинче" ырри патне çитес çук.>>

Каçарăр та Зина юлташ, анчах та эсĕр калани Леопольд кушак сăмахĕсене аса илтерет. Унашкал чĕнсе каличчен малтан тавçăрса илес пулать хайхи "харкашусем" (?) ăçтан сиксе тухнине.

Зина // 1345.37.6303
2015.05.02 14:28
Ăнланатăп-ха ,Agabazar ,ĕçре сăмахламасăр пулмасть.Анчах та "Ырă кăмăллă сăмах çуркуннехи кун пек"-,теççĕ. Çавăнпа пурте кăштах та пулин тараватлăрах пулсан пурне те лайăх.Ыр сăмаха сар çу кирлĕ мар вĕт. Лăпкăрах ĕçлеме тăрăшни кашнине килĕшет тата никама та кÿрентермест те. Вăй патăр эппин Сире, малашнехи ĕçре...
Ют Ҫын // 1575.00.1048
2015.05.02 15:19
Килӗштерсе ӗҫлемелле текен кашни ҫынна Agabazar тете Леопольд кушак сăмахĕсене аса илтерет. Пит лайӑх тӑнласа пӑхнӑ пулмалла ҫав мультике ҫамрӑк чуне.
Зина // 3867.01.8161
2015.05.02 18:18
Çапла çав:"Килĕштерни чул хÿмерен çирĕпрех","Килĕштерсе пурăнни пурне те аван".Тата çакна та калама пулать: килĕшÿллĕ ĕçре-тăнăçлăх.
Agabazar // 1391.62.7559
2015.05.02 23:40
Agabazar

Эх, Зина юлташ, сирĕнни пек тута-çăварпа симпыл та мăрссала кăна ĕçмелле те вĕт...

Зина // 1901.34.7399
2015.05.03 06:11
Agabazar , "симпыл та мăрссала кăна ĕçмелле те вĕт..."Тавах,уявсенче кăштах ĕçни никама та пăсмасть.Уяв ячĕпе , Сире.Тавсье!
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.04 20:03
Зина,Ҫинкка маттур. Сан пек маттурсем ытларах пулсан чӑваш ҫухалмас Ҫӗр ҫинчен. Agabazar пеккисем-те Машков сӑнне лартнӑ, те темле бандюганӑнне(уншӑн пурпӗрех пулмалла)-ҫынсене-чӑвашсене Тӗп ҫултан пӑрса яраканнисем.
Зина-Çинкка // 1538.36.9939
2015.05.05 06:00
Ют Ҫын,"Ҫинкка"тесе чĕннĕшĕн тавах.Хам та çак ята усă курас тĕллевлĕччĕ-ха. Эпир ,чăвашсем, ятсăр халăх мар.Илемлĕ, илĕртÿллĕ, тарăн шухăшлă ятсем пирĕн йышлă. Çавăнпа та Сире те, Айвана та, Бор1959-та çакăн пирки шухăшлама май пур. Ан çиленĕр, ку сирĕн ирĕк.
"маттурсем ытларах пулсан чӑваш ҫухалмас Ҫӗр ҫинчен" .Мĕнле ырă сăмахсем! Ман шутпа, çак сайтра канашлакансем, вĕсене пурте тивĕç.Эпир, Эсир,Ытти Пур ЧĂВАШ та ЧĂВАШЛĂХШĂН тăрăшмасан пирĕншĕн ют çĕршывран килсе ыррине туса парас çук!
Agabazar та ан чĕпĕтĕр-ха! Унăн сăмахĕсенче кирлĕ шухăш нумай. Тавлашура та чăнлăх пур.Сăнĕ пирки те хурлар мар. Унта пăшăрханни, кулянни курăнать.
"Чăваша чăваш еннех туртать".Çавăнпа та чăвашлăхшăш сăпайлă та сатур ĕçлер.
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015.05.05 10:45
Ҫинкка тенишӗн кӳренмелле мар. Питӗ лайӑх ят, ялта вӑл ятлисемяланах ӗҫчен,малти ретре, чӑннине калакансем пулнӑ. Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр тесе ПИАР тӑвакансем пит йышланса кайрӗҫ. Ӗҫ тӑваканнисем вӗсем каяҫҫӗ те шӑппӑн ялйышпа ӗҫлеҫҫӗ чуна парса. Ку форумрисем пиар еннелле туртӑннӑ,ҫавна чун хирӗҫлет.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 9

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем