Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5323113 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 12:47
Админ:"Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины,..."-кун пирки пурӑннӑ чухне А.Г.Николаев космонавтӑмӑртан ыйтма пӗлнӗ пулсан шотсӑр лайӑх пулмаллаччӗ. "Всегда мы задним умом умные"-малашлӑхшӑн хамӑрӑн патриотсенчен ыйтсан та вырӑнлӑ пулмалла.Акасапар каллех калама пултарать:" кам вӑл космонавт?"-тесе.
Ют Ҫын // 3455.26.7590
2015.04.15 14:23
Патриотсем ҫукрах. Раҫҫҫейре те,ЧӑвашЕньре те. Пур пӗрре эпир пӗлни-ӑна Микулай Одер тесе чӗнеҫҫӗ. Ун пек маттур ҫуралать ҫур ӗмӗрте пӗрре.
2015.04.15 18:20
Аçтахар Плотников
Сӑмах май, Николай Васильевича чылайшӑн ӳпкелеме пулать, анчах патриотлӑх тӗлӗшӗпе вӑл япӑх марччӗ.
Пӗрре хайхи... те Республика Кунӗччӗ, те Ҫӗнтерӳ кунӗччӗ... Хӗрлӗ тӗремре «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестиваль пуҫланать. Режиссёрӗ, хамӑрӑн ҫукран, аякран тара тытнӑскерччӗ пулас. Раҫҫей ялавӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ... Чӑваш Енӗннисем ҫук. Режиссёр асӑрхаман, ун пуҫне пырса кӗмен вӑл япала. Хайхи Николай Васильевич ҫитнӗ хыҫҫӑнах чӑваш ялавӗсем те кӑмпа евӗрех шӑтса ларчӗҫ — Президент (вӑл вӑхӑтра ку ята петерменччӗ-ха) хушнипе терӗҫ ун чухне...
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.15 20:11
Admin илсе кӑтартнӑ тӗслӗх пит шӗвек те хавшак, тепӗр тесен эсӗ мӗншӗн урӑх регионти режиссера чӗннине пӗлмесӗрех юлма пултарнӑ. "ищите женщину" тесе каланӑ детективра, кунта калама пулать"ищите деньги".Ҫӗнтерӳ кунӗнче пулса иртнӗ ку япала пульха, оппозицисем "кӑшласран" шикленнӗ пулинех.
Псаки // 4292.84.0894
2015.04.15 21:34
Патриотизм! Браво!Некогда патриоту Акташу!Запишем в актив янки:уничтожили всех индейцев,уничтожили всех бизонов, завезли несколько миллионов негров,ещё в 1968 году, когда убили Лютера Кинга,была сегрегация.
Мой брат Михаил служил в Порт-Артуре с 1949 по 1953, когда янки бомбили Корею.Во Вьетнаме,Лаосе и Камбодже погибло под бомбами и от отравляющих веществ три миллиона человек. Дальше продолжать?! Браво,Акташ!
Айван // 4292.84.0894
2015.04.15 22:09
Застрелили человека-губошлепа в Москве 27 февраля,печальный факт.Да,патриотом он никогда не был,но выступал хорошо, душевно.Если бы остался у власти,мы бы уже были в Европе. На заработках в услужении.Диссидентствующей интеллигенции, исключая укробандеропатриотов,приношу соболезнования! Только не надо гнать волну и катить бочки,само устаканится. Слишком одиозная,не компетентная и лёгкая мишень была. Жалко его.Жалко его многочисленной,якобы утопающей в слезах,челяди-женщин.Т.е не женщин,а детей.Они ни в чем не виноваты.Обижены только природой,что их "блудный производитель" только скакал по миру.
Ют Ҫын // 1735.3.6979
2015.04.16 08:12
Патриотсем,шел пулин те,сахал. Вӗсем штучнӑй япала. Ҫак сӑмахпа кирлӗ кирлӗ мар ҫӗрте перкелешмесен те юрать.Чӑвашра Госсоветра пурте "патриоты" своего чиновьичего места,никама та Чӑвашлӑх килрлӗ мар. А хут ҫинче пурте патриот.
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.16 11:18
Пур патриотсем.Сердюковпа Хорошавин мӗнрен кая?.Ҫӗнтерӳ кунне амнисти памалла,паллах, халӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн?.Вӗсем кӗпер ҫинче ним хӑрамасӑрах уҫӑлса ҫӳреме пултараҫ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.16 11:43
Хăвăра чăх витинчи автан-патриотла ан тытсамăр. Адер кăна патриот иккен. Чăвашсен "лери" çĕр-шывне яланлăхах кайнисене аса илĕр, паян пуррисене тиркетĕр пулсан та - тĕрĕс хаклăр. Вĕçĕмсĕр чĕрре кĕни усса пырас çук.
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 12:29
Пасар юлташ,кунта ним кӳренмелли те ҫук. Адер юлташ хӑйӗн ҫуралнӑ ялне ура ҫине тӑратрӗ-ку патриотла ӗҫ.Кам иккӗленет? Эсӗ тӗслӗх илсе кӑтарт ҫилленсе лариччен.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем